Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шкула кайма пĕр уйăхран та каярах юлчĕ темелле. Апла пулсан та вĕренекенсен улма-çырла çисе витаминсем пуçтармалăх тата тутлă ыйхăпа çывăрмалăх вăхăт пур-ха. Вĕсем партăсем хушшине лармашкăн пит васкамаççĕ.
Уйрăмах пуçламăш классене пĕтерсе пиллĕкмĕш класа куçакансене «çĕнĕ пурнăç» хăратса тăрать. Ара, вĕсем тăватă класс пĕр пӳлĕмре ларса, пĕр учительпе çеç вĕреннĕ те, халĕ вара… Аслăрах класра вĕренекенсем пĕлеççĕ, паллах.
Хусанта пурăнакан Диляра Вахитова та кăçал кĕçĕннисен шутĕнчен тухрĕ. Вăл 14№ гимназире ăс пухать.
Хĕр ачан хушамачĕ те, ячĕ те православи тĕнĕпе илтĕнменни вăл чăваш хĕрĕ теменнине пĕлтермест. Унăн амăшĕ чăн-чăн чăваш. Диляра та Даша ятлă. Вăл Роза аппăшĕ пекех амăш ĕненекен тĕне – православие – йышăннă.
Даша (ăна икĕ ятпа та чĕнеççĕ) питĕ пултаруллă хĕр ача. Вăл уроксем хыççăн музыка шкулне те çӳреме ĕлкĕрет. Фортепианăпа калама вĕренет. Çаплах ташă кружокне те çӳрет. Тĕрĕссипе каласан, Вахитовсен çемйи музыкăпа питĕ туслă. Ашшĕ-амăшĕ тата аппăшĕ хореографсем. Вĕсем пурте ташлаççĕ. Тĕрлĕ наци ташшине ним мар кăтартма пултараççĕ.
Диляра çаплах чăвашсен вырсарни шкулне те çӳреме кăмăл тăвать. Амăшĕн тăван чĕлхине тĕплĕнрех пĕлес тесе тăрăшать. Унта та тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать. Сăмахран, пĕлтĕр «Мисс кĕркунне» конкурсра вăл «Мисс илĕртӳлĕх» номинацие çĕнсе илнĕ.
Ӳкерес тесен те унăн алли пырать. Пӳлĕмĕнчи стена çинче портретсем таранччен ӳкерчĕксем туса çакнă.
Енчен те хĕр ачан пултарулăхĕ халех палăрать пулсан, ӳссен мĕнлерех тата кам пуласси куçкĕрет, паллах.
Çапла, Турă панипе усă курма пĕлмелле. Малашне пурнăçра вăл яланах пулăшса пырĕ.
Çакăн пек пултаруллă ачасем нимĕнрен те хăрамаççĕ, паллах. Дилярăшăн та аслăрах класа куçса, тĕрлĕ предметпа тĕрлĕ учитель вĕрентни пĕрре те хăратмасть. Вăл шкулта яланах ыттисенчен уйрăлса тăрĕ. Кирек мĕнле мероприяти те унсăрăн иртмĕ. Урăхла каласан, шкул мăнаçлăхĕ пуласси куçкĕрет.
 
: 1007, Хаçат: 31 (917), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: