Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Малтан вара акă еплерехчĕ. Эпĕ шкула ТАССР Çутĕç министерстви хушнипе 1950 çулта килтĕм. Пĕр пысăках мар çуртра вырнаçнăччĕ вăл. Çав çул саккăрмĕш класс та уçăлчĕ. Ялта та çичĕ класс пĕтернĕ ачасем пурччĕ, ытти ялсенчен те вĕренме килекенсем пулчĕç. Çавăнпа та пĕр çуртра хĕсĕкрех пулма пуçларĕ. Ун чух шкул директорĕ Николай Васильевич Ялюховччĕ, çирĕп кăмăллă коммунист.
Вырăн çитменнипе вара эпир ачасемпе ял тăрăх çӳреме пуçларăмăр. Тĕрлĕ пушă çуртсенче уроксем ирттереттĕмĕр. Н.В.Ялюхов тивĕçлĕ канăва кайсан 1953 çулта П.А.Тарасов директор пулса тăчĕ. Шкул икĕ сменăпа ĕçлетчĕ. Çĕнĕ директор Кĕçĕн Сĕнчелĕнчен кивĕ çурт сӳтсе килсе тăватă класс вĕренмелĕх çурт ларттарчĕ. Унта пуçламăш тата çиччĕмĕш классем вĕренетчĕç, каярах – саккăрмĕш класс та. Эпир ку çурта «Камчатка» теттĕмĕр…
Шкулта çĕнĕ «архитектор» – Пантелеймон Григорьевич Сулбаев – ĕçлеме пуçларĕ. Авиаконструктор, инженер, эрудит, çав тери ăслă çын. Вăл физикăпа черчени урокĕсене илсе пыратчĕ. Вăл унччен педучилище пулнă çурта шкул валли йышăнма сĕнчĕ. Аслă классенче вĕренекенсене унта куçартăмăр вара. Çавăн пекех Мăкшел, МЮД, Пономаревка, Пионер ялĕсенчен те вĕренме çӳретчĕç кунта. Мĕн чухлĕ кансĕрлĕхчĕ. Чи хумхантаракан ыйту вара – çырмаччĕ. Сулбаев ку ыйтăва та татса пачĕ: троссем çинче çакăнса тăракан кĕпер тутарчĕ. Ун чухнехи директор С.Т.Герасимов Аслă Сĕнчел шкулĕн тĕп çурчĕн кăнтăрти пайне тутарчĕ.
1970-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Д.А.Крюков директор пулса тăчĕ. Вăл вăтам шкула çăлса хăварчĕ – ăна хупасшăнччĕ. Данил Артемьевич шкулăн çурçĕрти пайне, столовăйпа интернат тутарчĕ. Çак çĕнĕ çуртсене тунă хыççăн вара çумăр витĕр, пылчăк çăрса, çил-тăман айĕнче шкулăн тĕрлĕ çурчĕсем тăрăх реактивлă ешчĕкпе, пробиркăсемпе çӳресси пĕтрĕ вара маншăн. Данил Артемьевич ман валли хими кабинечĕ уйăрса пачĕ. Мăшăрăм Г.М.Чижиков тата ĕç урокĕсене илсе пыракан В.Н.Крайнов пулăшнипе пӳлĕме кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтертĕмĕр. Хусантан ятарлă оборудовани илсе килтĕм, Пĕкĕлмерен – реактивсем. Хама чăн-чăн хими учителĕ пекех туйма пуçларăм.
Данил Артемьевич çĕнĕ шкул тăвассишĕн çунатчĕ. Пĕррехинче вăл Аксуран канашлуран таврăнсан 1975 çулта шкул туса пама шантарчĕç терĕ. Шантарнине вара виçĕ çул мар, 32 çул кĕтме тиврĕ. Эпир вĕт ĕмĕр тăршшĕпе лайăх условисемлĕ шкулта ĕçлесе курасчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Тавах, эп çак юмахри пек шкула куртăм.
Йывăрлăхсем яланах пулнине пăхмасăр шкул тарăн пĕлӳ панă ачасене. Эпĕ хамăрăн вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланатăп. Вĕсен хушшинче профессорсем те, доцентсем те, академиксем те, институтсене, пысăк предприятисене ертсе пыракансем те пур. Эпĕ ертӳçĕ пулса сахал мар класс вĕрентсе кăларнă. Çулсем иртнĕçемĕн тĕл пулса вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп. 1976 çулта вĕренсе тухнисем уйрăмах туслă класс, вĕсем кашни пилĕк çулта тĕл пулаççĕ. Мана кашнинчех «ватăлма юрамасть!» тесе хăвараççĕ. Акă эпĕ «ватăлмасăр» 2013 çулхи тĕлпулăва кĕтетĕп-ха.
 
: 1007, Хаçат: 31 (917), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: