Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ шăматкун Аксу районĕнчи вĕрентӳ учрежденийĕсенчен чи аслисенчен пĕри – Аслă Сĕнчелĕнчи вăтам шкул хăйĕн 150 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Шкул 1861 çулта никĕсленнĕ, 1875 çулта ăна земство хăй çине илнĕ. Кунта вĕрентме Хусанти учительсен семинарине пĕтернĕ Гурий Федорова янă. 1879 çулта Николай Охотников аслисем валли те шкул йĕркелесен унта кӳршĕ ялсенчен те вĕренме килекенсем пулнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче – XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Сĕнчел шкулĕнче 72 арçын ачапа 10 хĕр ача вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн вара унта кӳршĕ районсенчен те вĕренме çӳренипе 1005 ачана та çитнĕ.
Шкулăн юбилейне тĕрлĕ çулсенче кунтан вĕренсе тухнисене, тĕрлĕ çулсенче кунта ĕçленĕ вĕрентекенсене чĕннĕ. Вăт пулчĕ-тĕк пулчĕ уяв! Мĕн чухлĕ çĕнни! Ку çак шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем пухăнни, ку юратнă шкулăн çуралнă кунĕ пулчĕ.
Мероприятире чаплă хăнасем те, обществăлла организацисен представителĕсем те, хальхи шкул ачисем те, вĕсен хăй вăхăтĕнче кунта вĕреннĕ ашшĕ-амăшĕсем те пулчĕç. Паллă юрăра «йăлтах шкулти шăнкăравран пуçланать» тесе юрланă пек çак уяв та шăнкăрав сассинчен пуçланчĕ. Ăна сас кĕртекенĕ – Надежда Петровна Чижикова, хисеплĕрен те хисеплĕ учитель-ветеран.
«Альма матер» тата педагогсен ячĕпе нумай ырă сăмах каларĕç çак кун. Шкула район ертӳçисем, вĕрентӳ уйрăмĕ, кунтан вĕренсе тухса халĕ хисепе тивĕçлĕ çынсем пулнисем парнесем пачĕç.
– Паян Сĕнчел çĕрĕ çинче пысăк уяв, – тесе саламларĕ Аксу районĕн пуçлăхĕ Камиль Гилманов. – Кунтан вĕренсе тухнисем – пирĕн тĕп мăнаçлăх. Вĕсем хисепе тивĕçлĕ çынсем, халăха кирлĕ ĕç тăваççĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем ялан килĕштерсе ĕçлени ачасене аталанма, вĕсене пуçаруллă ӳсме май панă.
Район ертӳçи те, унтан ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ирина Крайнова та, унччен ял Канашĕн председателĕ пулнă Нина Орлова та, шкул директорĕ Алексей Калуков та кризис çулĕнче шкулăн çĕнĕ çуртне еплерех йывăрлăхпа тунине аса илчĕç. XXI ĕмĕр пуçланнă тĕле кивĕ шкулăн çурчĕсем пачах юхăнса çитнĕ, вĕсенче вĕренме те хăрушă пулнă. Шăп çавăн чух ку шкултан вĕренсе тухнă Николай Савруков академик вĕрентӳ учрежденийĕн проектне сутăн илме пулăшнă. «КамАЗăн» Хусанти представительствин директорĕ Анатолий Самаренкин та, Туполев ячĕллĕ ХПТУ проректорĕ Николай Абруков та нумай пулăшнă тăван шкула.
Район ертӳçисем шкулăн çитĕнĕвĕсене те асăнмасăр хăвармарĕç. Аксу районĕн пуçлăхĕ Камиль Гилманов тата вĕрентӳ уйрăмĕн начальникĕ Амина Валиуллина Аслă Сĕнчел шкулĕнче вăтăр çултан ытла ĕçленĕ педагогсене – Раиса Крюковăна, Николай Рыбакова, Надежда Чижиковăна, Рем Абрукова, Роза Еллиевăна Тав хучĕсемпе чысларĕç. Аксу районĕн Ĕçтăвкомĕн ятĕнчен А.Валиуллина çавăн пекех Зинаида Карандаевăна, Вера Уканеевăна тата Алексей Калукова Тав çырăвĕсем пачĕ. Шкул коллективĕ ТР Ача-пăча çитĕнĕвĕсен энциклопедийĕнче вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен çырнине ĕнентерекен сертификата та тивĕçрĕ. Аслă Сĕнчел шкулĕ 2011 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчен Николай Савруков академик ячĕллĕ пулса тăни çинчен калакан сертификат вара чи пысăк парне пулчĕ-тĕр.
Çак шкултан вĕренсе тухнисен парадне курасчĕ сирĕн – 1956 çулхи кăларăмран пуçласа кăçал шкул пĕтернисем таранччен! Уявра çак кун куракансем пулмарĕç темелле, пурте хутшăнакансен йышĕнчеччĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, районти эстрада артисчĕсем чаплă концерт хатĕрленĕ.
Хăнасем шкул музейĕн ятарласа стадионра вырнаçтарнă юбилейлă экспозицийĕпе те хаваспах паллашрĕç. Тахçанах вĕренсе тухнисем сарăхса кайнă класс журналĕсене уçа-уçа пăхрĕç, хăйсене учительсем лартнă паллăсене курсан кулчĕç, ачалăха аса илчĕç.
Шкулта ĕçленĕ тата халь ĕçлекен вĕрентекенсене хăйсен профессине чунтан парăннăшăн, ачасене юратнăшăн, ĕçри лайăх кăтартусемшĕн, çак пысăк уява йĕркеленĕшĕн чунтан тав тăвас килет. Тăван шкулăма пысăк çитĕнӳсем, çĕнтерӳсем сунатăп!
 
: 1254, Хаçат: 31 (917), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: