«Кăçалхи вырма çынсен яваплăхĕнчен кăна килет», – тесе пĕтĕмлетрĕ вырма ĕçне ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра.
Министрăн çапла каламашкăн сăлтавĕ пурах, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра республика хуçалăхĕсен техника, çунтармалли-сĕрмелл и материалсем çитменнипе е тыр-пул ĕлкĕрменнипе комбайнсене ĕçсĕр лартма сăлтав çук. Вырмана республика кирлĕ пек хатĕрленнĕ, техника та çителĕклĕ (пурĕ 4 пин комбайн, вĕсенчен 1200-шĕ ют çĕршывсенче туса кăларнисем. ТР предприятийĕсем уй-хирсенчен тырă, выльăх апачĕ турттарма 270 автомашина янă, çитес вăхăтра тепĕр 1000 единица техника уйăраççĕ), республикăри «Татнефть», «Таиф» компанисем çурхи ĕçсем пуçланнăранпах йӳнĕ хакпа топливăпа тивĕçтереççĕ, вырма валли 70 пин тонна параççĕ. Апла пулин те Тутарстанра мĕнпур район вырмана пĕр пек тухман-мĕн. Элкел, Нурлат, Кайпăç, Заинск районĕсем лаптăкăн 20-28 процентĕнчи тыр-пула пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ пулсан, Менделеевск районĕ халĕ те вырмана туллин пуçăнман-ха, Лениногорск, Азнакайпа Пĕкĕлме районĕсенче те ĕç пĕр вырăнта тĕпĕртетсе тăрать, Тури Услонпа Ютаза районĕсем кирлĕ пекех тăрăшмаççĕ-мĕн. М.Ахметов çакăн пек çитменлĕхсене ертӳçĕсен явапсăрлăхĕпе çеç çыхăнтарчĕ.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, Тутарстана кăçал çут çанталăк кӳрентермерĕ, уй-хирсенче лайăх тухăç ӳсрĕ. Çĕр ĕçченĕсен 1650 пин гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртмелле. Вĕсенчен 600 пин гектарĕ кĕрхи тырăсем, миллион ытларахăшĕ çурхисем. Августăн 2-мĕшĕ тĕлне 210 пин гектар çинчи тухăçа пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ. Республикăра пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 31,1 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç Нурлатпа Актаныш районĕсенче çитĕннĕ.
Климат мĕнлине пăхнă тăрăх, Тутарстаншăн вырман чи лайăх вăхăчĕ – августпа сентябрь уйăхĕсем. Çапах та пĕрчĕллĕ культурăсене август уйăхĕнче пухса кĕртме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен сентябрьте кашни гектарти тухăçăн 15 проценчĕ çухалать. Çак факта тата август уйăхĕнчи çанталăк прогнозĕсене шута илсе август уйăхĕн иккĕмĕш çурринче çĕр ĕçченĕсем куллен 180-200 пин тонна тырă çапмалла, урăхла каласан лаптăкăн 4 процентĕнчен кая мар. Министр каланă тăрăх, Тутарстан çĕр ĕçченĕсен умне августăн 16-мĕшĕччен тырра пĕтĕмпех пухса кĕртме тĕллев лартнă.
Тыр-пул тухăçĕ енчен лару-тăру Раççейпе япăх марри пирки палăртрĕ вăл, кăнтăрти регионĕсем вырмана вĕçленĕпе пĕрех-мĕн, çавăнпа çĕршыв пӳлмисенче 90-95 миллион тоннăран кая мар тырă пулĕ. Çĕнĕ тухăçăн хакĕ те паллă, 3-мĕш класлă туллăн пĕр кило- грамĕ 5 тенкĕ те 30 пус, ытти категоририсем тата йӳнĕрех. Çавна кура потребительсене çăкăр хакĕ хумхантармасть мар, Марат Готович ку тĕлĕшĕпе татăклăн хурав памарĕ, мĕншĕн тесен çăкăр пĕçерекен предприятисем хака ӳстерме шутламаççĕ, анчах энергоресурсемпе тивĕçтерекенсем пирки апла калама çук. Çăкăр хакĕ, тĕпрен илсен, вĕсенчен килет-çке.
Вырма пуçланнă кăна пулин те пулас тухăç çинчен те шутлама вăхăт, çĕртме сухи çывхарать. Хальхи вăхăтра республикăн хуçалăхĕсем ку ĕçе те хатĕрленеççĕ: кĕрхи тырă вăрлăхне хатĕрлеççĕ, минераллă удобренисемпе ӳсен-тăрана хӳтĕлекен хатĕрсем туянаççĕ. Тутарстан кĕрхи тырă акма августăн 20-мĕшĕнче тухма палăртнă.