«Татфондбанк» АИКБ йăлана кĕнĕ «Ялти чи пултаруллă 100 ача» социаллă акцие тăваттăмĕш хут ирттерет. Пултаруллă ачасенчен çак кунсенче заявкăсем йышăнма пуçларĕç. Акци ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç, ТР Вĕрентӳпе наука министерствисем, халăхсем хушшинчи MasterGard тӳлев системи пулăшнипе иртет. Унăн тĕллевĕ – ялта пурăнакан пултаруллă ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсене хавхалантарасси. Акци пĕрремĕш хут 2009 çулта иртнĕччĕ, ăна «Татфондбанкăн» 15 çулхи юбилейне халалланăччĕ. Унта 7-11 классенче вĕренекен ачасем хутшăнма пултараççĕ. Суйласа илнĕ пултаруллă 100 ачана «Татфондбанк» пĕр çулталăк уйăхне 1000-шер тенкĕ стипенди тӳлесе тăрать. Заявкăсене 2011 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
ЗАИНСК районĕнче тăваттăмĕш çул ĕнтĕ хуçалăхсене вырмара шкул ачисем пулăшаççĕ. Чи пысăк бригада Шипки ялĕнче йĕркеленнĕ. Вырăнти ток çине çул çитмен 10 ачана ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсен тĕллевĕ – ток çине тирпей кĕртесси тата тырă тиеме пулăшасси. Шкул ачисем тулли ĕç кунĕ ĕçлемеççĕ. 850-шар тенкине вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центр тӳлет, ыттине – агрофирма.
Кун пек бригадăсем «Восток», «Зай» агрофирмăсенче йĕркеленĕ, унта 69 ача ĕçлет. Районти çамрăксемпе ĕçлекен уйрăм вырма вĕçленсен чи хастар бригадăна тата чи лайăх ĕçчене палăртма планлать.
* * *
Заинскра çитес вăхăтра çĕнĕ промышленность объекчĕ ӳссе ларĕ. Комплекс Старый Токмак ялĕ çывăхĕнчи 100 гектар лаптăка йышăнĕ. Вăл çулталăкне миллион тонна ытла пысăк пахалăхлă металл-листасем кăлармалла, пурĕ унта 950 çын ĕçлĕ. Проект 60 миллиард тенке ларнă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ «КАМАЗ» тиев портĕнчи 110 гектар çинче çӳллĕ мар, сахал хутлă çуртсен Чаллы Яр поселокĕн строительстви пуçланмалла. Унăн хăйне евĕрлĕхĕ – хула территорийĕнчех пулни. Унта çитме 7 минут кăна иртĕ. Хальхи вăхăтра яхт-клубăн проектне хатĕрлеççĕ. Вăл поселок территорийĕнче вырнаçĕ, çырчаллисен кăна мар, республикăн ытти кĕтесĕнче пурăнакан шыв транспорчĕсене йышăнĕ. Çаплах поселокра лавккасем, банксем, обществăлла апатлану учрежденийĕсем тата ытти социаллă объектсем вырнаçĕç, çыран хĕррине хăтлăх кӳртĕç.
ПĔКĔЛМЕРИ тĕп больницăра 30 койка-вырăнлă юн тымар (сосудистый) центрĕ тума палăртнă. ТР сывлăх сыхлав министрĕ А.Фаррахов пĕлтернĕ тăрăх, центр тăвас ĕçе октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Çĕнетӳ программипе килĕшӳллĕн, çавăн пекех Лениногорск районĕн тĕп больницин те çĕнĕ йышăну уйрăмĕ уçăлмалла. Хальхи вăхăтра унта строительство ĕçĕсем пыраççĕ.
САБА. Мĕнпур ӳсен-тăрана сиен кӳрекен кăпшанка – саранчана Ютаза, Элмет, Павлă районĕсенче асăрханă. Нумай пулмасть Саба районĕнче те курăнма тытăннă. Специалистсен шучĕпе, саранчасем районта ăшă çанталăка пула ĕрченĕ. Хальлĕхе вĕсем ял хуçалăх культурисене сиен кӳмеççĕ-ха, эрĕмпе шапа хупахне кăна çиеççĕ.