Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР ШĔМĕн ĕçченĕсен сăмахĕсенчен курăннă тăрăх, республика территорийĕнче тĕрлĕ шайри преступление шута илмесĕр пĕр кун та иртмест. Шалти ĕçсен министерствин кирек мĕнле подразделенийĕн ĕçне те хăрушă тата уйрăмах хăрушă преступленисене уçса панă тăрăх хаклатпăр. 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхас пулсан, республикăн йĕрке хуралçисен ĕçне япăх теме çук, вĕсем çакăн йышши преступленисен 98 процентне (Раççейĕпе 59,5) уçса пама пултарнă. «Ку юлашки 15 çулти чи лайăх кăтарту», – тесе пĕлтерчĕ ТР ШĔМĕн оперативлă шырав ĕçне йĕркелекен управленийĕн пуçлăхĕ В.Иванов нумай пулмасть журналистсемпе тĕл пулсан. Кунсăр пуçне иртнĕ çулсенче тунă 24 преступление те уçăмлатнă вĕсем.
Хăрушă тата уйрăмах хăрушă преступленисен 75 проценчĕн сăлтавĕ – ĕçкĕ. 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче республикăра 158 çынна вĕлернĕ, вĕсенчен 27-шне обществăлла вырăнсенче, 26-шне урамсенче. Çак хăрушă преступленисен 75-шĕ судпа маларах айăпланнисен, 8-шĕ ушкăнăн, 4-шĕ преступниксен ушкăнĕн, пĕри çул çитменнисен «ĕçĕ».
Шел те, пăшалпа персе вĕлернĕ тĕслĕхсем те палăраççĕ, пĕлтĕр вĕсем çулталăкĕпе те тăваттă кăна пулнă пулсан, кăçал çур çултах 5 факта шута илме тивнĕ. Вĕсенчен 3-шне уçса панă та ĕнтĕ.
Паллă ĕнтĕ, хĕç-пăшал ахаль çыннăн аллине сайра-хутра кăна лекет, ытларах преступниксен ушкăнĕсен вăл арсеналĕпех. Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттерсе «Мамшовские» преступниксен ушкăнне тытнă, унăн лидерĕсемпе хастарĕсем енĕпе (17 çын) уголовнăй ĕç пуçарнă. Сăмах май, çак ушкăн 1996-2010 çулсенче пурĕ 27 хăрушă преступлени тунă, çав шутра çынсене вĕлерни те, вăрлани те. Вĕсенчен 17 пăшал, 7 граната, 132 патрон тата пĕр килограмм тротил туртса илнĕ. Хальхи вăхăтра ушкăнăн тарса пытаннă тепĕр 4 çыннине шыраççĕ. Çаплах «Перваки» преступниксен ушкăнĕ енĕпе те следстви вĕçленмен-ха.
2011 çулта сывлăха йывăр сиенлетнипе çыхăннă преступленисене пурне те тенĕ пекех уçса панă. Палăртса хăварам, шута илнĕ çакăн йышши 354 преступленирен кашни тăваттăшĕ (пурĕ 78 тĕслĕх) вилĕмпе вĕçленнĕ. Вĕсене пурне те уçса пама пултарнă. Кун пекки юлашки 20 çулта та пулман-мĕн.
Çаратнипе, вăрланипе çыхăннă преступленисене уçса парасси те ӳснине пĕлтерчĕ В.Иванов. Ку енĕпе те кăçалхи кăтарту юлашки 17 çулта чи лайăххи-мĕн. Çакна вăл полици сотрудникĕсен оперативлăхĕпе кăна мар, массăлла хыпар хатĕрĕсемпе пĕрле профилактика çине нумай тимлĕх уйăрнипе те çыхăнтарчĕ.
Çапах та преступниксен пултарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕ те пĕр вырăнта тăманнине палăртар. Вĕсем уçайман çăра çукки пирки кăна сăмах пымасть кунта. Тĕлĕнмелле пулин те, техникăпа технологи çĕнĕлĕхĕсемпе ахаль çынсенчен чылай маларах паллашаççĕ çеç мар, алла та илеççĕ вĕсем. Тĕслĕхрен, Тольяттинчи икĕ преступник Хусана иккĕ килсех банкоматсене ятарлă хатĕр лартса 700 пин тенкĕ вăрлама ĕлкĕрнĕ. Вĕсене Анат Кама хулинче банкоматсем çине прибор вырнаçтарнă самантра алăран ярса тытман пулсан тата миçе çынна çаратнă пулĕччĕç-ши? Шупашкарти преступниксен ушкăнĕн «профессионализмне» те ăмсанмалăх пур. Вĕсем Хусанта хаклă япаласем, антиквариат таранах, питĕ ăста çаратнă иккен.
Юлашки çулсенче тĕрмере ларакансем ним тумасăрах пуйма мелсем тупни куçкĕрет. Самар облаçĕнчи 6-мĕш номерлĕ колонире ларакан виçĕ çын, тĕслĕхрен, телефонпа çынсене 30 хут улталаса пинĕ-пинĕпе укçа «ĕçлесе» илнĕ.
Çапах та вĕренĕн те вĕçĕ пур тенешкел, юлашки çулсенче розыскри çынсене тупасси çине уйрăмах çирĕп тимлĕх уйăрать ТР ШĔМĕ, тĕслĕхрен, виçĕ çынна вĕлернĕ Камышанские çакăн пек мерăсем йышăннипех шыраса тупнă. Чăн та, ăна алăран ярса тытма май килмен, полици ĕçченĕсем çине пăшалпа хирĕç тăрсан персе пăрахма тивнĕ. «29 комплекс» (Çырчалли хули) преступниксен активлă членне А.Слободина та кăçал июнĕн 7-мĕшĕнче Киевра ярса тытнă, хальхи вăхăтра ăна Хусана куçарас ыйтупа ĕçлеççĕ. Законăн алли вăрăм, преступлени тунă çын унран çĕр çинче тарса пытанаймасть.
 
: 979, Хаçат: 30 (916), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: