Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«УНИВЕРСИАДА ВĂЛ – ЭПИР!»
Тутарстанăн 250 ытла студенчĕпе çамрăксен политикин лидерĕ çак кунсенче Евпаторие кайнă. Унти «Чайка» ача-пăча медицина центрĕнче июлĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса августăн 9-мĕшĕччен волонтерсен лагерĕн «Универсиада вăл – эпир!» профильлĕ смени иртет. Пĕлӳ илмелли мероприятисем тата мастер-классемсĕр пуçне çамрăксене интереслĕ конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсем те кĕтеççĕ. Тĕслĕхрен, «Универсиада fashion» костюмсен конкурсĕ, «ЛИГАлимпиада» студентсен спорт вăййисем, «Казань 2013» савăнăçлă стартсем, волейбол тата сĕтел çи теннис турнирĕсем тата ытти те. Юрмалăра иртекен халăхсен хушшинчи «Новая волна» фестивале хутшăнсанах кунта «Мураками» ушкăн солистки Диляра Вагапова килет, вăл сменăна хутшăнакансене хăйĕн юррисемпе савăнтарĕ. Июлĕн 31-мĕшĕнче, Тинĕс-çар флочĕн кунĕнче, çамрăксем Тутарстан шефа илнĕ карапсем çине çитсе курасшăн.
Çавăн пекех Симферополь тата Севастополь хулисенче флэшмобсем ирттерме палăртнă. Çакнашкал акцисем пулăшнипе Хура тинĕс хĕрринчи хуласенче пурăнакансем Раççей 2013 çулхи Универсиада тĕлне еплерех хатĕрленнипе паллашма пултарĕç.
340 ÇЫННА ИЛЕÇÇĔ
Хусанта Атăлçири патшалăх физкультура, спорт тата туризм академине уçма йышăннăранпа çулталăк çитрĕ. Çак тапхăрта умра тăракан нумай задачăна пурнăçланă. Паянхи кун тĕлне академин балансĕ çинче «Буревестник» хупă бассейн, «Академия тенниса» спорткомплекс тăраççĕ. Кĕçех «Зилантпа» Кĕсмен спорчĕн центрĕ те академин балансĕ çине куçĕç. Академире вĕренекенсемпе Раççейĕн сборнăй командисен резервне хатĕрлекен центрăн спортсменĕсем валли Универсиада Ялĕнчи общежитисенчен 8 корпусне уйăрса параççĕ. Августăн 15-мĕшĕнче общежитисене академие пани çинчен калакан акт çине алă пусма палăртнă, августăн 20-мĕшĕнчен вара вĕсенче студентсене вырнаçтарма пуçлĕç. Академире физкультура, спорт, сервиспа туризм факультечĕ тата тăватă кафедра уçнă.
Кăçал академие пурĕ 340 çынна вĕренме илеççĕ.
ТУТАРСТАН ПИЛЛĔКМĔШ
«Begin Group» компани Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен юлашки сакăр çул хушшинчи пĕтĕмлетĕвĕн рейтингне хатĕрленĕ. 2003 – 2010 çулсенчи олимпиадăсен çĕнтерӳçисен шучĕпе пăхсан Раççейĕн виçĕ регионĕ «чи ăслисен» шутне лекнĕ: Киров облаçĕ (100 пин çын пуçне 14,5 çĕнтерӳçĕ), Санкт-Петербург (13), Вологда облаçĕ (11,7). Тутарстан 10,7 кăтартупа пиллĕкмĕш вырăнта тăрать, ун хыççăн Мускав пырать.
Олимпиадăсемпе чи япăх кăтартусем вара Дагестанра, Çурçĕр Осети – Аланире, Хакасире, Карачаево-Черкессир е, Байкал тăрăхĕнче, Ингушетире, Чечняра тата Чукоткăра пулни палăрнă.
 
: 986, Хаçат: 30 (916), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: