Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАН ВЫРМАНА ТУХРĔ
Республика уй-хирĕсенче техника пĕр минута та кĕрлеме чарăнмасть, чи яваплă ĕç – тырçи – июлĕн 25-мĕшĕнче пуçланчĕ. Кăçал республикăра 1 миллион та 647 гектар çинчи пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртмелле. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 33,8 центнер. Чи пысăк тухăç Тукай, Пăва, Нурлат районĕсенче çитĕннĕ, кунти вăтам тухăç 36 центнерпа танлашать. Хальхи вăхăтра вырмара Элкел, Нурлат тата Кайпăç районĕсем малта пыраççĕ.
ЭЛЕВАТОРСЕМ ТУХĂÇ ЙЫШĂНМА ХАТĔР
Республикăри тырă йышăнакан предприятисемпе элеваторсем çĕнĕ тухăç йышăнма тĕплĕн хатĕрленнĕ, тесе пĕлтернĕ элеваторсен продукцие йышăнмалли пахалăхĕсене тата хăрушсăрлăхне тĕрĕслекен лабораторипе ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин специалисчĕсем. Сăмах май, вĕсем тырă йышăнакан мĕнпур предприятие тĕрĕсленĕ.
РАÇÇЕЙ УНЧЧЕНХИ ШАЯ ÇИТЕСШĔН
РФ ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник пĕлтернĕ тăрăх, Раççей тĕнчери тырă рынокĕнче кăçал ытти çулсенчи вырăннех таврăнмалла. Ют çĕршывсене 20 миллион тонна тырă ăсатма планлаççĕ. Кăçал пурĕ 85-90 миллион тонна тухăç пухса илес шанăç пур. Мĕншĕн тесен çĕршыври пĕр гектара тивекен вăтам тухăç – 35,6-36 центнер. Танлаштарма: 2009 çулта пурĕ те 31 центнер кăна пулнă.
ÇĔВĔСĔР ПĂРÇА
Тутарстанăн селекционерĕсем çĕнĕ пăрçа сортне кăларнă. Ку сортăн хăйне евĕрлĕхĕ – пăрçа хутаççи çĕвĕсĕр пулнинче. Çакăн пек çитĕнӳсем тума хальччен усă курман çĕнĕ материалсем пулăшнă. Сортăн авторĕ – Тутарстанри ял хуçалăхăн наукăпа тĕпчев институчĕн пăрçа йышши культурăсен селекцийĕн уйрăмĕн ертӳçи, биологи наукисен кандидачĕ А.Фадеева. Хальхи вăхăтра çĕнĕ йышши пăрçан ячĕ çук-ха, çапах та ăна 2013 çултах республикăра кăна мар, Раççейре те акма планлаççĕ. Мĕншĕн тесен пăрçа хутаççи çĕвĕсĕр пулнипе ĕлкĕрсен те пĕрчĕсем тăкăнмаççĕ, çапла майпа унчченхи пек тухăçăн 30 процентне çухатма тӳр килмĕ.
НЕФТЬ СИЕНЛЕТНĔ
«РИТЭК» УАОн Аксу районĕнчи Кивĕ тата Çĕнĕ Ипрел ялĕсен хушшинчи нефть пăрăхĕ çурăлнипе нефть юхса тухса 1,2 гектар лаптăка сиенлетнĕ. Экологсен шучĕпе, нефть пулăхлă çĕр сийне чăнах та юрăхсăра кăларнă, çавăнпа унта çитес вăхăтра нимĕн те акма-лартма юрамасть.
ЯТАРЛĂ МЕХАНИЗМСĂР МАЙ ÇУК
Кăçалхи тырçи йывăр иртесси тухăç лайăххипе кăна мар, тырă тӳннипе те çыхăннă. Çавăнпа тырă тунисене тăратакан ятарлă механизмсăр ниепле та май килмĕ, ăна комбайнăн жатки çине çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр çанталăк шăрăх пулнипе вĕсемпе питех усă курма тивмен. Республикăра вырмана кăçал 4 пин комбайн хутшăнать, вĕсенчен çурри çак механизма çирĕплетнĕ çĕнĕ йышши комбайнсем. Çавăнпа тухăçа çухатусăр пухса кĕртме шанăç пысăк.
ВЫЛЬĂХСЕМ ВАЛЛИ – ÇĔР УЛМИ
Апас районĕнчи «Рахимов ячĕллĕ ЯХП» сăвăнакан ĕнесене çĕр улми çитерме хатĕрленет. Ир ĕлкĕрекен пахча çимĕçе çитес эрне пуçламăшĕнче кăларма пуçласшăн вăл. Калибровка иртнĕ хыççăн тухăçăн пĕр пайне лавккасене ăсатĕ, ыттине ĕнесене çитерĕ. Хуçалăх ĕнисене çак вăхăтра çĕр улми çитерни хальччен кунта пулман. Пахча çимĕçе хуçалăх хăех лартса ӳстернĕ, çĕр улмине вĕтетекен ятарлă оборудовани туяннă. Çак пахча çимĕçре белок нумай пулнипе ăна ĕнесен рационне те кĕртме шутланă. Пĕтĕмпе выльăхсене 2 пин тонна çĕр улми çитерме планлаççĕ.
 
: 1132, Хаçат: 30 (916), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: