Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хăмла çырли юратман çын пур-ши çĕр çинче? Пур, анчах вĕсем питĕ сахалăн. Ыттисем вара пылак та сĕтеклĕ, техĕмлĕ шăршипех чĕлхене çăтса ямалла тутлă çырлана каçса кайсах çиеççĕ. Паллах, вĕсем хăмла çырли усăллă пулни çинчен те пĕлеççĕ, уйрăмах хĕлле кăшт шăннă хыççăн хăмла çырли варенийĕпе ĕçнĕ чее мĕнле эмел çитейĕ? Упса-пектусин таврашсем аякра тăччăр. Анчах хăмла çырли сиплĕхĕ кунпах вĕçленмест, паян кун çинчен тĕплĕнрех каласа парăпăр.
Хăмла çырлинче питĕ нумай усăллă япаласем пур: клетчатка, пектин, тир тăвакан веществосем, органика кислотисем, С, В, РР витаминсем, йод, салицил кислоти, кали тăварĕсем, магни, натри, тимĕр, кальци, фосфор. Хăмла çырли вар-хырăма лайăх ĕçлеттерет, юн тымарĕсемшĕн усăллă, шыçăсене чакарать. Нумайăшĕ пĕлмеççĕ те-тĕр, хăмла çырли кăмăл пăтраннине ирттерет. Çакна пĕлни уйрăмах токсикозпа аптракан йывăр çынсене кирлĕ пулĕ.
Ыратнă чух пулăшнине, вĕриленсе кайсан хăмла çырлипе сипленнине вара пурте пĕлеççĕ пулĕ ĕнтĕ. Çырлара салицил кислоти пулнипе çапла вăл, унпа аспирин вырăнне усă курма юрать.
Каларăмăр ĕнтĕ, çырла С витаминпа пуян. Ку вара веществосен ылмашăвне лайăхлатать, пĕвере сиенлĕ япаласемпе кĕрешме пулăшать, юна çĕнетсе организма ерекен чирсемпе кĕрешме вăй парать. Хăмла çырлинче стерин текен хими веществи пур. Вăл атеросклероза аталанма памасть, юн тымарĕсемшĕн усăллă.
Çырлара А витамин та нумай. Ку витамин вара этеме ватăласран упрать, чĕрепе юн тымар системине тĕрĕс ĕçлеме пулăшать. РР витамин ывăннине, ыйхă килменнине хăвăрт ирттерет. Çавăн пекех аппетита лайăхлатать, ӳте яка тăвать. Хăмла çырлинчи В витамина пула пирĕн лĕкĕ те пулмĕ, пӳрлĕ шатрапа та аптрамăпăр, çӳçсем çăра та сывă пулĕç. Е витамин çамрăкланма пулăшакан кремсен никĕсĕ пулнине хĕрарăмсем ахаль те пĕлеççĕ ĕнтĕ.
Хăмла çырлинчен хатĕрленĕ морс шăрăхра темĕнле фанта-кока-колăран та лайăхрах пулăшать.
Хăмла çырлин сиплĕхне упрас тесен ăна типĕтмелле. Тĕрĕс типĕтсен çырла кĕренрех сарă тĕслĕ пулать, шăрши питĕ техĕмлĕ. Шăнтнă çырлара та усăллă япалисем сыхланаççĕ.
Ансат сĕнӳсем:
• Хăмла çырли уксусĕпе ĕлĕк ӳслĕкрен, пыр ыратнинчен сипленнĕ; чĕререн хăмла çырли çулçисен настойне ĕçнĕ; геморройпа аптракансем сурана шывра пиçĕхтернĕ çулçисемпе çыхнă. Хăмла çырли сиропне юратакансен шăлĕсем çинче чулсем пулман.
• Хăмла çырли çини холестерин шайне чакарать.
• Хĕвел тухăç медицининче нервăсем пăсăлнинчен, ача пулманнинчен, ар вăйсăрлăхĕнчен сиплев пуххисенче хăмла çырлипе анлăн усă кураççĕ.
• Çулçисен настойĕпе тута-çăвара, пӳрлĕ шатрана, куç çурхахне сиплеççĕ.
• Сахăр диабечĕ пуçлансанах хăмла çырлин сĕткенне апат умĕн 30-40 минут маларах 1/3 стакан ĕçмелле тесе вĕрентет халăх медицини. Кунне 3 хут çапла тумалла. Майĕпен сĕткене 1 стакана çитермелле.
• Асăрхаттарса хăварни те вырăнлă пулĕ: ватăсен çырлана виçеллĕ çимелле, уйрăмах подагрăпа, нефритпа аптракансен. Хăш-пĕрисемшĕн, уйрăмах ачасемшĕн, хăмла çырли аллерген пулнине шута илмелле.
• Хăмла çырлинче пăхăр нумай, ку вара нерв системине çирĕплетме пулăшакан вещество.
• Çӳхелес, целлюлитран хăтăлас текенсен çине тăрсах хăмла çырли çимелле. Яппунсем хăмла çырли ферменчĕсемпе усă курса çӳхелес текенсем валли ятарлă пластырь кăларма пуçланă.
 
: 1173, Хаçат: 29 (915), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: