Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Альберта университечĕн ĕçченĕсем акă мĕн пĕлнĕ: чĕрепе юн тымар чирĕсенчен, ракран упракан антиоксидантсенчен нумайăшĕ çăмартара.
Ăсчахсем çăмарта сарринче триптофанпа тирозин аминокислотасем (вĕсем шăпах антиоксидантсем) пуррине пĕлнĕ. Специалистсем шутланă тăрăх, икĕ çăмарта сарринче, чĕрринче, антиоксидантсем панулминчипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах, 25 грамм шур çырлипе (клюква) танлашаççĕ.
Çăмартана пĕçерсен е ăшаласан кăтартусем 50 процента яхăн чакнă. Енчен те ăна микрохумлă кăмакара хатĕрлесен – антиоксидантсем тата ытларах çухалнă. Халь ăсчахсем çăмартари пур антиоксиданта та тупма тăрăшаççĕ. Паянхи кун вĕсем каротеноидпа интересленеççĕ, вăл çăмарта саррине сарă тĕс тата пептидсем парать.
Маларах ирттернĕ тĕпчевсенчен çакă паллă: çăмартари протеинсем апат хуранĕнче, çӳхе пыршăсенче ферментсене пула юн пусăмне чакаракан пептидсем кăларма пуçлаççĕ. Пептидсен тата антиоксидант паллисем те пур.
Куллен ирсерен çăмарта çини хырăм выçнине ирттерет, кăнтăрла та сахалрах калориллĕ апатпах çырлахма пулать. Çапла шутлать Мария Луз Фернандес доктор, Коннектикута университечĕн диетологи профессорĕ. Вăл ирттернĕ эксперимента хутшăннă арçынсем çине пăхсан – профессор суймасть. Ирхине çăмарта çинĕскерсем, кăнтăрла чăнах та апата ытти чухнехинчен сахалрах çинĕ.
М.Л.Фернандесран маларах ирттернĕ тĕпчевсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Сахал калориллĕ диетăра ларакан самăр çынсене ирсерен çăмарта çитернĕ. Мĕн тейĕр? Хайхисем хăйсен виçинчен 65 процент чакнă, паллах, вĕсен диетинче ирсерен çăмарта çинисĕр пуçне çӳхелме пулăшакан ытти меслетсем те пулнă.
Фернандес профессор сăмахĕсемпе, çак эксперимент диетăра протеинсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине пĕлтерет. Çитменнине çăмартара калори те сахал – 70 кăна. Кунсăр пуçне çын хăйне кăнтăрлачченех тутă туять.
 
: 1373, Хаçат: 29 (915), Категори: Сывлăх

Комментарисем:

юрик (2012-03-09 15:25:05):
хамăн çинче тĕчесе пăхăп - тайма пуç сире

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: