Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн çĕршывра пурăнакансем стоматолог патне шăл юсаттарма кайма яланах шикленнĕ, маларах, Совет Союзĕ вăхăтĕнче хăрушшăн бормашина чăрăлтатни, ахаль те ыратакан шăла тата ыраттарни хăратнă. Кайран, шăл клиникиссенче чикĕ леш енче туса кăларнă «ачаш» саслă техникăсем лартма пуçласан, ыратнине сисми тăвакан уколсемпе лăплантарма пуçласан та стоматолог пӳлĕмне савăнăçлăн васкакансем çукрах. Эпир халь те шикленетпĕр – шăл юсанăшăн тӳлесси хака ларать. Стоматолог услугисем чăнах та çавăн пекех хаклă-ши? Хаклă тӳленĕ юсав пахалăхĕ мĕнлерех-ши? Стоматолог патне çӳремесĕрех сывă шăлсемпе пурăнма çук-ши?
Раççейри чи ăста стоматологсенчен пĕри (Брежнева, Андропова, Горбачева тата ыттисене те сипленĕ) Евгений Власович Боровский профессор шучĕпе паянхи кун стоматолог-врачсене виçĕ ушкăна уйăрма пулать: дантист пулма Турă хушнă; лайăх специалист; пациент патне çывăха яма юраманнисем. Шел, паянхи куна виççĕмĕш ушкăнрисем питĕ йышланса кайнă. Вĕсемшĕн стоматолог креслинче ларакан çын этем мар, укçа уçласа илмелли объект пулса тăрать. Пĕрремĕш ушкăнрисен аллисем те ылтăн, пуçĕсем те лайăх ĕçлеççĕ, чĕрисем те чул мар, анчах ун пеккисем сахал.
Апла пулин те Раççей стоматологийĕн пуласлăхĕ пуррине, тепрер çĕр çултан лару-тăру пациентшăн лайăх енне улшăнасса Евгений Власович шанать. Халĕ вара хурланмалларах пулса тухать, мĕншĕн тесен специалистсене вĕрентсе хатĕрлес шай пирĕн çĕршывра питĕ начар. Институтсене укçалла нумай çамрăка вĕренме илеççĕ, вĕсене ĕçе хăнăхма креслăсем, искусствăлла шăлсем çитмеççĕ. Çакна пĕтĕмлетме ансат: йĕркеллĕн практика иртмен, ĕçлеме вĕренеймен судентсемех алла диплом илсе специалист пулаççĕ, пĕрер медицина центрне ĕçе вырнаçса пациентăн çук диагнозĕсене тупса лартса укçа «тăпăлтарма» тытăнаççĕ. Паллах, çĕршывра лайăх специалистсем юлман теме çук, пур вĕсем, анчах вĕсене шырамалла. Тĕрĕссипе каласан, медицинăна малалла кайма пулăшаканни профилактика пулса тăрать (хуть мĕнле облаçа илсен те), стоматологи пирки те çакнах каламалла.
Çынсен ансат правилăсене пăхăнма вĕренмелле, вара шăлсен сывлăхĕ те çирĕпрех пулать.
– Шăлсене тĕрĕс тасатмалла. Шăл çине пухăнакан кислота уйăракан тасамарлăх 30 çеккунтран тин тасалать. Çăварти пĕтĕм шăла тасатма вара 3 минут кирлĕ.
Шăл щетки мĕнле пулмалла? Хуть мĕнле щеткăпа та (хакли, йӳнни, моторли…) тасатма юрать, шăрчĕсем кăна хытă пулччăр, анчах шăл туни сисĕмлĕ пулсан çемçе щеткăпа усă курмалла. Унпа çавăра-çавăра тасатмалла, кайран – шăпăрпа шăлнă пек, шăртсем шăла лайăх тасатчăр. Уйрăмах кайри шăлсене тăрăшса тасатмалла, мĕншĕн тесен час-часах щетка çитейменнипе унта чирсем пуçланаççĕ. Куллен лайăх тасатман сывă шăла часах кариес «тапăнать». Çак сăмахсем ĕненмеллерех пулччăр тесе пĕр тĕслĕх илсе кăтартатпăр. Ку ĕç Белоруссире пулса иртнĕ. Республикăн тĕп шăл тухтăрĕ шкул ачисене тĕрĕс шăл тасатма вĕрентнĕ, пилĕк çул сăнаса тăнă вăл ачасене. Çак тапхăрта кариеспа аптракансен йышĕ самай чакнă.
Шăлсем сывă пулччăр тесен талăкра миçе хут шăл тасатмалла? Пĕрре çывăрас умĕн тĕплĕн тасатни те çителĕклĕ теме пулать. Мĕншĕн тесен малтанхи 12-15 сехетре тасамарлăх сывлăхшăн хăрушах мар, 15 сехет иртсен вара шăл эмальне, унтан шăлне те аркатма тытăнать. Шăла çывăрас умĕн тасатни аванрах, мĕншĕн тесен çывăрнă чух çыннăн сĕлеке тухмасть (тасамарлăхăн сиенлĕхне чакараканнисем сĕлекери ферментсем-çке), çавăнпа микробсем алхассах каяççĕ. Ирхине, апат хыççăн, шăлсене каçхи пекех тĕплĕн тасатмасан та юрать. Рекламăра чăмлак чăмлани налета пĕтерет теççĕ. Тĕрĕссипе апла мар. Енчен те чăмлакра сахăр çук, ку аван – апла унран усă та, сиен те çук. Сахăр пулсан кариес хăрушлăхĕ те пур, паллах.
Шăл тасатасси пирки сăмах тухсан пĕр щеткăпа кăна ĕç тухмасть, паста кирлĕ. Мĕнле паста лайăхрах тасатать? Пĕр шутласан пур паста та шăла тасатать, анчах фтор хушнă пастăсем кариес профилактикине «ирттереççĕ». Апатра усă куракан шывра фтор шайĕ пĕчĕк регионсенче çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
 
: 1129, Хаçат: 29 (915), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: