Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕВРОПĂНА ÇУЛ УÇĂЛАТЬ
Чăх-чĕп, кайăк-кĕшĕк ашне туса илекенсем хăйсен продукцийĕпе Европăра суту-илӳ тума тахçанах ĕмĕтленеççĕ. Тинех Евросоюз хăйĕн рынокне Раççей производителĕсене кĕртес ыйтăва пăхса тухма тытăнчĕ. Вăл экспорта ăсатакан продукцие тĕрĕслемелли Раççей системипе тĕплĕнрех паллашма документсем ыйтнă. Нумай пулмасть хĕвел анăç компанийĕсем Белгород тăрăхĕнчи предприятисенче пулса унти технологи шайĕпе тата ветеринари требованийĕсемпе тĕплĕн паллашнă хыççăн кăмăллă юлнă. Çавăнпа та кайăк-кĕшĕк аш-какайне туса илекен компанисем малашне аттестаци иртейсен хăйсен продукцине Европăра сутма пултараççĕ. 2010 çулта вĕсем СНГ, Кăнтăр Хĕвел тухăç çĕршывĕсене пурĕ 20 пин тонна кайăк-кĕшĕк аш-какайĕ ăсатнă пулсан, малашне ку кăтарту 60 пин тоннăпа танлашĕ. Сăмах май, Тутарстанри чăх-чĕп ашĕ туса илекен компанисем валли те малашне Европăна çул уçăлĕ.
ПĔРРЕМĔШ ХУЧĔ ВĔÇЛЕННĔ
Тутарстанри хуçалăхсем 500 пин гектара яхăн лаптăкри нумай çул ӳсекен курăксен пĕрремĕш хутне çулса пĕтернĕ. Çапла вара республикăра пĕр ĕне пуçне хальлĕхе 17,4 центнер апат единици (пурĕ 1 миллион та 79 пин тонна) хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2011 çулхи июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне 468 пин тонна утă çулса кĕртнĕ, 2 миллион та 674,4 пин тонна сенаж хывнă. Хĕлле валли выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе Тукай, Кайпăç тата Пăва районĕсем малта пыраççĕ. Курăкăн иккĕмĕш хутне те çулас ĕçе аграрисем тепĕр икĕ эрнерен тухма хатĕрленеççĕ.
ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ ТИМЛĔХРЕ
Хĕлле валли выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтăва республика ертӳçи Рустам Минниханов çирĕп тимлĕхре тытни кашни эрнерех районсемпе видеоконференци ирттерни те çирĕплетет. Июлĕн 14-мĕшĕнче пулнă çакăн пек тĕлпулура та Президент выльăх апачĕн запасне темиçе çуллăха хатерлемеллине тепĕр хут аса илтернĕ.
ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ Марат Ахметов ку запаса сахалтан та 1,5 çуллăх хатĕрлесе хума майсем пуррине пĕлтернĕ. Кунсăр пуçне хуçалăхсем тырçие мĕнле хатĕрленнипе те паллаштарнă вăл. Тырă пĕрчин нӳрĕкĕ хальхи вăхăтра 55-70 процент таран, çавăнпа çитес кунсенче типĕ çанталăк тăрсан та тырçие август уйăхĕ пуçланмасăр тытăнма çук-мĕн. Пирвайхи прогнозсем тăрăх, кăçал пĕр гектартан 25-45 центнер тухăç илме май пур. Ку ĕçе республикăра тырă пухса кĕртекен 4 пин единица техника хутшăнĕ.
ĂСТАСЕМ КĂНА ĔÇЛĔÇ
Рыбно-Слободски районĕнче кăçалхи тырçире профессионалсем кăна ĕçлĕç. Çак тĕллевпе кашни комбайн (районта пурĕ 106) çине пĕрремĕш класлă икшер механизатор çирĕплетеççĕ. Ытти çулсенче те икшер çын ĕçленĕ-ха, анчах ун чух пĕри профессионал, тепри пулăшуçă шутланнă. Кăçалхи яваплă тырçие, мĕншĕн тесен тухăç пĕлтĕрхинчен самай пысăк пуласси куçкĕрет, профессионалсене çеç явăçтарас тесе пĕрремĕш класлă механизаторсене районĕпех шырама тивнĕ. Ĕçе çапла йĕркелени лайăх çанталăкра тырçие 20-25 кунрах вĕçлеме май парать тесе шутлаççĕ кунти специалистсем.
СĂТĂРÇĂ-КĂПШАНКĂСЕМ ЙЫШЛАННĂ
Ăшă, çумăрлă çанталăк тăни ял хуçалăх культурисене ӳстернисĕр пуçне сăтăрçă-кăпшанкăсен е ĕрчеме те май пачĕ. Çавăнпа та специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра хирте ӳсекен тĕш тырра кузька-нăрă, сахăр чĕкĕнтĕрне щитоноска кăпшанкă сиенлетеççĕ. Ытларах вĕсем республикăн кăнтăр тата кăнтăр хĕвел тухăç районĕнче нумай. Кунта кашни тăваткал метрти 9-10 пучаха сиенлетеççĕ. Нăрă тулли тырă пĕрчине пучахран кăларса пăрахать, çемçине çиет-мĕн. Çапла майпа тухăçа сисĕнмеллех сиен кӳрет. 10 çул каялла Пăва районĕнче щитоноска кăпшанкă 100 гектара яхăн лаптăкри сахăр чĕкĕнтĕрĕн çулçине хăварман. Специалистсен шучĕпе, ку кăпшанкăсем урăх регионсенчен вĕçсе килмен, хуçалăхсем вăхăтĕнче тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманнипе ĕрчесе кайнă.
 
: 1118, Хаçат: 29 (915), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: