Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал çу уйăхĕсенче Тутарстан çул çитмен 40 пин ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме планлать. Çак тĕллевпе федерацин тата регион бюджечĕсенчен 25 миллион тенкĕ укçа куçарнă. Июнь уйăхĕнче çул çитмен 15 пин ачана ĕçе вырнаçтарнă. Уйрăмах социаллă пулăшу кирлĕ çул çитмен ачасене (тăлăхсене, ашшĕ-амăшĕ пур çинчех тăлăх ӳсекенсене, инвалид ачасене, ĕçсĕр граждансен ачисене, нумай ачаллă, ăнăçсăр çемьесенчи ачасене, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисенче учетра тăракансене) ĕçпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
ЭЛМЕТ сăваплă ĕç пурнăçланă. Кунта июлĕн 11-17-мĕшĕсенче «Астăвăм эрни» иртнĕ. Шучĕпе мероприяти кăçал пиллĕкмĕш. 9 масар çинчи çӳп-çапа пуçтарнă, ытлашши йывăç-тĕмсене касса тирпейленĕ. Çак ĕçе 35 предприятин 804 ĕçченĕ хутшăнса пурĕ 52 машина çӳп-çап кăларнă.
Элмет хулин Ĕçтăвкомĕн ертӳçи Н.Богданчиков пĕлтернĕ тăрăх, ку акцин тĕп тĕллевĕ – хула çыннисене масарсен тирпейсĕрлĕхĕн проблеми çине тимлĕх уйăрттарасси, хăйсен вилнĕ тăванĕсен вилтăприсене тирпейлесе тăма асăрхаттарасси. Çак ĕçе çулран çул ытларах та ытларах çын хутшăнать. Вĕсене хула хĕрринчи масарсем çине илсе кайма кăçал та автобуссем уйăрнă.
ÇЫРЧАЛЛИ. «Булгария» теплоходпа инкек пулнă хыççăн Çырчалли хулин мэрĕ В.Шайхразиев пассажирсене турттаракан транспортсене куллен тĕрĕслессине çирĕплетме хушнă. Транспорт управленийĕ пассажирсене турттарма ирĕк паракан документсем, водительсен сывлăхĕ тата автобуссен юсавлăхĕ çине уйрăмах тимлĕх уйăрĕ.
* * *
Хула Ĕçтăвкомĕпе «КАМАЗ» УАО Йошкар-Ола çывăхĕнчи III степеньлĕ Кутузов орденĕллĕ ракета дивизийĕн 34096 номерлĕ çар чаçĕпе килĕшӳ тунă. Унпа килĕшӳллĕн, малашне заводăн профильлĕ вĕрентӳ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансем тата ку заводра ĕçлекенсен ывăлĕсем çар хĕсметне çак çар чаçĕнче иртме пултараççĕ. Сăмах май, Çырчаллинчен вăл 374 километр инçешĕнче вырнаçнă. Çырчаллисен служби мĕнле иртнине çар чаçĕнчен фото-видеоматериалс емпе тата ытти информаципе пĕлтерсе тăрĕç.
ЛАЙĂШ районĕнчи сахал тупăшлă, йывăр лару-тăрури 15 ача «Дельфин» сывлăха çирĕплетмелли лагертье канма пултараççĕ. Çак 21 кунра вĕсене тĕрлĕ мероприятиллĕ кану кĕтет тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.
ÇĔПРЕЛ районĕнчи Хулаçырми ялĕнче пурăнакан 30 çулти М-ăн хăйĕн 9 çулти ывăлне питĕнчен çутăлтарса янăшăн колонире пĕр уйăх ларма тивĕ. Чăн та, ăна çак преступленишĕн районти суд январь уйăхĕнчех 6 уйăха ĕçпе юсанма приговор йышăннă. Анчах М. тӳрленме шутламан та, çавăнпа ку ĕçе суд тепĕр хут пăхса тухса малтанхи приговорти 6 уйăхлăх ĕçе улăштарса пĕр уйăхлăха колоние яма йышăннă.
 
: 1019, Хаçат: 29 (915), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: