Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЭПИР ӲСНĔ АКСУ
Çын пĕр çукшăн ниме те мухтамĕ,
Вăл юрлать лайăхне курнăран.
Вăл хавас пулас кунăн йыхравĕ –
Ăна шав малалла туртнăран.
 
Çурхи шыв пек ӳссе сарăлатăн –
Çуралса эпир ӳснĕ Аксу.
Йĕкĕт пек малалла çул хыватăн,
Мăн хула пек кĕрлет сан сассу.
 
Урампа иртеймесĕр тăратăп
Тин çеç лартнă çурта сăнаса.
Хам çуралнă касса халь шыратăп
Таçтан килнĕ çын евĕр манса.
 
Эс-и ку, пылчăкна çăрса тухнă,
Улăмна сирсе тăкнă Аксу?
Ку – эсех! Эс ӳсмелĕх вăй пухнă:
Çамрăклан! Çул шутне çеç ан су!
 
Çавăнпа кăмăла ейӳ ятăм,
Чун юрлать те чĕре савăнать.
Ман куçа сан пулас сăн-сăпату
Тĕп хула пек пулса курăнать.
 
Утăмна хăвăртлат утнăçемĕн,
Тирпейлен те тасал эс, Аксу.
Сан кил-çурту çуратнă этемшĕн
Савăнса, мăнланса сума су.
 
Таврара уй-хирсем анлă, аслă, –
Илем кӳр сарăлса та ӳссе.
Хĕрĕ-ывăлу пек пул хаваслă,
Пурнăç тăтăр санра вĕресе.
 
Эс çакна тивĕç мар-и, тăванăм,
Виç çуртран хула пулнă Аксу?
Ачусен пархатарĕпе кайăн
Пит инçе, – çухрăмна çеç ан су!
 
ӲКĔНМЕП
Хамăн пурнăç хамшăн
пултăр манăн.
Савăнăç-и, хуйхă-и – пĕрре.
Шухăшпа ăс пулччăр пĕр
тăванлă,
Ан хуплатăр ĕмĕте тĕтре.
 
Тен, çӳлтен те чул пек хăвăрт ӳкĕп.
Тен, вĕçме те сарăлĕ çунат.
«Турă мĕн хушсан та – кур, ан ӳкĕн», –
Тенине чĕре ялан усрать.
 
Эп хам пурнăçа хамах тăвасшăн
Çĕр саккунĕ тăрăх пурăнса.
Тăрăшап ăна хитре тăвасшăн,
Пĕр тĕллев çеç – чĕнĕр юп курса.
 
Ман усал сăмах илтме çук кăмăл.
Курайман тăшман ан пултăр теп.
Çавăн чух çеç пурнăç иртĕ çăмăл,
Тĕнчене килнишĕн ӳкĕнмеп.
 
ÇĔР-АННЕМ
Хир-аннем, эс хаклă, лăпкă, ирĕк,
Анлă манăн кăмăл евĕрех.
Эп санпа пуплетĕп каçăн-ирĕн,
Эс манпа пупле мĕн ĕмĕрех.
 
Эпĕ саншăн сан çинче çуралнă,
Эсĕ панă алă – ĕç алли.
Саншăн пулчĕ манăн вăйăм-халăм,
Сан вăйна та илĕп хам валли.
 
ШУХĂШСЕМ, ШУХĂШСЕМ…
Шухăшсем, шухăшсем…
Ыйăх вĕçнĕ каçсем…
Ăнланатăр-ши хуть
Мĕншĕн эп çуннине?
Шухăшсем, шухăшсем,
Эп сире миçе хут
Хуса ятăм хамран
Инçене, инçене…
 
Çук, мана пăрахса,
Пурнăçра саланса
Хăвармарăр мана
Чĕрене пушатса.
Тыткăна лекнĕскер,
Эп шыратăп темскер
Пурнăçа илемпе
Юлас теп сăрласа.
 
Тĕрев те пур иккен
Шухăш тыткăнĕнче,
Ăнланап эп унпа
Çыхăнса тăнине.
Ăнланап та сисеп
Паянхи çак кунччен
Хам валли чăн телей
Ĕçĕмре тупнине.
 
Ман телей хам алра.
Ман телей çĕршывра,
Ĕçĕме те ăса
Хам хуçа пулнинче.
Хам çĕршыв илемне,
Хам çĕршыв вăй-халне
Чĕререн ăнланса
Ӳстерсе пынинче.
 
: 887, Хаçат: 28 (914), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: