Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 20-27№№.)
Туххăм тулса ларчĕ Уляçăн пушă сĕтелĕ. Эрнипе туя хатĕрленсе пĕçернĕ тейĕн. Ял халăхĕ туя пынă çĕре йăтăнса ларать сĕтел тулли юр-вар. Тĕлĕнсе тăраççĕ çынсем: хăçан, кам хатĕрленĕ ку апат-çимĕçе? Уляç хăй те иккĕмĕш кун çук-ха ялта, куккăшĕ патне Куславккана кайнăччĕ.
Урăлма памарĕ Егор Васильевич кĕрӳшне, черкке тултарсах тăчĕ те, çĕклейми пулчĕ Якку кĕлетки-çурăмне. Хăнасем саланнă-саланман ывăнса сӳсленнĕ кĕрӳ чăмаккипех кив путмар çине кĕрсе выртрĕ. Елян кил-çурта типтерлерĕ, тухса хапха питĕрчĕ те каччă çумне пырса ларчĕ.
– Яша, – вăтанчăклăн чĕнчĕ ăна ятран. Унтан май килнĕ таран хывăнтарчĕ, унпа юнашар кĕрсе выртрĕ.
Туй вĕçленчĕ. Яккун çемьеллĕ пурнăçĕ пуçланчĕ. Улшăнчĕ çамрăк пурнăç, кукăрăлса кайрĕ пурнăç çулĕ.
…Унтанпа вара çирĕм пилĕк çул çитет тепĕр виçĕ уйăхран. Çирĕм пилĕк çулта çирĕм пилĕк кукăр тумалăх та пур çав вăхăт. Ларать Якку кăвайт умĕнче иртнине аса илсе. Качака ăсĕ кĕрет мар-и этеме хытăрах ĕçсе ӳсĕрĕлсен? Çавăнпа-çке эрех ăслине çурма ăса хăварап, ухмаххине пачах пĕтереп тесе калать тет. Вăт мĕн тăвать эрех, вăт мĕн тăвать. Чĕрĕллех пуçа çиет…
Кранк! Кранк! илтĕнсе кайрĕ Яков Васильевич пуçĕ тăрринче. Арçын шухăшĕ татăлчĕ, вăл тӳпене тинкерчĕ. Икĕ çăхан вĕçет-мĕн чăрăшлăх çийĕн. «Э-э, эпир ача чухне кунтан инçех те мар çăхан йăви пурччĕ, – мăк-мăк хускатса илчĕ вăл тутине. – Чим-ха, чим, çăхансем пирки Уляç аппа та анне каланисене аса илетчĕ. Этем чĕрине мул çиет, çăхан чĕппине хурт çиет тенĕ пулать анне. Мул та хĕрхенсе çыртмасть, хуртран хытă чĕпĕтет, çынна чĕресĕр, пуш-пушă хăварать. Янтă хыççăн ан кайăр, ĕçпе малта пулăр, тăнпа-пуçпа шухăшласа çӳрĕр. Çăхан ан пулăр, вил кайăк хыççăн ан кайăр тесе калатчĕ тет анне. Ватă та пулман вăл, мĕн тери ăслă каланă. Эх, мантăмăр пуль çав ватăсем вĕрентсе каланине, хамăр ăспа пурăнма пăхрăмăр».
Тата çине-çинех кранклатрĕç çăхансем.
«Эсир те ӳстерейместĕр ав йыша, тăлăххăн вĕçетĕр, – шухăш çыххине татмарĕ Яков Васильевич. – Никамран хăраман кайăк та йышне ӳстермест. Хам куçпа курмасăр та ĕненместĕм. Куртăм, çăхан чĕпписене чĕрĕллех хурт çинине хам куртăм. Ача чух юри хăпартăмăр йывăç çине. Вил какайпа тăрантать те чĕпписене, вил какай шăршипе йăвана шăнасем иленеççĕ пулмалла. Çăмарта хурса хăвараççĕ те, лешсем вара имшеркке çара чĕпĕсене чĕрĕллех çиме тытăнаççĕ… Эсĕ те пĕтрĕн, Венера, çамрăк пуçна çирĕн. Ӳстереймерĕмĕр йыша, çăхан пултăмăр. Ах, çав вăхăта каялла тавăрма пулсанччĕ те çав…»
Вĕçсе кайрĕç çăхансем, арçын куçĕнчен таçта-таçта çухалчĕç.
…Ирпе вăрансан вырăн çинче хăйпе юнашар хĕр выртнине курсан çӳçенсе илчĕ Якку. Елян вăрăм урине утиял çине кăларса хунă, ача пек тутлăн мăшлатса çывăрать. Тăрса ларчĕ Якку, васкамасăр тумланчĕ, тухса выльăхсене апат пачĕ те лупас айĕнчи хăмасем çине тĕренчĕ… «Ира, мĕн туса хутăм, Ира!» – сасăпах мăкăртатрĕ вăл. Ăшĕ çуннипе çăвара юр та хыпса пăхрĕ. Çăварне вара çырма хĕрринчи шултра хăйăра тултарнă тейĕн, кăчăртатса-шăтăртат са тăрать шăл хушшинче, армутирен йӳçĕ.
Çук, шыв сапса та сӳнтерейместĕн ăш-чикри кĕрлесе çунакан вута. Иртмест хумхану. Чăтаймарĕ Якку, аслăк çине хăпарчĕ, типĕ утă çине чĕркуçленчĕ. Те армути йӳççи кĕчĕ куçне – шалкăм çумăр чашлаттарса анчĕ. Амăшĕ урай варринче пĕтĕрĕнсе авкаланнă чух çапла пусарса хунăччĕ ăна темле вăй.
Мĕн вăхăтра юхма чарăннă куççулĕ – астумасть халь Якку. Йăлтах типĕ утă ăшне сăрхăнса кĕнĕ пулас. Унтанпа куççульпе макăрса курман вăл. Çапах та аслăк çине хăпармассерен паян кун та темскер куçне кĕрсе йӳçĕтет. Çав кун астуса юлчĕ çирĕм виççĕри каччă этем чĕри мĕн тери хытă ыратма пултарнине.
Малтанласа кил картинче çынсем калаçкаланине илтсех выртрĕ вăл, шăнса кăчăр пулма пуçланине те чиперех туйрĕ. Тахăш самантра хăлхари сасăсемпе куç умĕнчи тĕссем ылмашăнма, выляма пуçларĕç.
– Тăр, ачам, шăнса пăсăлатăн вĕт, – питĕнчен ачашларĕ ăна амăшĕн алли. Çĕклесе илчĕ пĕчĕк Яшука, пӳрте йăтса кĕчĕ. – Аслă пичче сивви ку, ачам, шăнтăн пуль, ăшăтам-ха, – çупăрларĕ те çупăрларĕ амăшĕ. Ăшă, ырă Яшука, канлĕ амăшĕн аллинче. Утьăкка сиктерсе çывăртать вăл ывăлне. Кĕç тата Уляç сăнĕ курăнса каять. Ятлать Уляç, тем те пĕр калать пек. Уляç сассиех хăлхара:
– Ирăна юрататăп тетĕн. Юрататăн! Юратни çапла-и вăл? Юратушăн çунакансем вута, пуля-çĕçĕ айне кĕреççĕ, маччана пăхса выртмаççĕ. Пăру эс, çуламан пăру!
– Ан тивĕр ман ачана, вырттăр, канлĕ çывăртăр! Çывăр, ачам, çывăрах. Ыйху тутлă пултăрах, – янăрать хăлхара амăшĕн çемçе сасси.
Кĕç такам алăри ӳт-тире сӳме тытăнчĕ. Ыратнине ан туйтăр тесе темле çынсем кăтăклама тытăнчĕç. Калас марччĕ, ахăлтатмасăр чăтаймастăн. Каçса кайса кулнипе чĕри тĕлĕнче чĕпĕтет.
Каллех амăшĕ пырса тăрать, каллех йăпатса çывăрттарать. Канлĕ, ăшă…
Вăйран кайиччен силлерĕ Егор Васильевич аслăк çинче вилнĕ пек выртакан кĕрӳшне, силлерĕ, çĕкле-çĕкле печĕ, нимле те вăранса çитеймест лешĕ.
– Кама кирлĕ эс алăсăр-урасăр юлсан? Аллусене тăм илтерсе янă, катăк, – вăйпа çĕклесе илчĕ те лӳп пăрахрĕ Яккуна. – Атя, çын сисиччен йăвала аллусене, вылят. Уç куçна, мемме! Ял умĕнче намăс кăтартас тетне? Каччи туйран тухса тарнă теччĕр-и? Вăран, атя хускалкала, – çилленсех кайрĕ кĕрӳшĕ вăранса çитменнине курса, йăнкки-янкки çутăлтарса ячĕ питрен.
Аран-аран куçне уçрĕ Якку. – Пăх аллусене! Тепрер сехет выртнă пулсан мĕн пуласса пĕлетне, ачам? – сассине чакарчĕ Егор Васильевич. – Атя тăркала. Ял-йыш пухăниччен çын пул.
Чăрах уçăлса кайрĕç Якку куçĕсем. Мĕн пулса иртнине тинех ăнкарса илчĕ вăл. Аллисене сăтăрма, пӳрнисене вылятма, сывлăш вĕрсе ăшăтма тытăнчĕ.
– Мухтав Турра, урусем чиперех-и? – Яккуна хулпуççинчен тĕрелесе вăйпа ик-виçĕ утăм уттарчĕ Егор Васильевич. – Ĕçлеттер аллусене, пĕчĕккĕн вылят, хытсах ларман, больницăсăрах иртет. Пĕрер черкке вĕрилентерсе ярăпăр та çил арманĕ патне чупса кайса кил. Унсăрăн кăлараймастăн ку сивве. Итле аçуна, – аслăк çинчен антарма васкарĕ ăна хуняшшĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 895, Хаçат: 28 (914), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: