Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствине Нимĕç наци библиотекинчен (Германи, Лейпциг хули) çыру килчĕ. «Эпир 2008 çулта И.Я.Тенюшевăн «Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç» кĕнеки тухни çинчен пĕлтĕмĕр. Пĕр экземплярне те пулин пире ярса параймăр-ши? Вăл пирĕн библиотекăн фондĕнче куллен упранĕ, пухăннă кĕнекесен хушшинче ыттисем пекех хаклă кăларăм пулĕ, кĕнекене хамăр литературăн каталогне те кĕртĕпĕр», – тесе çырнă библиотекăн представителĕ Петр Кирстен.
– Ют çĕршывсенчи организацисенчен вăл е ку кăларăмсене ярса пама ыйтнă çырусем кулленех илетпĕр эпир, – каласа парать Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров. – Нимĕç наци библиотекинче пирĕн кăларăмсем çук мар, Г.Орловăн «Хĕл хыпарçисем», Н.Симуновăн «Ан йĕр эсĕ, Лена» тата ытти кĕнекесем тивĕçлĕ вырăн тупнă.
Палăртмалла, Нимĕç наци библиотеки – Германин тĕп архив вулавăшĕ тата наци библиографийĕн центрĕ. Çак учрежденин тĕп задачи – коллекци пухасси, архив йĕркелесси тата пĕтĕм тĕнчери публикацисемпе документсене нимĕç чĕлхипе упрасси. Кунсăр пуçне библиотека ытти çĕршывсемпе те тачă çыхăну тытать. Чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă кăларăмсемпе те хытă интересленеççĕ нимĕçсен тĕпчевçисемпе библиографĕсем. Германири кĕнекепе суту-илӳ тăвакан фирмăсем Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан кĕнекесене туянма заказсем парсах тăраççĕ.
Чăваш кĕнекисемпе АПШра тата ытти çĕршывсенче пурăнакансем те кăсăкланаççĕ. «Эпир сирĕн кĕнекĕрсен содержанийĕсем тата полиграфи пахалăхĕ пысăк шайра пулнинчен тĕлĕнетпĕр», – тесе çыраççĕ вĕсем. Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствине Америкăра пурăнаканран çыру çитрĕ. Е.Н.Жачевăн 2006 çулта тухнă «Чувашская вышивка» кĕнеки американеца пĕр савăнтарнă, пĕр тĕлĕнтернĕ: «Епле лайăх кĕнеке. Çав тери хаклă тупра вăл. Чăваш тĕрринчен тĕлĕнетĕп», – тесе çырать вăл çырура.
Ют çĕршывсен тĕпчевçисем чăваш кĕнекисене çапла пысăк хак панине Чăваш кĕнеке издательстви халăхсен хушшинчи куравсене кулленех хутшăннипе çĕнсе илнĕ. Чăвашла кăларăмсене, тĕслĕхрен, 2010 çулта Мадридра, Майна-çи-Франкфуртр а тата Минскра, кăçал вара Лондонра тата Парижра кăтартнă.
 
: 875, Хаçат: 28 (914), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: