Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июлĕн 12-мĕшĕ Çарăмсан районĕнчи акрельсемшĕн паллă кун. Ял халăхĕпе тунă çĕнĕ чиркӳре иккĕмĕш çул кĕлĕ вулаççĕ. Ялăн тахçанхи уявĕ Питрав хăнасене пухать. Тата çак кун 1921-1922 çулсенче выçлăха, чирсене пула вилнĕ çынсене асăнаççĕ. Вĕсене ял масарĕн хĕрринче виçĕ шăтăк алтса пытарнă. Пилĕк çул каялла ял энтузиасчĕсем çак тăванла вил тăпри çине пысăк хĕрес лартнă. Питрав уявне пуçличчен ял халăхĕ кашни çулах çак хĕрес умне пухăнса вилнисене асăнса митинг ирттерет.
Кăçал июлĕн 12-мĕшĕ Раççейĕпех хурлăхлă кун пулчĕ. Акрельсен асăнăвĕнче хутшăнакансем те – район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Нурхамет Хамидуллин, ятарласа чĕннĕ çынсем çакна палăртмасăр хăвармарĕç. Мĕн тăвăн, этем сӳрĕклĕхне пула пулса иртекен инкексем çĕршывра ĕнерхи кун пуçланман, ыран пĕтес пек те туйăнмасть.
Пĕлтĕрхи типĕ çăва та 1921 çулхи шăрăхпа танлаштаракансем нумай пулчĕç пулĕ. Анчах ун чухнехи çĕршыври лару-тăрăва хальхипе çума-çумăн хума çук. Эпир Египетран кӳнĕ çĕр улмине хĕлĕпе ним çинчен шутламасăр ăшаласа çирĕмĕр, лавккаран татăлмарĕ, ăçта, мĕнле ӳстернине шутламастпăр та. 1921 çул Раççейре граждан вăрçи вĕçленет, хресченсен пӳлмисенчи тырра продразверстка валли шăлса тухса каяççĕ. Çĕнĕ влаçăн çилĕллĕ витĕмĕ ытларах ун чухнехи Акрель пек пуян ялсене пырса тивнĕ. Выçлăхпа асапланса мĕн кăна курса пĕтмен кунти халăх. Тем те пулнă. Паянхи кун виçипе хаклама ирĕк пур-ши вĕсене тăхăмсен? Çук-тăр. Анчах çак хăрушă хисеп ниепле те пуçран тухмасть: виçĕ шăтăкра тăхăр çĕре яхăн çын, тăхăр çĕре яхăн шăпа...
Шăппăн тăрса асăнаççĕ акрельсем хăрушă çулсенче çĕре кĕнĕ ял çыннисене. Çак йăлана тапратса яракансене чыс та хисеп.
Ялта чиркӳ тума тытăнни вунă çул ытла. Çак ĕçе Федор, Николай тата Михаил Трофимовсем пуçарса янă. Маларах чиркӳ прихучĕн старости пулнă Федор Ильич сăмахĕсем тăрăх, храм ĕлĕкхи чиркӳ вырăнĕнчех тăрать, ятне те çавнах хăварас тенĕ – Çветтуй Василий. 1998 çулта колхоз ампарĕсене хураллакан çын çак калама çук кăткăс ĕçе çĕнтерессе шанакан та пулман-тăр. Анчах хăй те интереслĕ çын. Тутарла вырăсларан лайăхрах пĕлни сисĕнет. Чиркӳ ыйтăвĕсемпе ăçта кăна çитмен пулĕ: Мускава, Воронежа, Хусана... Паян Хĕветĕр пичче çине тăнипе купаланнă чиркĕвĕн ылтăнпа ялтăраса тăракан тăррисем çине пăхатăн та – Турă пулăшнă пуль тетĕн.
Вырăссем кăна мар, тутарсем те пулăшнă акрельсене чиркӳ тума, хăйсем те тăрăшнă. Кунта районăн унчченхипуçлăхне, нефть кăларакансене, бурильщиксене тав туса ырăпа асăнаççĕ. Çавăн пекех чăваш-ентешĕсене: Аркадипе Илья Романовскисене, Владимир Трофимова, Ермолай Родионова, Юрий Анисимова, Геннадий Давыдова тата ыттисене чиркĕве çĕклеме пулăшнăшăн пуç таяççĕ.
Хурлăх кунĕ пулнипе Питрава акрельсем ытти çулсенчи пекех шавлă ирттермерĕç, çапах йăлана пăхăнмасăр хăвармарĕç. Халăха пĕрлештерекен тата туслăрах тăвакан символ пулса юлать вăл вĕсемшĕн. Акă мĕн çырать çак йăла иртни çинчен Надежда Наратова: «Уяв ялăн хĕвел анăç енчи урамĕн вĕçĕнче пуçланать. Халăх урамра карталанса тăрать. Питрава пуçлама ялти сумлă кинемине шанаççĕ. Вăл авалтан килекен Питрав юррине юрласа ярать. Карталанса тăнă халăх юрра унпа пĕрле малалла тăсать, майпен утса çаврăнать. Унтан халăх юрласа урам тăрăх утать.
Кашни урамра чарăнса юрламалли вырăнсем пур. Çапла майпа ял халăхĕ, килнĕ хăнасем ялăн тепĕр вĕçне çити юрласа утса тухаççĕ. Ял вĕçĕнче пысăк çерем лаптăкĕнче пурте уявăн тĕрлĕ юррисене юрласа вăйă картине тухаççĕ.
Акрель халăхĕ çапла май çăвăн чи илемлĕ кунĕсемпе сывпуллашать.
Питрав хыççăн кайăк-кĕшĕк те юрлама чарăнать, кун тăршшĕ кĕскелни те сисĕнме пуçлать. Малалла ял ĕçченĕсемшĕн хĕрӳ ĕçсем тытăнаççĕ: выльăх валли утă-улăм хатĕрлемелле, тырă вырса çапма пуçтарăнмалла».
 
: 1078, Хаçат: 28 (914)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: