Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть Аксу районĕнчи Федоровка тата Алексеевка ялĕсенче пурăнакансем те тăван ялĕсем 90 çул тултарнине паллă турĕç. Федоровкăсемпе алексеевкăсем пĕр-пĕринпе пĕр ялсем пекех çывăх пурăнаççĕ. Юбилее те пĕрлех ирттерчĕç. Ял-йыш чаплă уява халалласа аслă çул хĕррине кăтарту палăкĕ лартрĕ. Ун çине икĕ ял ятне, миçемĕш çулта йĕркеленнине çырса тата икĕ ялăн пĕрлехи гербне ăсталаса хунă. Икĕ ял хушшинчи лапамра вăрăм сĕтелсем лартрĕç, концерт лартма çатанран сцена турĕç, вăйă площадкисем, таканккисем хатĕрлерĕç. Уяв вырăнне ялавсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе илемлетрĕç.
Алексеевкăсемпе федоровкăсене юбилей ячĕпе Аксу районĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Хамидуллин, культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Р.Срутдинов, районти «Сельская новь» хаçатăн журналисчĕ И.Крюкова, ял хутлăхĕн ертӳçи И.Махмутов саламларĕç. Кивĕ Тимушкелĕнчи «Уяв» ушкăн артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Икĕ ял халăхĕ хатĕрленĕ тĕрлĕ вăйă-кулă, ăмăртусем, юрă-ташă пурин кăмăлне те кайрĕ. Çак чаплă уявра никам та тимлĕхсĕр юлмарĕ-тĕр: ялсенчи сумлă ватăсене, кăçал çуралнă пепкесене тата ăмăртура çĕнтернисене парнесĕр хăвармарĕç. Така, чăх ашĕсенчен пĕçернĕ чашлама, шашлык, хуплу хăйсен ырă шăршипе халăха сĕтелсем патнелле илĕртрĕç, сăмаварпа вĕретнĕ чее те астивсе пăхас текенсем йышлăн пулчĕç.
ГЕРБ
Икĕ ялăн пĕрлехи гербне мĕнле ăнланмалла-ха? Сарă хӳтлĕхĕн çӳлти пайĕнче «1921» тесе çырнă – ялсем йĕркеленнĕ çул. Хӳтлĕхĕн аялти пайĕнчи хĕрлĕ хăю çине «Федоровка-Алексеевк а» тенĕ. Сарă тĕспе хĕрлĕ хăю чăвашлăха тата авалхипе хальхи ăрусен тымарĕсем тачă çыхăнса тăнине пĕлтереççĕ.
Сарă хӳтлĕх çине симĕс тĕслĕ чăваш юманне ӳкернĕ. Вăл – пурнăç йывăççи. Пирĕн мăн асаттесем юмана Турă вырăнне хурса сума сунă. Вĕсен шучĕпе пĕтĕм çут тĕнче варринче юман ларать, унăн тураттисем çинче тӳпе канлĕх тупнă, тымарĕсем вара пĕтĕм çĕре тытса тăраççĕ. Çак паллă – Алексеевка пĕлтерĕшĕ.
Симĕс юман çинче ылтăн карас куçĕ, ун варринче кăвак тӳпе, шурă чечек çинче пыл хурчĕ ларать. Вăл пирĕн çĕрсен, садсемпе вăрмансен, уй-хирсен тухăçлăхне, халăхăн ĕçченлĕхне пĕлтерет. Çак паллă – Федоровка ялĕн пĕлтерĕшĕ. Гербăн авторĕ – Н.Е.Долгинов.
ЯЛСЕН КĔСКЕ ИСТОРИЙĔ
Алексеевкăпа Федоровка ялĕсем Тутарстанри виçĕ район – Аксу, Нурлат тата Çарăмсан – чикĕленнĕ çĕрте, вăрман хĕрринче вырнаçнă. Çак вырăнсенче ĕлĕк-авал сĕм вăрман кашласа ларнă. Кунта юман, хурăн, çăка, ăвăс йывăççисем ӳснĕ, çăлсем тапса тăнă. Çырма хĕрринче улмуççисем, çĕмĕрт, чие, палан, пилеш йывăççисем нумай пулнă. Вăрмансенче кăмпа, çырла нумай ӳснĕ, тискер кайăксем алхаснă, шывсенче пулăсем шăмпăлтатнă. Ку вырăна чи малтан куçакансем çак илеме малалла та упраса пынă: садсем ӳстернĕ, кӳлĕсем пĕвеленĕ, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, сунара çӳренĕ. Ял халăхĕн тĕп ĕçĕ вара çĕр сухаласа тыр-пул ӳстересси пулнă, çавăнпа вăрмана кăкласа анасем тунă.
Ку вырăна пуçласа куçса килекенсем Çĕнĕ Ӳсел çыннисем пулнă. Хальхи Алексеевка вырăнне Тикĕт Элекçейĕ (Алексей Селиванов) ертсе пынипе 1921 çулта Федот Максимов, Гаврил Максимов, Анафим Максимов, Петр Исаев, Денис Землемеров, Егор Калуков, Александр Калуков, Игнат Калуков, Варфоломей Парфенов, Евсей Евсеев, Дмитрий Гаврилов, Матвей Гаврилов, Иван Макаров, Яков Селиванов, Максим Варламов, Родион Ипполитов, Прокопий Чернов, Матвей Терентьев, Егор Кудряшов, Иван Осипов çемйисем – пурĕ 30 çемье куçса йăва çавăрнă. Ял ятне ертӳçĕ ячĕпе Алексеевка тесе чысланă. Ял варрине пысăк хĕрес лартаççĕ (ăна кайран масар çине куçарнă).
Партин XVII съезчĕ ячĕллĕ колхоз 1932-1933 çулсенче йĕркеленнĕ. Ялта икĕ хут пушар тухнă: 1938 çулта ултă кил çунса кайнă,1950 çулхи пушарта тăхăр кил кĕлленнĕ.
Ял-йыш пилорамăра, кролик, ĕне, сурăх фермисенче, лаша витисенче ĕçлесе пурăннă. Хурт-хăмăр ĕшни, тимĕрçĕ лаççи, медпункт тата колхоз правленийĕ пулнă ялта.
Федоровка ялне вара 1921 çулта Кивĕ Тимушкел çыннисем пуçласа янă. Пуçлаканĕ Чакак Хĕветĕрĕ (Федор Сорокин) пулнă. Унпа пĕрле çĕнĕ вырăна Платон Левашкин, Афанасий Шатлыков, Егор Долгинов, Сотей Романов, Павел Савгильдин, Андрей Феклисов, Тимофей Сергеев, Николай Белов, Петр Савгильдин, Исай Савгильдин, Николай Чернов, Сергей Воспинников тата ыттисем куçса килнĕ. Малтан яла вăрман çумĕнчи çырма тăрăх лартма шухăш пулнă. Анчах та каярахпа канаш пухса яла урăх вырăна лартас тесе шут тытнă. Сăлтавĕ акă мĕнре пулнă: тырă сăвăрма çил кирлĕ, вăрман хушшинче çил пулас çук тесе хирти тепĕр çырма хĕррине лартнă вара çуртсене.
Ял варрине алă вĕççĕн чавса илемлĕ кӳлĕ тăваççĕ, кӳлĕ тавра юманран карта тытаççĕ, хĕррипе тирек йывăççисем лартаççĕ, кӳлĕре пулă ĕрчетеççĕ. Кашни килте тенĕ пекех улма-çырла сачĕ, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ. Тĕрлĕ çулсенче ялта шкул, лавкка, хурт-хăмăр ĕшни, тырă кĕлечĕ, тимĕрçĕ лаççи, сысна, ĕне фермисем, лаша вити пулнă. Чи лайăх çулсенче ялта 40 хуçалăх пулнă, пурĕ 170-180 çын пурăннă.
1932-1933 çулсенче кунта «Вперед» ятлă колхоз туса хунă, вăл районта малтисен шутĕнче тăнă. Хуçалăхри çурхи тата кĕрхи ĕçсене федоровкăсем пуринчен малтан вĕçленĕ. 1950-мĕш çулсенче колхозсене пысăклатнă чух çичĕ колхоза пĕрлештерсе «Андреев» ятлă колхоз туса хураççĕ. Тĕп ял Кивĕ Тимушкел пулса тăрать. Анчах та çак пĕрлешӳ пысăк усă кӳменнине кура 1955 çулта Алексеевка, Федоровка, Сергеевка тата Беловка ялĕсем «Вперед» колхоза пĕрлешнĕ. Правлени малтан Федоровкăра пулнă, кайран Алексеевкăна куçарнă. Машинăпа трактор паркĕ, авăн карти, тырă кĕлечĕ, арман, выльăх-чĕрлĕх фермисем тăваççĕ, пысăк улма-çырла сачĕ лартаççĕ, ял çыннисем çĕнĕ пӳртсем тума пуçлаççĕ, çĕнĕ урамсем йĕркеленеççĕ.
1969 çулта пирĕн ялсене Çĕнĕ Ӳселти «Верный путь» колхозпа пĕрлештерсе «Дружба» колхоз туса хураççĕ. 1987 çулта вара Алексеевка, Федоровка, Сергеевка тата Беловка ялĕсем «Верный путь» хресчен хуçалăхне пĕрлешеççĕ, салатса яричченех унта ĕçлесе пурăнаççĕ. Юлашки председатель Николай Егорович Долгинов пулнă.
90 çул хушшинче пирĕн ялсем тем те курнă: ӳсĕм вăхăчĕсем те, йывăрлăх та пулнă. Ялсенче пирвайхи çутă лампочкисем 1966-1967 çулсенче çуталаççĕ, шыв пăрăхĕсем 1975 çулта шыв пама пуçланă, газ 1998 çулта пăрăх тăрăх килме пуçлать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнисене асăнса лартнă палăксене Федоровкăра 1985 çулта, Алексеевкăра 2011 çулта уçнă.
Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăрах Алексеевкăпа Федоровка ялĕсем çĕнĕ сывлăш çавăрса малаллах талпăнаççĕ: çĕнĕ кирпĕч çуртсем çĕкленеççĕ, халĕ ку тăрăхра икшер-виçшер хутлă çуртсем те пур. Хамăрăн пĕчĕк çĕршывăн малашлăхĕ телейлĕ пуласса чунтан шанас килет.
 
: 1062, Хаçат: 28 (914)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: