Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КĂЧĂРТАТАКАН ХĂЯР
Кирлĕ (3 литрлă банка валли): хăяр (банкăна кĕнĕ чухлĕ), 4 шăл ыхра, укроп, 5 хурлăхан çулçи, хĕрен касăкĕ, йӳçĕ пăрăç касăкĕ, 1 пылак пăрăç; рассол валли 1 л шыв, 1,5 кашăк тăвар.
Хăярсене банкăсене тултармалла, çиелтен рассол ямалла. Виçĕ кун банкăсене хупламасăрах лартмалла, пуçтарăнакан кăпăкне илсе тăмалла. Унтан рассола сăрăхтарса илсе вĕретмелле. 1 минут вĕресен рассола каллех хăярсем çине ямалла. 15 минутран сăрăхтарса илсе вĕретмелле. Çапла виçĕ хутчен тусан банкăсене металл хупкăçпа хупласан та юрать.
АССОРТИ – ПАХЧА ÇИМĔÇРЕН
Кирлĕ (3 литрлă банка валли): 7 пĕчĕк хăяр, 5 помидор, 3 пуç сухан, 5 шăл ыхра, 3 пылак пăрăç, çур пуç купăста; маринад валли 1,5 л шыв, 4 кашăк сахăр песокĕ, 2 кашăк тăвар, çур стакан 9 процентлă уксус.
Пахча çимĕçсене лайăх çумалла. Банкăна çуса вĕри шывпа чӳхемелле, 5 минут стерилизацилемелле. Типсен банка ăшне пахча çимĕçсене тултармалла. Маринад вĕреме кĕрсенех банкăна ямалла та металл хупкăçпа хупламалла.
ЛЕЧО
Кирлĕ: 2 кг хăяр, 1 кг помидор, 7 пылак пăрăç, 1 йӳçĕ пăрăç, 200 г ыхра, 250 г сахăр песокĕ, 150 г тип çу, 2 кашăк тăвар, 80 мл (16 чей кашăкĕ) 9 процентлă уксус.
Помидора, ыхрана, пылак тата йӳçĕ пăрăçа мясорубка витĕр кăлармалла. Тăвар, сахăр песокĕ, тип çу тата уксус хушса плита çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен 10 минутран çаврашкан туранă хăяр хушмалла, тата 5 минут пĕçермелле. Стерилизациленĕ банкăсене тултарса металл хупкăçпа хупламалла. Банкăсене пуçхĕрлĕ çавăрса хурса сивĕтмелле.
Канаш: хăяр вырăнне кабачокпа усă курса та лечо хатĕрлеме юрать. Питĕ тутлă пулать.
«АНКЛ БЕНС»
Кирлĕ: 3 кг хĕрлĕ помидор, 1 кг кишĕр, 1 кг пылак пăрăç, 1 кг сухан, 250 мл тип çу, 1 стакан рис, 1 йӳçĕ пăрăç, 1 стакан сахăр песокĕ, 2 кашăк тăвар.
Помидора, кишĕре тата сухана мясорубка витĕр кăлармалла, тип çу хушса 10 минут пĕçермелле. Унтан рис, туранă пылак тата йӳçĕ пăрăç, сахăр песокĕ, тăвар хушса лайăх пăтраштармалла та 30 минут (рис пиçсе çитиччен) пĕçермелле. Стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла, хулăн япалапа чĕркесе сивĕниччен тытмалла, унтан сулхăн çĕре лартмалла.
АДЖИКА
Кирлĕ: 3 кг помидор, 1 кг пылак пăрăç, 1 кг кишĕр, 1 кг пылак мар панулми, 200 г ыхра, 200 г сухан, 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ хĕрлĕ пăрăç, петрушка, 2 кашăк 9 процентлă уксус, пĕр стакан çукрах тип çу, 1 стакан сахăр песокĕ, 4 кашăк тăвар.
Вăррисенчен тасатнă пылак пăрăçа, панулмие, сухана, кишĕре тата помидора мясорубка витĕр кăлармалла. Кастрюле ярса вăтам çулăм çинче пĕр сехет пĕçермелле. Пиçиччен 15 минут маларах вĕтетнĕ хĕрлĕ пăрăç, тăвар, сахăр песокĕ, вĕтетнĕ ыхра тата петрушка, уксус тата тип çу хушмалла. Аджикăна вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
ЙĔПЛĔ ХУРЛĂХАНПА ХĂМЛА ÇЫРЛИ ВАРЕНИЙĔ
Кирлĕ: 700 г йĕплĕ хурлăхан çырли, 300 г хăмла çырли, 1,3 кг сахăр песокĕ, 1,5 стакан шыв.
Шыв çине сахăр песокĕ хушса сироп вĕретмелле, ун çине пĕчĕк порцисемпе çырла ямалла. Варение кăпăкне илсе тăрса хатĕр пуличчен пĕçермелле, вĕриллех банкăсене тултармалла.
СЛИВĂПА АБРИКОС ВАРЕНИЙĔ
Кирлĕ: 500 г слива, 500 г абрикос, 1,2 кг сахăр песокĕ, 2 стакан шыв.
Сливăпа абрикоса лайăх çумалла, икке касса вăррисене кăлармалла, çиелтен вĕри сироп ярса 12 сехет лартмалла. Унтан сиропне сăрăхтарса илмелле те 5 минут вĕретмелле, каллех сливăпа абрикос çине ярса 12 сехет лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен варение вăйсăр çулăм çинче 40 минут пĕçермелле те банкăсене тултармалла.
«ЮРАТНĂ САД» ДЖЕМ-АССОРТИ
Кирлĕ: 1 кг чие çырли, 1 кг хăмла çырли, 1 кг йĕплĕ хурлăхан çырли, 1,5 кг сахăр песокĕ, çур чей кашăкĕ лимон кислоти.
Çырласене çумалла та мясорубка витĕр кăларса варени пĕçермелли савăта ямалла. Сахăр песокĕ, лимон кислоти хушса пăтраштармалла, плита çине лартса вĕреме кĕриччен тытмалла, анчах вĕретмелле мар. Хатĕр джема вĕриллех типĕ банкăсем ăшне ярса тухмалла.
 
: 1674, Хаçат: 28 (914), Категори: Верук тĕпелĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: