Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мĕншĕн-ха кашни хĕрарăм пĕçерекен яшка пĕр пек мар? Çав продуктсенех яраççĕ, анчах кашнинех тути урăхла пулать. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?
Пĕрремĕш вăрттăнлăх. Яшка çине яма хатĕрленĕ продуктсене вĕрекен шыва çеç ямалла. Сивĕ шывра С витамина тата ытти веществосене йӳçеклентерекен ферментсем пур, çавăнпа та пахча çимĕçсене тӳрех сивĕ шыва ярса пĕçерни – пысăк йăнăш.
Иккĕмĕш вăрттăнлăх. Продуктсене кастрюле пурне те пĕрле ямалла мар, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри пиçсе ĕлкĕрет, хăшĕ – çук. Çапларах йĕркепе ямалла: малтан чĕрĕ купăста, 10 минутран – çĕр улми, юлашкинчен – ăшаланă пахча çимĕç. Кашни тĕрлĕ пахча çимĕçе ярсанах тепĕр тĕрлине хушиччен яшкан вĕресе каймалла.
Виççĕмĕш вăрттăнлăх. Пахча çимĕçсене йывăç кашăкпа пăтраштарса тăрса хулăн тĕплĕ çатма çинче ăшаламалла, çунтарса ямалла мар. Кишĕрпе помидорта организмра А витамин тăвакан каротин пур. Çав хĕрлĕ тата хĕрлĕрех сарă тĕслĕ веществосем çу çинче ирĕлеççĕ те яшкана илемлĕ тĕс кĕртеççĕ.
Тăваттăмĕш вăрттăнлăх. Купăста яшки çине йӳçĕтнĕ купăста ярас умĕн ăна малтан уйрăммăн çу тата шыв хушса пăшăхтармалла. Çапла тунă купăстан йӳççи пĕтет, ăна тутлă тутă кĕрет. Чи пĕлтерĕшли вара – купăстара сĕт кислоти арканать, шăпах вăл купăстана тата ытти пахча çимĕçсене çемçелме памасть вĕт.
Пиллĕкмĕш вăрттăнлăх. Хĕрлĕ кăшмана та çу, уксус тата кăшт шыв хушса уйрăммăн пăшăхлантармалла. Уксуса тӳрех борщ çине хушсан яшка йӳçĕ пулать. Уксуспа уйрăммăн хупласа пĕçернĕ кăшмана яшка çине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хушсан вара кирлĕ тутă пулатех.
Улттăмĕш вăрттăнлăх. Çĕр улми çурма хатĕр пуличчен пиçмесĕр яшка çине йӳçĕ продуктсем – йӳçĕтнĕ купăста, уксуспа пăшăхланă кăшман, тăварланă хăяр тата ытти те – хушмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсенчи кислота çĕр улмине çемçелме чарать. Тăварланă хăяра яшка çине яриччен хуппинчен шуратмалла та тураса, кăшт шыв хушса çемçеличчен пăшăхтармалла, унсăрăн вăл яшка çинче пиçсе ĕлкĕреймест.
Çиччĕмĕш вăрттăнлăх. Тути ан пĕттĕр тесен ăшаланă пахча çимĕçсене, лавр çулçине, пăрçа йышши пăрăçа яшка çине пиçес умĕн темиçе минут маларах çеç ямалла.
Саккăрмĕш вăрттăнлăх – «килĕшӳ». Пахча çимĕçсене ытти продуктсен калăпăшне кура турамалла. Тĕслĕхрен, вермишель яшки çине вĕсене çӳхе тăрăхсем çине тураса ямалла, фасольли çине – пĕчĕк тăваткалсем туса, кĕрпелли çине – ваккăн тураса.
Тăххăрмĕш вăрттăнлăх. Яшкана вăйсăр çулăм çинче пĕçермелле. Лăкăртатса вĕрекенни тутлă пулмасть. Пиçнĕ яшка çийиччен 10 минут та пулсан лартăр – тути лайăхланать.
Вуннăмĕш вăрттăнлăх. Яшка çине тăвар пиçес умĕн кăна хушмалла.
Çак вăрттăнлăхсене те яланах асра тытмалла: аш-какая вĕрекен шыв çине мар, сивви çине ямалла. Çиелти кăпăка пуçтарса тăксах тăмалла. Чи пĕлтерĕшли вара – апата яланах лайăх кăмăлпа пĕçермелле.
 
: 1666, Хаçат: 28 (914), Категори: Верук тĕпелĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: