Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çапла пĕлтерчĕ ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин июлĕн 8-мĕшĕнче журналистсемпе тĕл пулсан. Черетлĕ пресс-конференцие ТР Патшалăх Канашĕн çур çулти ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсене халалланăччĕ.
– Хальхи пухури депутатсен корпусĕ хăйĕн экваторĕ патне çывхарать. Сăнанă тăрăх, çак тапхăрта парламентари уйрăмах хастар. Эсир хăвăрăн ĕçтешĕрсен ĕçне мĕнле хаклатăр?
– Пĕтĕмĕшле илсен, Патшалăх Канашĕ пĕрремĕш çур çулта питĕ хастар ĕçлерĕ. Комитет, фракци ларăвĕсем нумай иртрĕç, республика гражданĕсен актуаллă ыйтăвĕсене депутатсем вырăнсене тухса сӳтсе явасси йăлана кĕчĕ. Тăваттăмĕш пухури депутатсен корпусĕ чăнах та чи хастар тапхăрта, ăсталăхĕ вĕсен тухса калаçнинчен те, хатĕрлекен закон проекчĕсен пахалăхĕнчен те, пирĕн пата килекен проектсене сӳтсе явнинчен те курăнать. Штатра тăракан депутатсен ушкăнĕ (20 çын) уйрăмах хастар. Мĕншĕн тесен вырăнсене тухса çӳресси тĕпрен илсен вĕсем çине тиенет. Çулталăк хăй те паллă пулăмсемпе пуян. Тутар халăх поэчĕ Г.Тукай çуралнăранпа 125 çул, Раççей Патшалăх Думине çирĕплетнĕренпе 105 çул çитрĕ, Аслă Çĕнтерĕвĕн 66 çулĕ – пур çĕре те депутатсен корпусĕ тивĕçлипе хутшăнчĕ. Вăрçă, тыл ветеранĕсене тимлĕх уйăрассине, паттăрсене ĕмĕрлĕхе асра хăварассине кăçал уйрăмах хастар пурнăçланă. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтса 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен учета тăнă ветерансене пурне те хваттерсемпе (хăшне çурт туса, хăшне укçан) тивĕçтернĕ. Ку ĕçе пурнăçланă чух парламент депутачĕсем те, вырăнти хăйтытăмлăх депутачĕсем те питĕ лайăх ĕçлерĕç.
Çĕнĕлĕх те пур, кун пеккине нумай регионта пурнăçламаççĕ. Мĕнпур комитет муниципаллă йĕркеленӳсенчи комиссисен ертӳçисемпе, депутатсемпе пĕрле лару, тĕлпулу ирттерчĕ. Халĕ вĕсем пĕр-пĕрне лайăх паллаççĕ, пĕрле канашласа документсем те йышăнчĕç. Депутатсем экономикăна çĕнетесси, социаллă сфера, ÇКХна реформăласси, яла комплекслă аталантарасси çине тимлĕх уйăрчĕç. Патшалăх Канашĕ Тутарстанăн 2011-2015 çулсенчи социаллă аталанăвĕн программине, «Ĕç ветеранĕ» ята памалли йĕркене çирĕплетнĕ. Граждансен кил-çурт прависене хӳтĕлемелли, Тутарстан Республикин Çĕр кодексне çĕнĕлĕхсем кĕртесси çинчен закон проекчĕсене йышăннă. Граждансенчен килекен çырусене те нумай пăхса тухрăмăр. Халăхран пĕтĕмпе 1478 çыру килчĕ, 317 çын йышăнура пулчĕ.
Кăшт тăрсан пушанатпăр пуль-ха тенĕччĕ, анчах çук, пысăк шайри мероприятисем нумай пулчĕç. Бундестаг (ФРГ), Кăркăс Республикин парламентарийĕсене, СНГ Парламентсем хушшинчи ассамблейин членĕсене, Чехи, Турци, Иран, Сауд Аравийĕн делегацийĕсене, АПШ бизнесменĕсене, ПАСЕ Председательне М.Чавушоглуна кĕтсе илтĕмĕр. Раççейĕн ытти субъекчĕсенчи парламентарисемпе килĕшӳсене алă пусса çирĕплетрĕмĕр.
Кунсăр пуçне эпир Европа Канашĕпе ĕçлессине те малалла тăсатпăр. Мана каллех Европа Канашĕн Председателĕн çумне суйларĕç. Çак майпа усă курса хамăрăн республикăна пропагандăлас ĕçе малалла та тăсăпăр. Манăн докладсем, калаçусем урлă Европăри мĕнпур 46 патшалăх паян Тутарстан çинчен пĕлет. Каларăм ĕнтĕ, депутатсен профессионализмĕ ӳсет, депутатсен корпусĕ 50 процента яхăн çĕнелчĕ, çĕнĕ çынсем килчĕç, парламент «çамрăкланчĕ». Хĕрарăм депутатсен пĕрлешĕвĕ те 4 лару ирттерсе актуаллă ыйтусене çĕклерĕ. Тăлăхсен, Çемье кодексне улшăнусем кĕртесси, çемьепе ачалăха хӳтĕлесси... Çак ыйтусене эпир контрольте тытатпăр. Ĕнерхи ларура, тĕслĕхрен, ачасен правипе ĕçлекен уйрăм должность йĕркелерĕмĕр.
– Парламента кĕмен партисемпе иккĕмĕш çур çулта та çыхăну тытатăр-и? Патшалăх Думине çитес суйлавра та Тутарстан депутачĕсем çак йышпах кĕрейĕç-и?
– Тутарстанра регистрациленнĕ, анчах суйлавра 7 процентлă барьера иртейменнипе парламента кĕмен партисене çулталăкра пĕрре парламентăн ларăвне хутшăнтарма йышăнтăмăр. Унта вĕсем мĕнпурне пырса тивекен ыйтусем енĕпе хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ. Тĕслĕхрен, ÇКХ проблемисене пĕрле сӳтсе яврăмăр. Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче вĕсем ыйтусене мĕнле сӳтсе явни килĕшет. Çителĕклĕ сасă пухайманнипе парламента кĕмен пулсан та вĕсен сĕнĕвĕсем пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ.
Çывхаракан суйлав пирки калас пулсан, паллах, кашни парти Патшалăх Думине хăйĕн представительне ытларах кĕртесшĕн. Ку йĕркеллĕ пулăм. Пирĕншĕн пĕтĕм парти декабрьти суйлав кампанине хутшăнни пĕлтерĕшлĕ. «Единая Россия» парти юлашки ларăвĕнче çакăн пек тĕллев лартрĕ: хальччен Патшалăх Думине Тутарстанран 14 депутат кĕнĕ-тĕк, ку суйлавра та вĕсен шутне чакармалла мар. Ку çăмăл мар, мĕншĕн тесен çĕршыв ертӳçисем суйлавра партисем Патшалăх Думине иртмелли барьера 5 процент таран чакарма закон проектне йышăнчĕç. Халăхăн тĕрлĕ сийĕн шухăшне шута илес тĕллевпе Патшалăх Думинче партисен шутне ӳстересшĕн вĕсем. Çавăнпа партисен хушшинчи конкуренци кăçал пысăк пулать. «Единая Россия» ертсе пыракан парти пулнипе пире тата йывăртарах. Мĕншĕн тесен мĕнпур политика вăйĕсем ертсе пыракан партие пăрса ун вырăнне ларассишĕн кĕрешеççĕ. Енчен те хальхинче те Патшалăх Думине Тутарстанран 14 депутат иртейсен питĕ лайăх пулĕччĕ. Нумай çын паян «Единая Российăна» критиклет. Кăна ăнланмалла, вăл ертсе пыракан парти-çке, эппин, пуриншĕн те яваплă, пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкшăн та, ют çĕршывра пуçланнă кризисăн хумĕ пирĕн çĕршыва килсе çапнăшăн та. Çапах та эпир халĕ халăхпа ĕçлеме пуçларăмăр. Çитес суйлавра та пирĕншĕн сасăласса шанатпăр.
– Децентрализацилесси , полномочисене регионсене уйăрса парасси çине мĕнле пăхатăр?
– Эпĕ ку шухăша ырлатăп. РФ Президенчĕ Д.Медведевпа «Единая Россия» партин лидерĕ В.Путин федераллă центрăн полномочийĕсене регионсене уйăрса пама сĕннĕ шухăшĕ килĕшрĕ. Çĕршывра кун пек вăхăт чăнах та çитрĕ. Паян Европа хартийĕн принципĕпе полномочисене регионсем, муниципаллă йĕркеленӳсем хушшинче пайламалла. Влаçăн кашни сийĕ хăйĕн тиевне тивĕçлĕн туртмалла. Регионсенче яваплăха хăвараççĕ-ха, полномочийĕ вара Федерацин. Çавăнпа кулленхи ыйтусене те татса параймастпăр. Мĕншĕн тесен закон тăрăх пирĕн малтан кун пирки федераци центрĕнчен ирĕк ыйтмалла. Икĕ ĕç ушкăнĕ йĕркелени мана питĕ килĕшет, пĕрне Д.Козак, теприне А.Хлопонин ертсе пыраççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне пăхăнмасăр ĕçлеççĕ. Эпир ку енĕпе мĕн хатĕрленине халех ыйтаççĕ. Эпир сĕнӳсен проектне хатĕрлетпĕр. Çак улшăну кĕнĕ май налог политикине те çĕнĕрен пăхса тухĕç. Тĕслĕхрен, халĕ Тутарстанăн пуçтарăнакан налогĕн 70 проценчĕ федераллă центра каять. Хăш-пĕр пайĕ кăна федераллă программа пек тата Универсиадăна хатĕрленме уйăрнă укçа пек пирĕн пата каялла таврăнать. Çавăнпа федераллă центрăн ĕçне кăшт пушатни хăйсен ĕçне çăмăллатать. Мĕншĕн тесен ăçта çул сарассине федераллă центр мар, хамăр лайăхрах пĕлетпĕр-çке. Енчен те децентрализаци пулчĕ-тĕк, законодательствăра та улшăну пулатех.
– Федераци Канашĕн çĕнĕ спикерне суйланине мĕнле хаклатăр?
– Улшăнусене эпĕ яланах лайăх йышăнатăп. Çӳлти палатăн хăйĕн сăн-сăпачĕ пуласса шанатăп. Унăн полномочийĕ чăнах та пысăк. Вăл регионсен палати, регионсен представителĕсенчен тăрать. Çӳлти палата партиллĕ пулмалла мар тесе шутлатăп. Унăн пĕр-пĕр парти витĕмне кĕрсе ӳкмелле мар. Валентина Матвиенко пурнăç çулне иртнĕ çын. Çакăн пек пысăк поста хĕрарăм ларни çĕршывра хальччен пулманччĕ-ха. Шанатăп, ку ĕçре вăл пултарать.
– Федерацин политика аренинче «Правое дело» çĕнĕ парти тата паллă бизнесмен М.Прохоров палăрма пуçлани, вĕсем çирĕп позици йышăнма тĕллев тытни пирки мĕн калама пултаратăр?
– Партире либераллă вăй пулмаллах. Бизнеса аталантарма пулăшакан пирĕн çĕршывра кирлех. Пытармăпăр, халĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес пирки нумай калаçаççĕ, нумай шантараççĕ, чăн-чăн пулăшу вара çук. Çавăнпа сылтăм парти йĕркеленни, политикăра М.Прохоров пек çирĕп сăмах калакан çын тупăнни лайăх тесе шутлатăп.
– Çынсен кил-çурт правине хӳтĕлесси çинчен закон проекчĕ енĕпе лару-тăру чăнах та çăмăл мар. Республика законне йышăнсан, ĕç тытакан (управляющи) компанисен «аппетитне» чакарма пулĕ-и?
– Ку проблема пирĕн кăна мар, вăл пĕтĕм Раççейĕн. Ку енĕпе Федераллă законпа Правительство постановленине (нормативсем, çурт-йĕр тытакансен юлташлăхĕсем, ĕç тытакан компанисем туса хурасси) эпир те пăхăнма тивĕçлĕ. Пĕтĕмĕшле ку шухăшпа эпĕ килĕшетĕп. Социализм вăхăтĕнче эпир управдом суйланă та ытти çинчен нимĕн те шутламан. Çавăнпа ĕнтĕ коридорсенче урай кăна мар, стенасемпе мачча таранах таса мар. Алăксене тăпсаран хайăрнă. Эппин, нумай хваттерлĕ çуртсенче тирпей кĕртессине унта пурăнакансене шанмалла. Вĕсем ĕç тытакан компанисене суйлама, юлташлăхсем туса хума ирĕк памалла. Шухăшĕ чăнах та лайăх. Çуртсенчен 90 проценчĕ приватизацилесе харпăрлăха куçнине шута илсен – пушшех те. Вĕсем патшалăх хваттерĕсем мар-çке. Енчен те вăл харпăрлăхăн-тăк, эппин ăна тытса тăма пурăнакансем хăйсем хутшăнмалла. Пурăнакансене пĕрле пуçтарса пухусем ирттерсе вĕсем хăйсен ÇКХ услугисемшĕн каякан укçана тĕрĕслесе тăма пултараççĕ. Лайăх юлташлăхсем, ĕç тытакан компанисем нумай халĕ. Шел те, хваттер хуçисен укçисемпе кирлĕ пек усă курманнисем те пур. Пысăк тарифсене пăхмасăр тӳлекенсен йышĕ 90 процент пулсан та тепĕр чух çуртсене шыв, электричество пама пăрахаççĕ, мĕншĕн тесен ĕç тытакан компани услугăсемпе тивĕçтерекенсене вăхăтра тӳлемен.
Эпир виçĕ закон проектне йышăнтăмăр. Халĕ казначейство урлă ку укçана уйăрса парĕç. Урăхла каласан, ÇКХ услугисемшĕн тӳлекен укçа ĕç тытакан компание лекмест. Казначейство ÇКХ услугисемпе тивĕçтерекен компанисене 3 кунра тӳлесе татать. Хальлĕхе татса паман ыйтусем те пур-ха. Ĕç тытакан компанисене вăйпа тенĕ пекех çынсен умĕнче отчет партаратпăр. Анчах кун пек отчетсем ирттермешкĕн пурăнакансене пурне те пуçтарма çук-мĕн. Вĕсем нумай хутлă темиçешер çуртпа харăсах килĕшӳ тăваççĕ. 10 çуртра пурăнакансене пĕрле пуçтарма çукки каламасăрах паллă: пĕри чирлет, тепри командировкăра. Çавăнпа малашне ĕç тытакан компанисене сахал çуртпа кăна килĕшӳ тутараççĕ. Анчах ĕç тытакан компание пĕр çурт кăна тытса тăрасси тăкаклă. Çак лару-тăруран тухасси çинчен шутлатпăр та эпир. Çакă федераллă центра та шутлаттарать. Приватизациленĕ çуртсене патшалăх тытса тăни рынок экономики вăхăтĕнче тĕрĕс мар. Ĕç тытакан компание пурăнакансем хăйсем суйламалла. Сире ытларах тарифсем шухăшлаттараççĕ. Тĕрĕссипе вара йăлтах газран килет. Унăн хакĕ ӳсрĕ-тĕк, ытти хаксем те ӳсеççĕ. Счетчиксем лартас енĕпе пирĕн лайăх ĕçлемелле. Енчен те вăл е ку услугăпа усă курмаççĕ-тĕк, хваттер хуçисем тӳлемессе те пултараççĕ. Анчах пурте усă куракан услугăсемшĕн, подъездра çутă çуннăшăн, калăпăр, тăкака пурин çине те пĕр пек пайламалла. Электричество, газ счетчикĕсем пирĕн унччен те пулнă-ха, эпир ку енпĕпе Раççейре малти ретсенче. Çулсерен эпир вĕсене тĕрĕслесе тăратпăр, Правительство ларăвĕ пулать. Кашни муниципалитета счетчиксем вырнаçтарма хушнă.
– Тутар чĕлхине аталантарас тесен тата мĕн тумалла?
– Чăваш, тутар, вырăс ачи хăйĕн тăван чĕлхине пĕлменни учительтен килмест. Тăван чĕлхепе йăла-йĕркене вĕренессине чи малтан çемьерен, хамăртан пуçламалла. Мĕншĕн тесен ку енĕпе пилĕк программа хатĕрлесен те вырăс халăхне тутарла вĕрентсе пĕтерейместпĕр. «Кусем мĕн çинчен калаçаççĕ-ха», – тесе калаçăва ăнлансан та çитет. Патшалăхăн икĕ чĕлхе пулни вырăссем те тутарсем пекех тутарла таса калаçмалла тенине пĕлтермест. Кунта сăмах тăван чĕлхе çинчен пырать. Тутаршăн вăл – тутар, чăвашшăн – чăваш, вырăсшăн вырăс чĕлхи. Амбицилле тĕллев лартни тĕрĕс мар. Сăмах май, паян вырăс чĕлхи те хăрушлăхра. Ăна тĕрлĕ сăмахсемпе çӳпĕленĕ.
Тăван чĕлхене, йăла-йĕркене сыхласа хăварнин пĕлтерĕшне чи малтан çемье пĕлмелле.
– Сирĕн пата электронлă почтăпа та граждансем çыраççĕ, нумай пулмасть хăвăр та социаллă сетьсенчен пĕринче регистрацилентĕр. Эсир унта граждансемпе калаçма пултаратăр-и?
– Çынсен хутшăнăвĕсене тĕнче çăмăллатма тăрăшать. Информаци уйĕ анлăланать. Нумай çын Интернетра ларать халĕ. Эпĕ те айккинче юласшăн мар, манăн та Патшалăх Канашĕн, партин сайчĕсем пур. «Твиттерта» та регистрацилентĕм, мĕншĕн тесен унта çынсем ирĕклĕн хутшăнаççĕ. Ку аван та, начар та. Ман пата та çыраççĕ.Тав тăвакан та, вăрçакан та пур. Хама çырнă ыйтусене унта та хуравлама тăрăшатăп.
 
: 914, Хаçат: 28 (914)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: