Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл. 26, 27№№.)
ТАСС
Акă ĕнтĕ 35 çул эпĕ ТАССăн Тутарстанри ятарлă корреспонденчĕ. Малтан кунта куçнăшăн виçĕ çул хытă ӳкĕнтĕм. Мĕншĕн тесен лăпкă пурнăçа хăнăхнă Ракшăн ТАСС вилĕмпе танахчĕ. Кунта страницăран каярах çырма ыйтаççĕ. Материала пуçлатăн кăна, ăна вара вĕçлемелле те. Хаçатра эпĕ анализ туса виçшер номере вырнаçмалăх 7-шер страницăран кая мар статьясем çырма хăнăхнă. Çырнă материалсене кĕскетсе, тӳрлетсе мускавсем манран кулнă пек туйăнатчĕ. Анчах вĕсем телеграф стилĕпе чĕлхине чăтăмлăн хăнăхтарнă иккен.
Кĕскен çырсах туллин пĕлтерес стильпе чĕлхе университетне иртнĕ хыççăн тин хам ун чух мĕнле айван пулнине ăнлантăм. Халĕ ăс та, ăсталăх та пур, анчах ĕçрен кайма пуçтарăнмалла. Ватлăх – хĕрхенӳсĕр япала.
Мĕн-ха вăл агентствăн провинцире ĕçлекен ятарлă корреспонденчĕн ĕçĕ? ТАССăн ятарлă корреспонденчĕсем (Раççейре кăна эпир 50-ăн, нумай пулмасть 90-ăнччĕ, кашни çĕршывра вара чылай уйрăмсем) пухакан хыпарсене (талăкра 500-600-шер штук) Мускавра «пĕçерсе» пĕр чарăнмасăр пĕтĕм тĕнчене пĕлтереççĕ, ку вăл информаци глобусĕ. Ятарлă корреспондент вара – çарсăр маршал. Пĕр енчен ăна лайăх та, хăйне пăхăнса тăракансемпе чакаланмалла мар, тепĕр енчен калама çук пысăк тиев, çирĕп яваплăх. Информаци агентствин ятарлă корреспонденчĕ – çĕрĕн-кунĕн, çулталăкĕпех сывлăш çавăрса ямасăр ĕçлекен çын. Вăл харăсах директор та, секретарь те, ĕçе пурнăçлакан та, çитменнине тата хăех шофер, юрист, бухгалтер та. Ĕçĕн пахалăхĕ пысăк, вăл кăлтăксăр ĕçлеме тăрăшать, мĕншĕн тесен унăн никам çине те шанмалли çук. Ятарлă корреспондентăн норми – уйăхне 40-шер информаци пухасси. Эпĕ вара Тутарстан çинчен вăтамран 60-шар информаци пĕлтеретĕп.
Журналист ĕçĕ – питĕ интереслĕ, яваплă, пĕлтерĕшлĕ. Репортер яланах малти ретре. Тĕнче чухлĕ информацирен, çын сăмахĕнчен вăл тĕп шухăша илсе вулакан, илтекен, куракан патне çитерет.
«СУВАР»
Турă мана хам ĕмĕрте тепĕр тĕрĕслев те ячĕ. Суверенитетшăн кĕрешекен Тутарстан тепĕр хушма ресурсĕпе – наципе усă курма шутларĕ. Çак тĕллевпех республикăри чăвашсен хаçатне чĕртме шутларĕç. 60-мĕш çулсемччен Хусанта «Хĕрлĕ ялав» хаçат тухса тăратчĕ. Анчах театрсене, хаçатсене хупакан, чиркӳсене тустаракан тата ытти çакăн пек ăссăрла ĕçсем тăвакан Никита Хрущев ăна хупма хистерĕ. Хаçат сотрудникĕсем генеральнăй секретарь Ленин ятне тивмест пуль-ха тесе ятне «Ленин ялавĕпе» улăштарса чееленме пăхрĕç. Анчах усси пулмарĕ, хаçатран йĕрне те хăвармарĕç. Хаçат редакторĕ пулнă А.Скворцов: «Ман хушамата унччен Соколовпа пăтраштаратчĕç, халĕ вара Воробьевпа», – тесе шӳтлетчĕ хурлăхлăн кун пирки.
Хусанти патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чух ман пата ентешсем хаçата çĕнĕрен уçмашкăн ыйтма пĕрре мар килнĕ. Анчах коммунистсене ӳкĕте кĕртеймерĕмĕр.
Ельцин пулăшнипе ку ыйту хăех тухса тăчĕ. Тутарстана суверенитет питĕ кирлипе вăл мĕнпур майсемпе усă курчĕ, çав шутра наци юхăмĕпе те. Республикăра халăх шучĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнакан чăвашсене çĕклес тесе республикăн виççĕмĕш хаçатне чăвашла уçма ирĕк пачĕç.
Ку ĕçе эпир хастар пуçăнтăмăр. Сотрудниксем, вăхăтлă пӳлĕм те тупрăмăр, анчах редактор енĕпе йывăрлăх тухса тăчĕ. Манăн вара тепĕр хăмăт тăхăнас килместчĕ. Анчах редактор пулма Тутарстанра тивĕçлĕ çын çукчĕ ун чух. Хамăр ентеше Порфирий Афанасьева çак ĕçе сĕнме шутларăмăр. Аран-аран калаçтартăм, вăл килĕшрĕ те пекчĕ, анчах...
– Паратăп акă «куçатăп». Хусана каян пулсан ан таврăн,– кăшкăрчĕ тепĕр пӳлĕмре телефонпа пирĕн калаçăва итлесе тăракан мăшăрĕ. Çапла ку варианта пăрахăçлама тиврĕ.
Кĕтмен çĕртен тепĕр кандидатурăна тупрăм. Вăл – «Время и деньги» хаçатăн Çырчаллинчи ятарлă корреспонденчĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хастар Владимир Данилов. Арăмĕпе тинтерех уйрăлнăскер, Хусана куçса килме те хирĕç пулмарĕ. Вăхăтлăха хăна çуртĕнче вырнаçрĕ. Патшалăх Канашĕ унăн кандидатурине аран-аран çирĕплетрĕ. «Кирлĕ мар пире иккĕмĕш «Вечерка»,– кăшкăрчĕç националистсем.
Вĕсем радикаллă мерăсене ырлакан чăн-чăн демократран, Владимир Даниловран, хăраса ӳкнĕ иккен. Ун чух темиçе депутатпа калаçса тинех ку ыйтăва татса патăмăр. Килĕшрĕç.
Пĕрремĕш номере хатĕрлеме пуçларăм. Номере пĕтĕмпе тенĕ пекех пĕччен çырса тултарма тиврĕ, ярса панă çырусене кăштах тӳрлеткелерĕм. Ум сăмаха хатĕрлерĕм.
Пĕрремĕш утăм турăмăрах, номер кун çути курчĕ. Анчах пысăк хуйхă килсе те çапрĕ: пирĕн редактор кĕтмен çĕртен операци сĕтелли çинчех вилсе кайрĕ. Иккĕмĕш номер Даниловăн траур рамки ăшĕнчи сăнӳкерчĕкĕпе тухрĕ. Çапла пирĕн хаçат çуралнă-çуралман тăлăха юлчĕ.
– Эсĕ хаçат уçма хăтлантăн-тăк хăвах ертсе пыр, – хистет мана пичет министрĕ Ислам Ахметзянов.
– Килĕшетĕп, анчах ТАССран каймастăп, – тетĕп эпĕ.
Калаçса татăлтăмăр. Эрнесерен кăларса тăма тытăниччен (январь уйăхĕччен) пĕр уйăх кăна юлчĕ, пирĕн вара татса паман ыйтусем туллиех. Пуçласа тухакан номерсене эпир Шупашкарта кăлартăмăр, халĕ ку ĕçе Хусанта йĕркелемелле. Пирĕн чăвашла «çыракан» компьютерсем те çук. Ăстасене шырама пуçларăмăр. Кĕçех Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем килсе çитрĕç, вĕсен çумне Хусанти аслă шкулсен выпускникĕсем хушăнчĕç. Çапла малалла кайрĕ пирĕн ĕç.
Пилĕк çул хаçатра редактор пулса тăрăшнă хыççăн ку ĕçе Александр Иванова патăмăр. Анчах унăн та ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ, кĕçех сарăмсăр вилсе кайрĕ. Александр Иванов хыççăн саккăрмĕш çул ĕнтĕ хаçата Константин Малышев ертсе пырать.
РОМАН
Канмалли кунсăр, отпусксăр, ирхине 8-тан пуçласа 24 сехетчен ĕçлеме хăнăхнăскер, эпĕ иккĕмĕш «хăмăтран» – «Сувартан» – хăтăлсан пушă вăхăт питĕ нумай пулнине туйса илтĕм. Шăп çавăн чух кĕнеке çырас ĕмĕтĕме пурнăçлама пуçăнтăм та. Пысăк стройкăн историйĕ (пирвайхи шалчаран тытăнса триумф, унтан чакса ларни, дизель уйрăмĕнчи пушартан тытăнса коммунизм империйĕ арканни таран) çинчен çырнă «КАМАЗ купси» повесть унăн ум сăмахĕ пулчĕ.
Ачана тĕвĕленсен чĕре айĕнче 9 уйăх йăтса çӳреççĕ, кайран икĕ-виçĕ çул пăхаççĕ пулсан, манăн вара ку шухăш çур ĕмĕр пиçрĕ, романа пĕр чарăнмасăр пилĕк çул çыртăм.
Кĕнекен тĕп теми – пĕр ял çыннисен калама çук йывăр шăпи. Мĕн чухлĕ трагеди тӳссе ирттермерĕç-ши вĕсем: кулак тесе айăплани, вăрçă, выçлăх, юлашкинчен 90-мĕш çулсенчи çĕнйĕркелӳ, ăна эпĕ чухăн ирĕклĕх тесе палăртрăм. Коммунизм тиранĕнчен ирĕке тухрăмăр, анчах халăх чухăн юлчĕ. Çĕршывăн пуянлăхĕ тепĕр харам пырсен аллине куçрĕ.
Кĕнекен ятне сахалтан та вунă çул шырарăм. Çак вăхăтра пин-пин сăмах çаврăнăшĕ йĕркелерĕм, пăхса тухрăм, анчах юлашкинчен, çулталăкĕ-çулталăкĕ пе асаплансан, тинех тупрăм – «Ĕмĕрхи Атăл» («Вечная Волга»). «Лăпкă Дон» пур-тăк мĕншĕн-ха «Ĕмĕрхи Атăл» пулмалла мар? Кĕнекен тĕп шухăшĕ – пурнăç ахаль те вăрăм мар, эпир ăна вăрçăсемпе, ăмсану-кĕвĕçӳпе тата кĕскетни, Атăл вара хальччен мĕнле юхнă, халĕ те çаплах юхать. Çавăнпа вăл ĕмĕрлĕхе. Эппин, мĕншĕн-ха пирĕн, çынсен, унран вĕренмелле мар?
Ĕç пынă май трилоги хăйпе хăех йĕркеленчĕ: «Пусмăр», «Сталин гладиаторĕсем», «Чухăн ирĕклĕх». Вĕсенче пĕр ĕмĕр (1907–2007 çулсем) сăнланать.
Кĕнекене вырăсла çырнă пулин те, вăл чăвашла романах. Мĕншĕн тесен мана халĕ вырăсла çырма çăмăлрах та, хăвăртрах та. Эпĕ шкулта пурĕ те тăватă çул кăна чăвашла вĕреннĕ, ыттине – вырăсла. Пĕрремĕш том чăваш туйĕн вăрттăнлăхĕсемпе, язычниксен йăли-йĕркисемпе паллаштарать. Чăвашсен Çимĕкĕ, Троици, тĕнчипе пĕр конкурент та çĕнеймен чăваш сăри, хĕрсен тум-юмĕ – ку вĕт чăн-чăн искусство, халăх энциклопедийĕ.
Иккĕмĕш томра Сталинăн хăй халăхне хирĕç тунă ирсĕрле ĕçĕсене çутатнă. Вăл мыскарашăн гладиаторсем тытнă Сулла императортан та ирттерет, мĕншĕн тесен пĕтĕм Совет Союзне гладиаторсен циркне çавăрнă. Раççейĕн никĕсне – ĕçчен хресчене кăкланă. Акă ăçтан пуçланать халăх чухăнлăхĕ, выçлăх, ялсем арканасси. Чи ăслă, ĕçчен класа тĕпрен кăкларĕ. Соловкипе Беломорлагере тата ытти вун-вун концлагере 11 миллион хресчене хупрĕ.
Кĕнекере Максим Горький 30 писательпе Соловкине килсе чекистсем «халăх тăшманĕсене» аркатнине мĕнле мухтани çинчен документлă факт та пур. Марий Элри Суслонгерти çар лагерĕнче совет салтакĕсене выçăпа вĕлернине документсемпе çирĕплетнĕ. Лейтенант лагерьти лару-тăрăва ашшĕне, ЦК ВКП(б) членне, каласа патăр тесе дивизи пĕрле пуçтарăнса ăна Мускава тарма пулăшнă. Çакăн çинчен пĕлнĕ хыççăн Ворошилов килсе Суслонгерта –15, унран 10 километр инçешĕнче вырнаçнă Сурок лагерĕнче 25 офицера персе вĕлерттернĕ. Коммунизм тарçисем çĕршыва çапла ертсе пынă ун чух.
«Тягловые бабы» сыпăк та питĕ интереслĕ. Вăл – гладиатор-хĕрарăмсе м çинчен. Урăхла каласан, Сталин Сулларан та ирттерни, мĕншĕн тесен император хĕрарăмсене нихăçан та асаплантарса вĕлермен.
Сталин шутласа кăларнă тĕлĕнмелле изобретени вăл – «домино вăййи». Питĕ меллĕ май: хĕрринчине чышатăн та – пĕтĕмĕшĕ йăванать, урăхла каласан, колхозник колхоз председательне, лейтенант генерала, рабочи директора сутать.
Тутарстан обкомĕн ĕçченĕ, НКВД пуçлăхĕ Ежов çинчен калав та вулакана интереслентермелле. Çак çын Сталин аллине ним çукшăнах çакланнă-мĕн. Вăл ЦК лидерĕсем, çав шутра Сталин çине те, досье пуçтарма юратнă. Кунсăр пуçне персе вĕлернĕ çынсен, Каменевăн, Зиновьевăн... пуç чашкинче ларса юлнă пульлисене чакаласа кăларма кăмăлланă. 10 пин çынна вĕлернĕ рекордсмен, Манго палач кайран хăйĕн пуç чашкинчен те пульлине чакаласа кăларса пакет çине ярса «Николай Ежов. 1940 çул. Февраль» тесе çырса хунă.
Кĕнекен виççĕмĕш томĕнче 1991 çулхи совет реваншисчĕсен пăлхавĕнчен тытăнса Путинпа Медведев таран сăнланă.
Вулакана Чечен вăрçин сăлтавĕсен тарăнăшĕ те интереслентерĕ. Эпĕ пуçарнипе Хусанти Параскева Пятница чăваш чиркӳне, вăхăтĕнче тĕрме пек усă курнăскере, çĕнĕрен мĕнле уçни çинчен те пĕр сыпăк пур.
Роман тăршшĕпех Атăл сăнарĕ сăнланать, Раççей салтакĕпе нимĕç хĕрĕн, каярах вĕсен ывăлĕпе хĕрĕн юрату историйĕн мотивĕ палăрать.
Халĕ манран юлташсем: «Тата мĕн çыратăн?» – тесе ыйтаççĕ. Эпĕ вара: «Çавнах», – тетĕп çеç.
Тутарстанăн паллă журналисчĕсем Президентпа пĕрле.
Тутарстанăн паллă журналисчĕсем Президентпа пĕрле.
Лилия тата Николай Сорокинсем.
Лилия тата Николай Сорокинсем.
 
: 993, Хаçат: 28 (914), Категори: Юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: