Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Район ертӳçисем маларах пултарайманнипе-и, урăх сăлтавпа-и, пăвасем ыраш вырма тухас умĕн тин Акатуйне ирттерсе пăрахас терĕç. Вăхăтне кура çакă кăштах кулăшларах килсе тухать пулин те, туй тесен выртан каска та вырăнтан хускалнă тенĕ пек, çак пулăм районти мĕн пур чăваш ялне хускатса, хавхалантарса ячĕ.
Сабантуйне кăçал районта Çимĕкпе пĕр кунра ирттернипе чăвашсем кăштах кăмăлсăртарах юлнине кура, айăп ан юлтăр тесе ятарласа тунă ĕнтĕ ку праçнике тесе пăшăлтатакансем пулчĕç пулин те, пирĕн мероприятие мĕншĕн мар, мĕнлерех тунине хаклас килчĕ. Хăш-пĕр чăваш нумай пурăнакан районсенче халăха ячĕшĕн кăна асăннине те куркалатпăр вĕт. Юлашки вăхăтра вара Тутарстанпа Чăваш Ен хушшинчи хутшăнусем аталанăвăн çĕнĕ картлашки çине хăпарчĕç теес килет. Çакăнтан вырăнти халăха кирлĕ пек тимлĕх уйăрнине асăрхама пулать те.
ТР Президенчĕ хăйĕн нумаях пулмасть Нурлатра каланă сăмахĕнче: «Чăвашпа тутар пĕрле пурăнакан ялсем Тутарстанринчен нумай урăх ниçта та çук», – терĕ. Ку тĕрĕс. Пăва районĕнче кăна Альших, Пӳркел, Атав историйĕсем икĕ халăх кун-çулĕпе тачă çыхăннă. Президент: «Чăвашпа тутар пĕр-пĕрин хушшинче пĕр сăмах тупайманни те нихçан та пулман», – тени те тĕрĕс сăмах. Çавăнпа та çак уява Пӳркелĕнче хатĕрленнĕ вăхăтра чăвашĕсем тутарла, тутарĕсем чăвашла калаçнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар-тăр. Палламан çын кам чăваш, кам тутар пулнине те ăнланайса илеймĕ теем-тĕр. Çавна кура пĕрле хатĕрлесе ирттернĕ праçникĕн илемĕ те хăйне евĕр пулчĕ. Кунта çакна каласа хăвармалла. Енчен те пĕр-пĕр çын хисеплемест-тĕк халăха – унăн ниепле те вĕренес, калаçас, пĕлес килмест çав чĕлхене. Вăл ăна юта хурса пурăнать. Чĕлхе пĕлĕвĕ, туйăмĕ вара чунтан пырать. Кун пирки нумай калаçрăмăр район ертӳçипе Рафаэль Абузяровпа. Вăл чăвашла йăлтах ăнланнине çирĕплетрĕ, тусĕсен хушшинче те чăвашсем нумай иккен ун. Ав кӳршĕллĕ Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Глухов та килсе çитнĕ июлĕн 9-мĕшĕнче Пӳркелĕнче иртекен Акатуйне, ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев та.
«Кӳршӳ пуян пулсан сан чăххусем яланах тутă», – тесе шӳтлет Николай Глухов. Вăл патăрьелсенчен пăвасене пысăк парне турĕ – районти чи лайăх юрă-ташă ансамблĕсенчен пĕри – «Илем» савăнтарчĕ çак кун Пӳркел стадионне пухăннă çынсене. Вĕсемпе пĕрле Григорий Вакку, Валентина Кузнецова, Надежда Заводскова тата вырăнти юрăçсем.
Хăнасем тĕрлĕ çĕртен пурччĕ уявра. Чăваш ялĕсенчен Акатуй курма кăмăл тăвакансене 4 автобуспа турттарнă район администрацийĕ. Çапах Пӳркелĕнче иртнĕ Акатуй юри, кам-тăр хушнипе тунă праçник пек пĕрре те курăнмарĕ. Халăх хăйпе хăй тытăнса ташлать, савăнать, ăмăртать. Культура ĕçченĕсем: «Давайте, гости идут, пойте!» – тесе чупса çӳресе хăлаçланмаççĕ. Веçех хăй йĕркипе пулса пырать. Калăн, кашни çул пӳркелсем çакăн пек пысăк уяв ирттереççĕ. Вырăсла каласан, «искусственнăй» мар, «натуральнăй» савăнăç. Кинемисем пичкепе сăра вĕретсе килнĕ, хуплу-пӳремеç, шăрттан-чăкăт пĕçернĕ. Шкулсем ачасен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, ял канашĕсем кĕреке хатĕрленĕ. Мĕн кăна çук иккен Пăва тăрăхĕнчи чăвашсен! Кашни ял хăйпе паллаштарма, тĕп тĕн уявĕ çинчен каласа пама тăрăшать. Çак Акатуйра пĕлтĕмĕр: шемексемпе пимĕрселсем Питравккара кашни килĕре çăмарта хăпартни пĕçереççĕ иккен. Çынсенче хăват сӳнменни, тăван халăхпа мăнаçланни пурри сисĕнчĕ. Çакă чи кирли-тĕр. Ахальтен мар Пăва районĕ кашни çул «Сувар» хаçат çырăнассипе республикăра мала тухать.
Ял канашĕпе клуб ĕçченĕсене йывăра килчĕ пулин те вĕсем тепĕр çул та çакăн пек уяв ирттерме хирĕç мар. Пулăшакансем пулсан.
 
: 979, Хаçат: 28 (914)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: