Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔН Правительстви «2011-2013 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркелесси» программăна çирĕплетнĕ. Асăннă документа облаçри Ĕç тата социаллă аталану, Сывлăх сыхлав, Вĕрентӳ, Искусство тата культура политикин министерствисем, Физкультурăпа спорт департаменчĕ пĕрле йышăннă. Программăна йышăниччен унăн проектне малтан нумай ачаллă çемьесемпе, Çемье канашĕн, Çамрăксен демографи канашĕн членĕсемпе, халăхпа сӳтсе явнă. Программа регионти демографи лару-тăрăвне лайăхлатма, халăхăн пурăнас çулĕсене ӳстерме, пурнăçа аванлатма пулăшмалла.
Ульяновскра йĕркеленнĕ «Волжские Витязи» студентсен стройотрячĕ Федерацин Атăлçи округĕн отрячĕн йышне кĕнĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче отряд Хусана 45 пин çын вырнаçмалăх футбол стадионĕ тăвас ĕçсене хутшăнма килнĕ. Асăннă объекта 2013 çулта Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери Универсиада тĕлне тăваççĕ. «Волжские Витязи» отрядра пурĕ Ульяновскри тĕрлĕ аслă шкулсенче вĕренекен 22 студент. Вĕсене ĕçлеме илсе кайиччен малтан облаçри Çамрăксен политикин департаменчĕн шучĕпе строительство специальноçĕсене вĕрентнĕ.
ПУШКĂРТСТАНĂН тăватă районĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне йышăннă: Хайбуллински, Куюргаза, Кугарча тата Баймак районĕсенче саранчапа кĕрешеççĕ, хирсене хими имçамĕ сапаççĕ. Харампыр хурт-кăпшанкăпа вĕсен шучĕ пĕр тăваткал метр пуçне 10-15-е çитсен химилле майпа кĕрешме пуçлаççĕ. Специалистсем каланă тăрăх, çакнашкал лару-тăру республикăра 1996-1998 çулсенче те пулнă.
ЧУЛХУЛА ОБЛАÇĔНЧИ Воротынец районĕнчи Лысая Гора поселокĕнче июлĕн 9-мĕшĕнче «Питрав пуххи» чăваш культурин праçникĕ иртнĕ. Асăннă поселокра тĕпрен илсен чăвашсем пурăнаççĕ. Вĕсем кунта пуçласа XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Етĕрне уесĕнчен куçса килнĕ. Çапла майпа Лысая Гора, Петровский, Шереметьево чăваш ялĕсем пуçланса кайнă кунта. Чулхула облаçĕнчи чăвашсен уявне Чăваш Енри Шупашкар районĕн делегацийĕ те хутшăннă.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ. Шкулсенче черетлĕ вĕренӳ çулĕ халь кăна вĕçленчĕ пек-ха, анчах та вĕрентӳ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулне халех хĕрсе хатĕрленни куçкĕрет. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ мĕн-тĕр çĕннине илсе килнине пурте хăнăхнă ĕнтĕ. Хальхинче те çĕнĕлĕхсĕр мар: сентябрĕн 1-мĕшĕнчен республикăри кашни шкултах виççĕмĕш физкультура урокĕ йăлана кĕрет. Занятисем пĕр евĕрлĕ ан пулччăр тесе вĕсене аэробикăпа, ритмикăпа, шывра ишессипе, тренажер залĕсемпе улăштарма шутлаççĕ. Кунсăр пуçне çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен пуçласа Чăваш Енре тӳрех икĕ проект хута каять: «Эпĕ ишме пĕлетĕп» тата «Ташлакан шкул». Вĕсем шкул ачисене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма вĕрентмелле. Шкулсенчи физкультура учителĕсен квалификацине ӳстермешкĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче квалификаци ӳстермелли центр йĕркелеме палăртнă.
 
: 1003, Хаçат: 28 (914), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: