Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Очерк
(Малалли. Пуçл. 24-27№№.)
НИВУШЛĔ ЯШЛĂХ ÇУЛНЕ КĔРЕТПĔР?..
Николай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлман. Степан Трофимович Герасимов çеç асра. Тĕлĕнмелле çынччĕ вăл. Çĕнĕ директор пуçласа шкула килни паян та куç умĕнче. Тăкăрлăкпа çӳллĕрех çын аллисемпе сарлакан хăлаçланса килнине курсан тахăш çивĕч чĕлхелли:
– Пăхăр-ха, çил арманĕ килет ав, – терĕ. Пĕлмен вĕт-ха вăл çак çын шкул директорĕ пуласса. Вăл та тăватă çул çеç ĕçлерĕ, пире истори вĕрентрĕ. Çавăнпа та ун çинчен тем каламаллиех çук.
1957 çулта аслă шкул пĕтернĕ хыççăн направленипе çичĕ çамрăк учитель ĕçлеме килчĕ. Виссарион Семёнович Андреев, Надежда Петровна Митрохина, Таисия Филипповна Семёнова, Вера Ивановна Иванова, Фаина Прокопьевна Прокопьева, Валентина Васильевна Андреева, Антонида Ивановна Городничева. Унччен те вăйлă педколлектива çĕнĕ хăват хушрĕç. 8-мĕш класра пире вырăс чĕлхипе литературине Таисия Филиповна Семёнова вĕрентме тытăнчĕ. Хăй ĕçне лайăх пĕлет, ун ăнлантарăвĕсем пуçа лайăх кĕреççĕ.
Таврара урăх вăтам шкулсем çуккипе аслă классенчи ачасен шучĕ палăрмаллах ӳсрĕ. Çавăнпах 8-мĕш классем виççĕччĕ. Кашнинчех 25-30 ачаччĕ. Классем çитменнипе ялта пурăнаканнисене, хваттерсене вырнаçнисене 2-мĕш сменăра вĕрентрĕç.
Пирĕн класс сăн-сăпачĕ те палăрмаллах улшăнчĕ: хамăр та улшăнтăмăр, эпир тăхтавсенче хĕр ачасен çивĕчĕсенчен туртас тесе ĕрĕхсе чупмастпăр ĕнтĕ, урок вăхăтĕнче кăмăла каякан хĕрупраç çине сисмесĕрех пăхкаласа илетпĕр. Нивушлĕ пĕр шухăшсăр ачалăхран яшлăх çулĕсене кĕрсе пыратпăр? Тата класа çĕнĕ вĕренекенсем килчĕç, çĕнĕ кăмăлсем. Пирĕн хушăра икĕ Николай, иккĕш те Андрияновсем. Малтанах вĕсем йĕкĕрешсем пулĕ терĕмĕр. Çук-мĕн, ашшĕсен ячĕсем пĕрин Иванович, теприн – Петрович. Учительсемшĕн çак пĕрпеклĕх йывăрлăх çуратрĕ: епле вĕсене пăтраштармасăр доска патне чĕнмелле, епле киле панă ĕçе хуравлама вырăнтах ура çине тăратмалла? Çăмăллăнах татăлчĕ çак ыйту – пĕрне Николай Иванович, теприне Николай Петрович тесе чĕнме пуçларĕç. Шкулта вĕренекене ашшĕ ячĕпе чĕннĕрен Кивĕ Мăкшел ачисем сăмсине каçăртмарĕç, хăйсене сăпайлă тытрĕç. Николай Иванович вĕренӳре хастарччĕ: «5» паллăсем çеç илетчĕ вăл. Таисия Филипповна, пирĕн класс ертӳçи, унран тĕслĕх илме хушатчĕ. Пĕр тӳрккеслĕх те çукчĕ унра. Вăл пире кĕнеке çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине, унăн пĕлтерĕшне уçрĕ.
ПАКША ПЕК ШĔКĔЛЧЕТĔП
Эпĕ иккĕмĕш класранах шкул библиотекине çырăнтăм. Унти халап-юмахсене, Иван Яковлевич Яковлев ача-пăча валли çырнă кĕске хайлавĕсен кĕнекисене пĕр уйăхра тенĕ пек вуласа пĕтертĕм.
– Эсĕ, Витали, кĕнекесене пакша мăйăра шĕкĕлченĕ евĕр шĕкĕлчетĕн. Шкул библиотеки чухăнтарах, санăн ял библиотекине çырăнмалла, – сĕнчĕ мана Мария Никифоровна Ялюхова.
Çав çулах эпĕ ял библиотекин вулаканĕ пулса тăтăм. Библиотека хуçи Нина Васильевна Архипова кĕнекене пĕр-ик кунтанах тавăрнипе мана шанмастчĕ.
– Вуламарăн пуль эсĕ ку кĕнекене, картинкисене çеç пăхса тухрăн пуль-ха?
– Вуларăм, Нина Васильевна, вуларăм! – тарăхаттăм хама ĕненменнипе. Кĕнекере мĕн çинчен çырнине тĕплĕн каласа парсан çеç библиотекарь куçĕсем ырăпа çиçетчĕç. Çапла, 8-мĕш класа çитнĕ çĕре вун-вун кĕнеке вуланă.
Пире наци шкулĕсен программипе вĕрентетчĕç. Çавăнпах чăваш чĕлхипе литературине 9-мĕш класа вĕçличченех тĕпчерĕмĕр. Пире Чăваш АССРĕнчен килнĕ Фаина Прокопьевна Прокопьева, калама çук ырă кăмăллă, сăн-сăпачĕ таса çăлкуç евĕр çиçекен çамрăк хĕрарăм вĕрентрĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 919, Хаçат: 28 (914), Категори: Аслă Сĕнчел шкулне – 150 çул

Комментарисем:

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма (2019-10-16 11:22:23):
иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлман. Степан Трофимович Герасимов çеç асра. Тĕлĕнмелле çынччĕ вăл. Çĕнĕ директор пуçласа шкула килни паян та куç умĕнче. Тăкăрлăкпа çӳллĕрех çын аллисемпе сарлакан хăлаçланса килнине курсан тахăш çивĕч чĕлхелли:
– Пăхăр-ха, çил арманĕ килет ав, – терĕ. Пĕлмен вĕт-ха вăл çак çын шкул директорĕ пуласса. Вăл та тăватă çул çеç ĕçлерĕ, пире истори вĕрентрĕ. Çавăнпа та ун çинчен тем каламаллиех çук.
1957 çулта аслă шкул пĕтернĕ хыççăн направленипе çичĕ çамрăк учитель ĕçлеме килчĕ.


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: