Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Свияжск утравĕнче юсавпа реставраци ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ. Кунта хальхи вăхăтра авалхи арçынсен мăнастирне хута яма хатĕрленеççĕ. Тĕп юсавçи – «КАМАЗ» УАО. Июлĕн 11-мĕшĕнче Çырчаллинчи машина тăвакан завод директорĕн çумĕ А.К.Самаренкин, «Камазжилбыт» ХАО ертӳçи В.А.Гаврилов, вырăнти тĕн çыннисем хутшăннипе мăнастирĕн йĕспе витнĕ тăррине хĕрес вырнаçтарчĕç.
Хĕрессене кунтан 1920 çулсенче сирпĕтсе антарнă ăрăвăн мăнукĕсем паян вĕсене каялла тавăрнинче хăйне май символизм пур. Ашшĕ-амăшĕн çылăхĕсемшĕн ачисем хур кураççĕ тенине пĕрре мар илтнĕ аслисенчен. Кунта вара çĕнĕ ăру ăнтăлнипе пăсăлнă йĕркене каялла тавăрса шайлаштарас процесс пырать. Тен, çылăхсене каçарттарни тейĕ хăшĕ. Кунпа та килĕшĕпĕр. Пурнăçри тăнăçлăх, ăнланулăх никĕсĕсене пире яланах таса ĕненӳ тупма пулăшнă. Юхан шыв хупăрланă утрав çинчи лăпкăлăхра çак шухăшсем вăй илеççĕ.
Çапах хальхи вăхăтра Сĕве утравĕ çине сахал мар турист килсе курать пулин те, тăнăçлăх хуçаланать теме иртерех-ха. «КАМАЗ» строителĕсемпе реставраторсем пĕр уйăхран хăйсен ĕçĕсене мăнастирте вĕçлеме палăртаççĕ пулсан та туса пĕтермелли сахал мар юлнă. Ура айĕнче, экскаваторсем чавакан çĕртен репрессисем вăхăтĕнче айăпсăр хур тӳснисен шăмми-шаккисем нумай тухаççĕ. Вĕсене тирпейлесе пытарас ĕçе хăйсем çине тĕн çыннисем илеççĕ.
 
: 1061, Хаçат: 28 (914)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: