Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕсен строительстви, тĕпрен юсамалли программи республикăра хальлĕхе пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Аса илтеретпĕр, ку программăпа килĕшӳллĕн, 2011 çулта Тутарстанăн чи пĕчĕк гражданĕсем валли 11 пин те 295 вырăн хатĕрлемелле. Çак вăхăтра 29 çĕнĕ ача сачĕ тумалла,108 объекта тĕпрен юсамалла, уйрăм 6 çурта кăшт улăштарса шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕ уçмалла. Ку программăна Çырчалли, Мамадыш, Элкел, Тури Услонпа Нурлат районĕсем пурнăçлама ĕлкĕрнĕ те.
ХУСАН. Йӳн япала йӳнеçтерет, çук çын укçине пĕтерет текен каларăша темшĕн тепĕр чух манатпăр. Хусан хулин варринче вырнаçнă пĕр лавкка шăпах çакăн пек мелпе пуйнă та. Халăх уйрăмах «Ферреро роше» шоколада туяннă иккен. Сăлтавне те ăнланмалла: Хусанти пысăк лавккасенче унăн хакĕ 500 тенкĕ тăрать пулсан, ăна кунта 150 тенкĕпех туянма май пулнă. Юрать-ха, ТР Патшалăх алкоголь инспекцийĕн интернет-приемнăйне пĕр çын çак йӳнĕ лавккари апат-çимĕçсене тĕрĕслеме ыйтса çырнă. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, чăнах та кунти пылак çимĕçсен срокĕ çур çул каялла тухнисем те пулнă. Ку кăна та мар, хулари пĕтĕм лавккасенчен юрăхсăр шоколада кунта кӳрсе йӳнĕ хакпа суту-илӳ тунă-мĕн. Халĕ лавкка хуçисен 30-шар пин тенкĕ таран штраф тӳлеме тивĕ.
* * *
Июлĕн 7-9-мĕшĕсенче Хусан çывăхĕнчи Мирный поселокĕнче участковăйсен хушшинчи «Профессире чи лайăххи» конкурсăн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Çак ята çĕнсе илес тесе районсемпе хуласенчи 55 участковăй хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсем экстремаллă лару-тăрура мĕнле ĕçлеме пĕлнине кăтартса пăшал персе, спорт ăмăртăвĕсенче тата медицина пулăшăвĕ парас енĕпе вăй виçнĕ. Çапла вара I вырăна Д.Хлебников (Хусан), II – А.Якупов (Çĕпрел районĕ), III – Р.Шакиров (Ютаза районĕ) участковăйсем çĕнсе илнĕ.
ТЕЧЧĔ муниципаллă районĕн Канашĕн çумĕнчи Çамрăксен обществăлла палати Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче Ленин паркĕнче икĕ çын лармалăх Юратупа килĕшӳ саккине вырнаçтарма сĕннĕ. Вăл çемье çавăрма, хирĕçсе кайнă çамрăксене килĕштерме пулăшмалли символ пулмалла имĕш. Сакка ампир стилĕпе, икĕ енче çунатсем, ларакансен тăрринче нимб вырнаçтарса хатĕрлеме шутлаççĕ. Унран инçех мар, «Ку Юратупа килĕшӳ сакки, вăл уйрăлăва пĕтерет, юратăва хушать» тесе çырнă таблица та пулать-мĕн. Районпа хула çамрăкĕсем сакка Теччĕ хули 230 çул тултарнă кун уçасса шанаççĕ. Сăмах май, Юратупа килĕшӳ саккин дизайнĕ енĕпе кирек кам та хăйĕн сĕнĕвне ОМР2009-2011@yandex.ru электронлă адреспа яма пултарать.
ЭЛМЕТ районĕн Ĕçтăвкомĕн постановленийĕпе килĕшӳллĕн, «Картише чи лайăх тирпейлекен», «Чи лайăх подъезд», «Чи лайăх чечекленекен картиш», «Чи лайăх чечекленекен балкон е лоджи», «Уйрăм çуртăн чи лайăх чечекленекен картишĕ» конкурссем йĕркеленĕ. Çак вăхăтра ятарлă комисси территорисене пăхса тухса хаклать. Çаплах «Нумай хваттерлĕ çуртсене тытакан чи лайăх компани» конкурс та иртет. Çак мероприятисен тĕллевĕ – çуртсен çывăхĕнчи территорисене тирпейлесси тата çуртсене тытса тăрассине лайăхлатасси. Конкурссене 2012 çулхи март уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерӳçĕсене ÇКХ ĕçченĕсен кунĕнче чыслаççĕ.
 
: 1092, Хаçат: 28 (914), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: