Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇАНТАЛĂК ПЫСĂК ТУХĂÇ ШАНТАРАТЬ
Иртнĕ канмалли кунсенче çунă çумăр пучах çавăрнă культурăсемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Çавна кура республикăра кăçал тыр-пултан лайăх тухăç илес шанăç пысăк. «Тырçи йывăррăн иртме пултарать, мĕншĕн тесен тырă лайăх ӳсет», – тесе пĕлтернĕ ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов çак кунсенче Нурлат тата Аксу районĕсен хирĕсене пăхса çаврăннă май. Республикăра çаплах выльăх апачĕ хатĕрлесси те пысăк темппа пынине палăртнă министр. Пĕтĕмпе Тутарстанра хальлĕхе 500 пин тонна ытла утă, тата 2 миллион тонна ытла сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Паянхи кун тĕлне хатĕрленĕ выльăх апачĕ пĕр ĕне пуçне 12,5 центнер тивет. Ку енĕпе Кайпăç, Пăва, Тукай, Элкел тата ытти районсем питĕ хастар ĕçлеççĕ. Вĕсем выльăхсене хĕл каçарма кирлĕ нормăн çуррине, «Ак Барс Пестрецы» хуçалăх вара çулталăклăха хатĕрлесе хунă.
Çитес эрнерен Тутарстанра комбайнсен паркне йышăнма тытăнаççĕ. Çавăнпа район ертӳçисене çак ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма асăрхаттарнă министр.
КАЛЛЕХ ÇĔПĔР ЯЗВИ?
Çук-çук та, ку чир хутран-ситрен каллех сиксе тухать, хальхинче ăна Мускавпа Тула облаçĕсенче тупнă. Чире пула «Сорочинский» тулли мар яваплăхлă обществăри выльăхсене пусма тивнĕ. Телее, чирлĕ выльăх ашне сутма яман. Облаçăн ветеринари комитечĕпе Россельхознадзорăн Мускав облаçĕнчи уйрăмĕпе пĕрле çийĕнчех мерăсем йышăннă: чир тупнă вырăна дезинфекциленĕ, 160 пуç ĕне-выльăха вакцинаци тунă. Выльăх пусакансен сывлăхне медицина ĕçченĕсем сăнаса тăраççĕ.
УРНĂ ЧИР
Пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăракан тепĕр чире Арскпа Мензеле районĕсенче тупнă. Урнă чирпе пĕр тилĕпе кушак чирленине асăрханă кунта. ТР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканăн Ильдар Халиков Премьерăн Указĕпе килĕшӳллĕн, çӳлерех асăннă районсене карантина хупнă. Çак вăхăтра ку территорисенче кушак, йытă куравĕсем йĕркелеме, кунти выльăхсене илсе тухма, тискер чĕр чунсене тытма юрамасть.
НУРЛАТРА АМБРОЗИ ЕШЕРЕТ
Нурлат районĕпе хулинче карантинри çумкурăк – амбрози – ĕрчесе кайнă. Ку ӳсен-тăран сывлăхшăн, уйрăмах ачасемшĕн питĕ сиенлĕ – аллергие, вăраха тăсăлакан чире яма пултарать. Шел те, район çумкурăка хирĕç сӳрĕккĕн кăна кĕрешет. Мĕншĕн тесен специалистсем амбрози ӳсекен 78 вырăна асăрханă. Чи хăрушши – амбрози хулари парксемпе скверсенче, хула çывăхĕнчи предприятисенчех ӳсни. Енчен те Нурлат тăрăхĕ ку ӳсен-тăрана пĕтерме тăрăшмасан, Россельхознадзорăн Тутарстанри уйрăмĕн çирĕп мерăсем, прокуратурăна пĕлтересси таранах, йышăнма тивĕ.
НУМАЙРАХ ПЫЛ ИЛЕСШĔН
Арск районĕн утарçисем кăçал ытти çулсенчинчен нумайрах пыл илме ĕмĕтленеççĕ. Çакăн пек прогноз тумашкăн çанталăк лайăх тăни хистет. Кашни вĕлле çемйинчен 25-30 килограмм пыл, пĕлтĕрхинчен 50 процент нумайрах. Пĕтĕмпе районта пурĕ 250-300 тонна пыл илме хатĕрленеççĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.
СĔТ-ÇУ ФЕСТИВАЛĔ
Пушкăртстан Республики сĕт сăвакан тата тирпейлекенсен «Молочная страна-2011» фестивальне хатĕрленет. Уяв сентябрĕн 3-мĕшĕнче пуçланать те Раççейри ытти регионсене куçать. Фестивалĕн тĕллевĕ – хамăр çĕршывра кăларакан сĕт юр-варне халăхра пропагандăласси.
 
: 1094, Хаçат: 28 (914), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: