Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июлĕн 9-мĕшĕнче «Булгария» теплоходпа икĕ кунлăха «Хусан-Пăлхар» круиза тухнă Хусан, Ульяновск, Пермь, Звенигово, Минск тата ытти хуласенчи ик çĕр ытла çын хăйсене телейсĕр путевка çакланнине, вĕсенчен чылайăшĕ, çав шутра теплоходăн капитанĕ Александр Островский те, Хусана урăх нихăçан та курайманнине шутлама та пултарайман. Июлĕн 10-мĕшĕнче кăнтăрла 14 сехет тĕлĕнче «Булгария» теплоход Камско-Устьински районĕнчи Сюкеево ялĕ çывăхĕнчи Куйбышев водохранилищинче, çыранран виçĕ километр инçĕшĕнче
3-5 минут хушшинчех шыв айне кайнă. Паянхи кун тĕлне ун çинче 208 çын пулни паллă. Вĕсенчен 79-шне (11 ачана, 29 хĕрарăмпа 39 арçынна) çăлнă. Хаçата алă пуснă вăхăт тĕлне 112-шĕн ӳтне теплоход ăшĕнчен кăларнăччĕ, тепĕр 20 яхăн çын ăçти паллă марччĕ.
Çăлăнма шанăç пулман
Катастрофăн чăн сăлтавне хальлĕхе татăклăн палăртман-ха, следстви пырать. МЧСăн Атăлçи регионĕсенчи центрĕн пуçлăхĕ Игорь Паньшин пĕлтернĕ тăрăх, трагедин пĕр версийĕ – теплоход юсавсăр пулни. Специалистсен шучĕпе, çав кĕске самантра пассажирсен çăлăнма шанăçĕ пулман. Мĕншĕн тесен тĕп двигатель ĕçлеменнипе тата топливо сылтăмри бакра кăна пулнипе теплоход сылтăм енне тайăлнă, çав вăхăтра Атăл аслатиллĕ вăйлă çумăра пула хытă хумханни лару-тăрăва йывăрлатнă çеç. Аялти люксем уçă пулнипе шыв хăвăрт кĕрсе тулса путма тытăннă. Çавăнпа 3-5 минут хушшинче çӳлти палуба çинчисен тата иллюминаторсем çывăхĕнчисен çеç çăлăнма шанăçĕ пулнă, ыттисем çăлăнăç жилетне тăхăннă пулин те ишсе тухайман. Çак трагедире чи хăрушши вăл – ачасем вилни. Шăпах трагеди умĕн 30 яхăн чи пĕчĕк ачана юрă-кĕвĕ пӳлĕмне мероприятие пуçтарни пирки калаççĕ. Шел те, хăрушă списокра, чăн та, ачасем нумай.
Укçа е пурнăç?
«Булгария» теплоходăн хуçине «Камское речное пароходство» кимĕ-пăрахут компанине те, унăн субарендаторне «АгроРечТур» тулли мар яваплăхлă обществăна та ку ыйту пĕрре те иккĕлентермен пулас. Унсăрăн вĕсем укçана çын пурнăçĕнчен çӳле хурса юсавсăр пăрахута, çитменнине тата лицензисĕр çула кăларман пулĕччĕç. Тата 30 çула яхăн стажлă, пысăк опытлă А.Островский капитана мĕн хистенĕ-ха çула тухма? Шел те, ку ыйтăва халĕ никам та хурав параймасть, мĕншĕн тесен капитан та пăрахутпа пĕрлех шыв айне кайнă. Паллах, çакăн чухлĕ çын вилнĕшĕн айăплисене тивĕçлипе явап тыттарĕç. «АгроРечТур» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорне С.Инякинăна лицензисĕр круизсем йĕркеленĕшĕн, Раççей юхан шывĕн регистрĕн Камăри филиалĕн аслă экспертне Я.Ивашова теплохода юсавлă тесе йышăннăшăн пуçран шăлмĕç. Вĕсен енĕпе РФ Уголовнăй Кодексĕн 232-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе ĕç пуçарнă (ку статьян санкцийĕпе килĕшӳллĕн, айăплисене 10 çула çитиччен тĕрмене хупмалла).
Паньшин сăмахĕпе, «Булгарийăн» техника регламенчĕ тăрăх, унăн 120 çынран ытла лартма юраман, анчах ăна çĕнетнĕ хыççăн каютăсенче 140 пассажир валли выртмалли вырăнлă тунă. «АгроРечТур» компани закона пăсса ĕçленине тепĕр факт та çирĕплетет: вăл путевкăсене сутнă чух 36 ачан докуменчĕ пулманнипе вĕсене пурне те пĕр кунра 1999 çулти декабрĕн 30-мĕшĕнче çуралнă тесе палăртнă. Хальхи вăхăтра теплоходăн мĕнпур документне шыв айĕнчен кăларнă.
Çăлăнăç парнеленĕ «Арабелла»
Трагедин пирвайхи минучĕсенче «Арбат» тата «Дунайский-66» тиев карапĕсем катастрофăна лекнĕ çынсене пулăшма васканă пулсан, тен, ытларах çынна çăлма пулатчĕ-тĕр, анчах… Çав самантра мĕншĕн вĕсем чарăнманнин сăлтавĕсене калама хальлĕхе иртерех, следстви пырать. Çапах та «Арабелла» теплоходăн капитанĕ (вĕсем «Булгария» теплоход хыççăн темиçе сехетрен çула тухнă) пĕлтернĕ тăрăх, пулăшу сигналне «Булгария» теплоходран мар, шăпах çак пăрахутсенчен пĕринчен илтнĕ. Чăн та, «Арабелла» экипажĕ те çав самантра трагедин анлăшне чухлайман, мĕншĕн тесен «Булгария» теплоход пулăшу сигналне парса ĕлкĕреймен. «Арабелла» вăхăтра çитни çеç 79 çыннăн пурнăçне çăлнă. Вăлах вĕсене Хусана илсе çитернĕ.
Хусан куççульпе хӳхлерĕ
Республика территорийĕнче кун пек пысăк трагеди пулнине Хусан тахçантанпах астумасть: çĕр ытла çын, хăшĕсем çемйи-çемйипе, харăсах шывра путни хальччен пулманччĕ-ха. Çĕр ытла çыннăн тăванĕсен хуйхине вĕсен пĕлĕшĕсемпе, юлташĕсемпе пĕрле çак кун пĕтĕм Раççей, республика пĕрле пайларĕ. РФ Президенчĕ, Правительство пуçлăхĕ В.Путин, регионсен ертӳçисем, ют çĕршыв президенчĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем тата ыттисем ТР Президентне Р.Минниханова тутарстансемпе пĕрле чунтан хурланнине пĕлтерсе телеграммăсем ячĕç.
Раççейре траур палăртнă кун – июлĕн 12-мĕшĕнче – инкекре вилнĕ пирвайхи çынсене пытарчĕç. Сăмах май, вĕсене юлашки çула ăсатас тăкаксене Тутарстан хăй çине илчĕ. Çак кун Хусан куççульпе хӳхлерĕ: чиркӳсемпе мечĕтсенче вилнисене асăнса кĕлтурĕç, Хусанти юхан шыв вокзалĕ патĕнчи стена умне иртенпех пин-пин çын чечексем, тĕрлĕ теттесем хучĕç, çуртасем çутрĕç. Ватти те, вĕтти те куççуле пытараймарĕ. ТР Президенчĕ Р.Минниханов, РФ транспорт министрĕ И.Левитин, ТР Патшалăх Советникĕ М.Шаймиев, Хусан мэрĕ И.Метшин тата теплоход путнă сăлтавсене тĕпчекен Правительство комиссийĕн çыннисем те çак стена патне чечексем хучĕç.
Пуçтарăннă халăх кăнтăрла 12 сехет тĕлĕнче пĕр минут шăп тăрса асăннă май пурте «Булгария» юлашки çул çӳреве тухнă причал патне утрĕç, вилнисене асăнса шыва ачасен шывра ишмелли матрасĕсемпе чечексем пăрахрĕç.
Шырав ĕçĕсем малалла тăсăлаççĕ
Трагеди пулнă вырăнта акă ĕнтĕ миçемĕш кун пĕр минута та ĕç чарăнмасть. Чăн та, сыввисене тупас шанăç çук, çапах та Раççей водолазĕсен (пурĕ 195-ĕн) 4-шар çынран тăракан 8-шар ушкăнĕ пĕр чарăнмасăр харăсах шыв айне çине-çинех анать. 20 метр ытла тарăнăшра хăяккăн выртакан теплоходăн аялти палубинчи кашни каютине тĕрĕсленĕ. Атăл хытă хумханни, шыв айĕнче 50 сантиметртан ытла курăнманни тата паллах, теплоход хăяккăн выртни вĕсен ĕçне тата йывăрлатать. Вилнĕ ачасен ӳчĕсене кăларасси уйрăмах йывăр тесе палăртаççĕ вĕсем. Апла пулин те тепĕр 20 яхăн çынна тупмасăр шырав ĕçĕсене вĕçлемеççĕ. Хальхи вăхăтра трагеди вырăнĕнче 1144 çын ĕçлет, вĕсенчен 195 водолаз, 188 единица техника. МЧС, ШĔМ сотрудникĕсем çыран хĕррисене сывлăшран та çĕр, шыв çийĕн тĕрĕслеççĕ.
«Булгария» теплохода шыв айĕнчен кăларас ĕçе шăматкун каçхине 17 сехетре пуçлама палăртнă. Çак ĕçе икĕ пысăк кран тата 176 водолаз пурнăçлĕç.
Пурнăçа укçалла илеймĕн
Инкекре тăванĕсене çухатнисене Тутарстан та, Раççей те пулăшу пама йышăнчĕç. ТР Министрсен Кабинечĕн 1164-мĕш Постановленийĕпе килĕшӳллĕн, Тутарстан инкекре вилнĕ кашни çыншăн 300-шер пин, хытă суранланнисене 100-шер пин, çăмăл суранланнисене 10-шар пин тенкĕ парать. Раççей вара вилнисен çемйисене 1 миллион, хытă тата вăтам аманнисене – 400-шер пин, çăмăл аманнисене 200-шер пин тенкĕ компенсаци уйăрать. Çын пурнăçĕпе нимĕнле укçа та танлашайманни, каялла чĕртейменни каламасăрах паллă, анчах шăпаран иртме çук. Çакăн çине патшалăх ертӳçисем, тĕрĕслекен органсемпе çын пурнăçĕшĕн яваплăх илекенсем пӳрне хушшинчен кăна урăх пăхмĕç тесе çав тери хытă шанас килет.
 
: 983, Хаçат: 28 (914)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: