Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăри бюджет 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче епле тулса пынине тишкернĕ канашлура ТР финанс министрĕ Радик Гайзатуллин пĕлтернĕ тăрăх, çак тапхăрта Тутарстан бюджетне 95,7 миллиард тенкĕ кĕнĕ, вĕсенчен çурри ытла (65,1 миллиард) налогсем. Рустам Минниханов баланслă тата тĕреклĕ бюджет йĕркелемеллине палăртнă. «Пĕтĕмĕшле илсен эпир начар мар ĕçлетпĕр, анчах çирĕп финанс дисциплининче тăрăшмасан, иртнĕ кризис тата хамăр çине илнĕ яваплăх пирĕн ĕçе самай йывăрлатма пултараççĕ», – тенĕ Президент.
Германире сборта пулнă вăхăтра Познаньри (Польша) «Лех» клубĕпе ирттернĕ тĕрĕслев матчĕнче Хусанти «Рубин» футболисчĕсем, «Булгария» теплоход инкекне асăнса, çаннисем çине хура хăюсем çыхса вылянă. Тĕлпулу умĕн, путса вилнисемшĕн хурланса, спортсменсем пĕр минут шăп тăнă. Матчра Хусан футболисчĕсем, 1:2 шутпа, «Лех» клуб спортсменĕсене выляса янă.
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче «Правое дело» партин ертӳçине суйланнă Михаил Прохоров сăмахĕсемпе, çĕнĕ ĕçре мĕнле те пулин хирĕçӳ тухсан вăл политикăран кайиччен маларах бизнесран кайма хатĕр. Миллиардер пĕлтернĕ тăрăх, влаçпа хутшăннинчен çулталăкне 70 миллион çын тарăхать, вĕренсе тухакансенчен 60 проценчĕ ĕçе вырнаçаймасть. Суйлав умĕн кун пек заявленисем туса Прохоров хăйне çак вырăна влаçрисем лартманнине кăтартасшăн пулмалла. Çав вăхăтра ытти партисем те çывăрса лармаççĕ. «Народный фронт» туса хунине курса Геннадий Зюганов та «Народное ополчение» йĕркелет.
Джордж Сорос миллиардер каланă тăрăх, Грецири парăм кризисне пула тĕнчери финанс тытăмĕ путланма пултарать. Çав вăхăтра «Моодис» агентство Ирландин кредит рейтингне «инвестициллĕ мар» тесе антарса лартнă. Çак списока кĕмелли тепĕр кандидат – Итали. Сорос шучĕпе Европăна хăтарни пĕтĕм тĕнчешĕн пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа вăл çак çĕршывсен экономикисене çăлмалли фондăн калăпăшне 3 хут ӳстерме сĕнет.
Пăлхар хулинче июлĕн 16-мĕшĕнче чăваш центрĕсен председателĕсем пухăнса семинар ирттереççĕ. Чăваш халăхĕн историпе культура еткерлĕхне тĕпчессине халалланă канашлăва Пăлхарти чăваш центрĕн пуçарăвĕпе хатĕрленĕ, унта Шупашкарти наука ĕçченĕсем те хутшăнма палăртнă. Регистраци ирхине 9 сехетре районти Культура керменĕнче пуçланать.
 
: 1052, Хаçат: 28 (914), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: