Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аксу районне кĕрекен Кивĕ Ӳселĕнчи «Палан» ушкăна иртнĕ вырсарникун Нурлатри Уявра итлесе килентĕмĕр. Пĕр авăк уçă саслă пикесене итлесе тăрсан çывăхрах паллашас терĕмĕр. Çапла «Палан» ушкăна Елена Айдова ертсе пынине пĕлсен унран ансамбль çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
Кивĕ Ӳселĕнче малтан та ансамбль пулнă-ха, анчах унта çӳрекенсем çулĕсемпе аслăрах пулса кайсан вăл пĕр тапхăр чарăннă, анчах пĕтмен, вилмен. Пĕр вунă çул каялла уçă саслă, пултаруллă çамрăксем çине тăнипе вăл çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Халь «Палана» саккăрăн çӳреççĕ: Алена Мудрова, вăл тата Кивĕ Ӳсел клубĕн методисчĕ те, Ольга Артамоновăпа Надежда Ваструкова ялти предпринимательсем тесе паллаштарчĕç хăйсемпе. Тĕрлĕ сăлтавсене пула темĕнле тăрăшсан та «Палан» пĕтĕм «çупкăмĕпех» килеймен Уява: вырăнти хăйтытăмлăх пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Надежда Айдова, библиотекарьте тăрăшакан Татьяна Артамонова, Алена Охотникова бухгалтерпа Галина Ваструкова секретарь.
Ансамблĕн хăйĕн аккомпаниаторĕ пур, хăйĕн композиторĕ, сăвăçĕ – Василий Майоров. Вăлах ялти клуб директорĕ те. Елена Айдова хăй те клубрах ĕçлет. Вăл пĕр вăхăтрах хореограф та, илемлĕх ертӳçин тивĕçĕсене те чыслăн илсе пырать. Клубра çулталăкĕпех мероприятисем иртеççĕ. Паллах, чи малтанах календарьти уявсене паллă тунине асăнмалла ĕнтĕ. Ватăсен кунне, Анне кунне, юбилей каçĕсене тăрăшса йĕркелеççĕ. Çĕнĕ çул, Çăварни, вырăнти Акатуй питĕ хаваслă иртеççĕ, конкурссем йĕркелесе парнесем параççĕ. Çакăн пек чух вырăнти хуçалăх ертӳçи Владимир Айдов ялти культура ĕçченĕсене спонсор пулса пулăшать.
Клубра пултаруллă, канăçсăр çынсем валли интерес тупсах тăраççĕ. Акă, нумай та пулмасть, П.Осиповăн пьесипе «Айтар» спектакль лартрĕç. Сăмах май каласан, унта Елена Айдовăн хореографи кружокне çӳрекен çамрăксем хастар хутшăнчĕç. Аслăрах çултисем валли вăхăта интереслĕ ирттерме «Улах» ушкăн йĕркеленĕ, ăна Татьяна Артамонова библиотекарь ертсе пырать. «Улахăн» тĕп тĕллевĕ – авалхи йăла-йĕркесене, кĕвĕ-юрра сыхласа хăварасси. Паллах, унта çӳрекен кинемисене (ушкăнрисенчен чи çамрăккисем 65 çулта, чылайăшĕ 70 çула çывхараççĕ) пĕр-пĕринпе хутшăнма, пуплеме май туса пани те пархатарлă. Татьяна Артамонова пире «Улаха» çӳрекенсен ячĕсене хаçатра çырма ыйтрĕ – вĕсем юратнă хаçатра хăйсен ячĕсене курсан савăнĕç тесе ăнлантарчĕ. Эпир унпа килĕшетпĕр, çавăн пек хастар чăваш хĕрарăмĕсен ячĕсене пурин те пĕлмелле: Юлия Охотникова, Любовь Гаврилова, Надежда Ваструкова, Елизавета Лизунова, Роза Алексеева, Раиса Ваструкова, Вера Ильмендеева, Елизавета Туйкина, Анастасия Васильева. Тата тепĕр çын та пур «Улахра» – Нина Ваструкова, вăл питĕ лайăх тĕрлет. Ансамбль халăх йăли-йĕркине кăтартнă чух унăн тĕррисемпе усă курать. Шел, анчах Нина аппа хăй мероприятисене тухсах çӳреймест – урисем ыратнипе аптрать, апла пулин те чунĕпе вăл «Улахпа».
Çапла тулли пурнăçпа пурăнать Кивĕ Ӳсел ялĕн клубĕ. Чăннипех унта ял-йыша юратакан, унăн канăвне интереслĕрех ирттерме тăрăшакан çынсем ĕçлеççĕ. Авă, вырсарникун, июлĕн 10-мĕшĕнче вĕсем уяв ирттереççĕ. Е.Айдова каласа панă тăрăх, Микуларан пуçласа Троицăччен Кивĕ Ӳселĕнче каçхи уява тухса юрăсем юрланă, Троицăран вара – кăнтарлахи уява пуçтарăнса вăйăсем каланă. Питрав умĕн, июлĕн 10- мĕшĕнче кивĕӳселсем уява ăсатса яраççĕ, уява пыма кăмăл тăвакансене хапăлласах кĕтеççĕ.
 
: 1056, Хаçат: 27 (913), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: