Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Simphonicity» программăпа Хусана Стинг килессси пирки пур массăллă хыпар хатĕрĕпе пĕрле «Сувар» та хăйĕн вулаканне пĕлтернĕччĕ. Артист ку программăпа çулталăк тĕнче тăрăх çӳрет ĕнтĕ. Мускавра авă, пĕлтĕр сентябрь уйăхĕнчех пулнă концерт, Санкт-Петербургра – Хусан умĕн, пĕр-ик эрне маларах. Питĕрте урамрах, Кермен тӳремĕнче тӳлевсĕр иртнĕ. Миçе пин çын пухăннă-ши унта?..
Иртнĕ шăматкун, июлĕн 2-мĕшĕнче, «Татнефть-Аренăра» музыкăна юратакансемшĕн, Стинг фаначĕсемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Çапла каласа кăшт та йăнăшмастăп. Ахальлĕн 10 пин çын шăнăçакан зала отпуск-каникул вăхăтĕнче лăк-тулли халăх пухăнман пулĕччĕ, асăрхаса хăварар, билечĕсем те йӳнĕ мар вĕт – 2 пин тенкĕрен пуçласа 20 пине çитеççĕ. Пытармасăр каласан, çак йĕркесене çыракан, ытти чылай çын пекех, билетсем сутăнса пĕтесси пирки иккĕленнĕччĕ. Хусанти йĕркелӳçĕсем те шансах пĕтермен курăнать, пушă, билет сутăнман вырăнсене хура пусмапа витсе хума палăртнă тесе уççăнах калатчĕç. Анчах çапла шутланисем йăнăшни куçкĕрет – чăн-чăн аншлаг пулчĕ, вырăнсăр билет туянса тăрса куракансем те йышлăччĕ. Чылай вăхăт Тутарстанра кăна мар, регионĕпех концерт çинчен рекламăлани те пулăшнă-тăр, «Татнефть-Арена» таврашĕнче Самар, Пушкăртстан тата ытти регионсенчен килнĕ машинăсем те пурччĕ, обществăлла транспортра Хусан карттине йĕрлекен çамрăксем «Татнефть-Арена» чарăну хăçан пулассипе интересленетчĕç. Пĕр сăмахпа – шăматкун каçхине пурте концерта пуçтарăнчĕç.
«Simphonicity» программăна Стинг хăйĕн тĕрлĕ вăхăтри юррисем çине хальхи, паянхи куçпа пăхса илемлетсе симфони оркестрĕпе юрламалла хатĕрленĕ. Çавăнпа, тĕпрен илсен, залра ларакансемшĕн концертри 22 юрă та тахçан пĕлни-юратнисемччĕ. Куракансем кашнин хыççăн тахçанччен алă çупса ырласа кăшкăрчĕç. Поп-юрăçсем хăйсен концерчĕсенче лазерсемпе, çутă техникипе ытлашши усă курнине пула тепĕр чух куракан артист пултарулăхне чăннипе хаклаймасть те, тимлĕх çухалать. Хальхинче пачах урăхлаччĕ. Çапла, сцена çинче çутă, юррине кура, улшăнсах тăчĕ, костюмсем те улшăнчĕç, анчах çакна питĕ асăрханса, ытлашши детальсемсĕр, виçеллĕ турĕç. Ахальтен мар 59 çулти музыканта тĕнчипех стильлĕ тесе хисеплеççĕ. Тăхтав умĕн вырăсла: «После этой песни двадцать минут перерыв», – тени вара хăй пĕр ачаш кĕвĕ пек илтĕнчĕ.
Стингăн команди хăвăрт, куракан сисмелле мар ĕçленине те мухтамалла. Хăш вăхăтра артист валли гитара илсе тухаççĕ? Хăш вăхăтра вăл сцена çинчен «çухалать»? Никам та сиссе юлмасть, мĕншĕн тесен пĕтĕм тимлĕх музыка çинче. Паллах, артист çинчен, оркестр çинчен (эпир çырнăччĕ ĕнтĕ, концерта Хусанти М.Джалиль ячĕллĕ Патшалăх академи оперăпа балет театрĕн оркестрĕн музыканчĕсем хутшăнчĕç, вĕсемпе ĕçлеме Стинга килĕшнĕ) çырнă чух дирижера манма çук. Сара Хикс дирижер пульчĕ умĕнче тăчĕ. Симфони оркестрĕпе пулсан та вăл хăйне эпир халиччен курнă дирижерсем пек чинлăн тăрса мар, пĕтĕм концерта çăмăллăн, ташласа ирттерчĕ.
«Every Breath You Take» юрă хыççăн артист оркестра, унăн солисчĕсене – Аяз Зайнине (сĕрме купăс), Дмитрий Деликатныйне (труба), Альберт Гильфанова (кларнет), Марат Гильмутдинова (виолончель), хăйĕн музыканчĕсене ятран тав турĕ те сцена çинчен кайрĕ. Çутă сӳнчĕ. Куракансем вара саланма шутламарĕç те, ура çине тăрса тахçанччен алă çупрĕç, татах юрлама ыйтса кăшкăрчĕç. Тухрĕ! Тата тăватă юрă юрларĕ. Зал пĕр çын пек ура çинче тăрса итлерĕ, кашни юрă хыççăн тăвăллăн алă çупрĕ. Çапла вĕçленчĕ концерт, унта пулнисен асĕнче вăл яланлăхах юлĕ.
Хусанта Стинг тытăнса тăман, кунтан Турцие кайнă. Тунтикун, июлĕн 4-мĕшĕнче «Simphonicity» программăпа Казахстанра концерт пулмаллаччĕ. Анчах унти лару-тăрупа (нефтяниксене чылай вăхăт ĕç укçи паманни) килĕшменни çинчен пĕлтерсе Стинг концерта улăштарнă. Çынсене билет укçисене тавăрса панă.
 
: 954, Хаçат: 27 (913)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: