Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июль – çырла вăхăчĕ. Çак тутлă çимĕçе килĕштермен çын пур-ши? Лайăш районĕнче пурăнакан 77-ри Галия Латыпова та акă вăрман кучченеçне татма юратать, çулсерен хĕлле валли хатĕрлесе хума ӳркенмест. Анчах кăçал те çанталăкĕ шăрăх тăнипе, те çырли ытла нумай пулнипе вăл хăй те сисмен – аташса кайнă. Çаврăннă-çаврăннă – киле таврăнмалли çула вара ниепле те тупайман. Çапла талăк та иртсе кайнă.
Галия аппа çырларан килменнине асăрхасанах сехĕрленсе ӳкнĕ тăванĕсем çийĕнчех полицирен пулăшу ыйтма васканă, ара, çулĕсем сахал мар-çке, ват çынпа шăрăхра темĕн те пулма пултарать. Вырăнти шалти ĕçсен уйрăмĕ вăхăта вăраха ямасăр темиçе ушкăн йĕркелесе кинемие шырама тухнă. Кун пек ăнсăрта пуçлăхсене (министр таранах) самантрах пĕлтереççĕ. ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров Галия аппана çийĕнчех вертолетпа шырама хушнă. Территорие сывлăшран пăхса çаврăнни шырав ĕçне хăвăртлатни каламасăрах паллă, ку хутĕнче те акă кинемие часах асăрханă вăл.
– Сехетĕн кашни минучĕ шутраччĕ. Çавăнпа эпир вертолета вырнаçтарнă «Квадо» видеосистемăпа усă куртăмăр. Вăл çĕр çинчи ӳкерчĕке темиçе хут пысăклатса кăтартать, – каласа парать ТР ШĔМĕн авиаци отрячĕн Ка-226 вертолечĕн командирĕ Дмитрий Осауленко.
Вертолетпа усă курман пулсан çӳллĕ курăк хушшинче выртакан хĕрарăма тупаймастчĕç те пулĕ, телее сывлăшран пулăшу вăхăтра çитсе ĕлкĕрнĕ. Шăрăх çанталăкра шывсăр халтан кайнă, çитменнине тата шăна-пăван хытă çыртса пĕтернĕ Галия аппан хăй тĕллĕн утма вăйĕ те юлман-мĕн. Йĕрке хуралçисем ăна вырăнтах пĕрремĕш пулăшу панă, шыв ĕçтерсе лăпланма пулăшнă.
– Ман çийĕн мĕнле машина çаврăннине тӳрех ăнланса та илеймерĕм, полици çыннисене курсан тин чĕрем лăштах кайрĕ, Аллах пăрахмарĕ иккен тетĕп. Ачамсем, вилĕмрен çăлтăр вĕт мана, тавтапуçах сире! – çав саманта аса илсе тав тума пăрахмасть Галия аппа. Тутарстан полицийĕн ĕçченĕсем вăхăтра пулăшу панипе унăн пурнăçĕ хальхи вăхăтра хăрушлăхра мар.
 
: 1109, Хаçат: 27 (913), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: