Хĕрен
Çак ӳсен-тăран тымарĕ ӳте шуратать, пигмент йĕрĕсемпе чĕкеç шатрине (веснушки) пĕтерет. Унпа çапла усă курмалла: хĕрен сĕткенне хăймапа (пĕр пек пай илмелле) хутăштармалла та ӳт çине сĕрсе 5 минут тытмалла, унтан çуса ямалла. Хĕрен ӳте кăна мар, çӳçе те сăрлать, çӳç тымарĕсене çирĕплетет, лĕкке пĕтерет.
Хăмла çырли
Хăмла çырлинчен тунă маска тутан илемне сыхласа хăварма пулăшать. Тин çеç татнă çырлана ирмелле те унăн сĕткенне тутана сĕрмелле е çак сĕткенре марля татăкне йĕпетсе тута çине 10-15 минута хумалла.
Хăяр
Шăрăх вăхăтра çилпе тата хĕвелпе ӳт типет, ăна нӳретме вара хăяр лайăх пулăшать. Кун валли: çамрăк хăяр касăкĕсемпе темиçе лимон татăкне сĕтре 30 минут тытмалла. Унтан темиçе тумлам олива çуне хушса лайăх пăтратмалла та хутăша ватăпа йĕпетсе ӳте сĕрмелле.
Вĕтĕ теркăпа вĕтетнĕ икĕ чей кашăкĕ хăяра пĕр чей кашăкĕ сĕтпе хутăштарса лайăх пăтратмалла та хутăша пит çине 20 минута хумалла. Малтан ăшă шывпа, кайран сиввипе çуса ямалла.