Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РАÇÇЕЙ ВЫРМАНА ПУÇЛАРĔ
РФ ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник июнĕн 23-мĕшĕнче Ростов облаçĕнчи «Юг Руси» компанин тырă йышăнакан элеваторĕнче пулнă вăхăтра ир ĕлкĕрекен урпан пĕрремĕш тоннине пушатнă. «Раççей вырма кампанине пуçăнчĕ», – тесе палăртнă çакна министр. Çапла вара Раççейĕн кăçал пĕтĕмпе 44 миллион гектарти пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле, вĕсенчен 14 миллион гектарĕ кĕрхи тырă. Çанталăк лайăх тăрсан çĕршыв кăçал 85 миллион тонна тухăç илĕ.
ПĔР МИНУТА ТА САЯ ЯМАЛЛА МАР
ТР Президенчĕ Р.Минниханов ТР Правительство çуртĕнче çак кунсенче видеоконференци режимĕпе иртнĕ ларура ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин тата ял хуçалăхĕсен ертӳçисене выльăх апачĕ хатĕрлесси çине çирĕп тимлĕх уйăрмаллине тепĕр хут асăрхаттарчĕ. «Çанталăк лайăхланасса кĕтсе ларма вăхăт çук пирĕн, пĕлтĕрхи лару-тăру выльăх апачĕн запасĕ пулмаллине кăтартрĕ. Çавăнпа эпир кăçал выльăх апачĕсĕр юлма пултараймастпăр. Мĕнпур мелсемпе усă курăр, çак ĕçе талăкĕпе хатĕрлĕр», – терĕ. Çак ĕçе пурнăçламашкăн хуçалăхсен мĕнпур условисем пур, техника та, çунтармалли-сĕрмелл и материалсем те çителĕклĕ.
Е.СКРЫННИК – ТУТАРСТАН ХИРĔНЧЕ
РФ ял хуçалăх министрĕ Тутарстанра час-часах пулакан хăна. Хальхинче Елена Скрынник Çырчаллине килчĕ. Малтан Тукай районĕнчи Новотроицк ялĕнче вăрлăх завочĕ тумашкăн никĕсе капсула хыврĕç. Çĕнĕ завод хуçалăха вăрлăх ыйтăвне татса пама пулăшĕ. Вăл çулталăкне 40-шер пин тонна пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесе кашни гектара тивекен тырă тухăçне 5-7 центнера ӳстерĕ.
«Агросила-групп» ХАО хирĕсене акнă сахăр чĕкĕнтĕрĕ те кăçал япăх мар ӳсет. Ăна апрельте кăна акнă пулин те, вăл халех 50 грамм таять. Елена Скрынник сахăр чĕкĕнтĕрĕ мĕнле ӳснипе хире тухса хăй те паллашрĕ. Сăмах май, Тутарстан ку культурăн лаптăкне кăçал 95 пин гектара ӳстернĕ. Çапла майпа сахăр песокĕпе республика хăй халăхне хăех тивĕçтерет. Министр шучĕпе, ытти регионсен те ку культурăн лаптăкне ӳстермелле.
Е.Скрынник ертсе пыракан делегаци çав кун «Камский бекон» заводра, «Челны-Бройлер» тулли мар яваплăхлă обществăра та пулчĕ. Пĕрремĕшĕ – республикăра сысна ашĕ туса кăларакан чи пысăк завод (çулталăкне 12300 тонна). Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 140 пин пуç ытла сысна пулнă. Продукци кăларассипе ку завод Раççейре 12-мĕш вырăнта. Çав кунах «Челны-Бройлер-2» çĕнĕ проекта та хăтланă, вăл малашне продукцие туса кăларассине тата ӳстерĕ.
ВĂТАМРАН 14,8 КИЛОГРАММ
Июнь уйăхĕ кăçал çумăрлă тăни ял хуçалăх ĕçченĕшĕн пĕрре те япăх пулмарĕ. Нӳрĕк çителĕклипе уй-хирсенче курăк лайăх вăй илсе ӳсрĕ, пирвайхи паккуссем те савăнтараççĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ-тĕк, сăвăм та лайăх. ТР Ял хуçалăх министерствин оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх, июнĕн 27-мĕшĕ тĕлне, тĕслĕхрен, республикăра кашни ĕнерен вăтамран – 14,8 килограмм, пĕтĕмĕшле 3647,4 тонна сĕт сунă. Актаныш районĕнче ку кăтарту тата пысăкрах, вĕсем пĕр ĕнерен вăтамран 20,8, Атняпа Сабара 18,8-шар, Кайпăçра 18,1 килограмм сĕт илнĕ. Республикăпа пăхас пулсан, сăвăм куллен ӳссе пырать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку енĕпе Актаныш, Тури Услон, Алексеевски, Çĕнĕ Шуçăм, Апас, Саба, Сарман, Балтаси районĕсем уйрăмах палăраççĕ, вĕсем сăвăма самай ӳстерме пултарнă.
ТЫРÇИН ТĔЛЛЕВĔСЕНЕ ПАЛĂРТРĔÇ
Тутарстанăн ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн опытлă участокĕнче июнĕн 29-мĕшĕнче семинар-канашлу иртрĕ. Вăл ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин коллегийĕн ларăвĕ те пулчĕ. Унта «Тутарстан ял хуçалăхĕн 2012 çулчченхи аталанăвĕ» программа мĕнле пурнăçланнине пĕтĕмлетрĕç тата çывхарса килекен вырмана ăнăçлă ирттермелли тĕллевсене палăртрĕç. Иккĕмĕш пайĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи инновацилле технологисемпе çĕр ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç, тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА.
 
: 1183, Хаçат: 26 (912), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: