Пĕлтĕр республикăн тĕп хулинче социаллă ипотека программипе çуртсем хута ярас плана вăхăтра пурнăçлайманшăн Президентран хытă лекнипе-ши, кăçал çак ĕçсем Хусанта хальлĕхе кал-кал пыраççĕ. Планпа килĕшӳллĕн. Строительство вырăнĕсенче кунĕн-çĕрĕн ĕç чарăнмасть темелле.
Юнкун Хусан мэрĕ Ильсур Метшин тата хула Ĕçтăвкомĕн строительство аталанăвĕпе координаци уйрăмĕн начальникĕ Камиль Хусаинов зооботсада хирĕç территорире социаллă ипотека программипе тăвакан çуртсем патне çитсе курчĕç. Кунта, проектпа килĕшӳллĕн, пурĕ пилĕк çурт çĕкленмелле. Вĕсенчен иккĕшне 2011 çул вĕçленнĕ çĕре туса пĕтерме палăртнă. Ыттисене çитес çул хута ярĕç.
Кăçал Хусанта социаллă ипотека программипе пурĕ 8 çурт (861 хваттер) хута ямалла. Асăннă çуртсен стройки Адель Кутуй, Кызыл-Армейская, Актайская, Бакалейная, Хади Такташ тата Чистопольская урамĕсенче пырать.
![]() |