Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН хулинчи Вăтам Кабан кӳллине кĕçех темиçе ĕмĕр пуçтарăннă туйăнран тасатма тытăнĕç. Çапла йышăннă çак кунсенче ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствинче иртнĕ ведомствăсен хушшинчи ларура. Хулара промышленность объекчĕсем нумай пулнипе кунти шывăн пахалăхĕ питĕ япăх-мĕн. 2013 çулта Универсиада иртнипе вара унăн пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулмалла-мĕн, урăхла каласан, Шыв çинчи спорт енĕпе халăхсен хушшинчи федерацийĕн требованине тивĕçтермелле. Хулари кӳлĕсене «сыватас» опыт Хусанăн çук мар, 80-мĕш çулсенче Анат Кабана тасатнă.
* * *
Хусанти зоопаркра май уйăхĕн 11-мĕшĕнче йыш хушăннă. 10 çулти тигр ами Ромашка 5 çура çăвăрланă. Çапла вăл хăй ĕмĕрĕнче 7-мĕш çул анне пулнă. Çак вăхăтра читлĕхре тигр амин пурĕ 29 çура çут тĕнчене килнĕ. Кун пекки СНГ çĕршывĕсенче хальлĕхе çук-ха.
* * *
Хусанти архитектурăпа строительство университечĕн студенчĕсем «Пятилетка здоровья» программăпа килĕшӳллĕн, «100 скверов» проектăн пĕрремĕш тапхăрне пуçланă. Вĕсем хулари 10 скверпа парка тирпейлесе хăтлăх кĕртĕç.
ТЕЧЧĔ халăхĕ район тата Ĕçтăвком пуçлăхĕсемпе тĕлпулусем ирттересси йăлара. Кăçал та июнĕн 30-мĕшĕнче М.Ибятовпа А.Семенычев тата районти службăсен ертӳçисем Аслă Тарханпуçри Культура çуртĕнче ял халăхĕпе тĕл пулса куллен хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ шкулсенче лайăх вĕренекен, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакан тата хулари «Родина-мать» палăк умĕнчи ĕмĕр сӳнми çулăм патĕнче хуралта тăнă 20 ача çак кунсенче Мускаври Кремль полкне каяççĕ.
Унта вĕсем июлĕн 1-4-мĕшĕччен пулаççĕ. Çак вăхăтра Пуçтайăм тăвĕ çинчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, РФ Федераллă пограничниксен службин Тĕп, Монино поселокĕнчи авиаци техникин музейĕсенче тата «Бородинская битва» музей-панораминче пулса кураççĕ. Президент полкĕнче хĕсметре тăракан ентешсемпе тĕл пулаççĕ. Чи пĕлтерĕшли вара Мускавра, Паллă мар салтак вилтăпри умĕнчи 1-мĕш номерлĕ Постра икĕ сехет (ирхине 9 сехетрен тытăнса 11 сехетчен) хурал тăраççĕ.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ. Çурхи призыв пуçланнăранпа районăн 21 каччи салтака кайнă, июнĕн 27-мĕшĕнче тепĕр 8 яша хаваслă мероприяти йĕркелесе район халăхĕ хĕсмете ăсатнă. Вĕсенчен 6-шĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе «Самум» çар карапĕ çинче пурнăçлĕç. Районта салтак юрри июлĕн 6-мĕшĕччен янăрĕ. Июнĕн 30, июлĕн 4 тата 6-мĕшĕсенче тепĕр 17 каччă салтак ретне тăрĕ.
ЕШĔЛВАР хулинче Ĕçпе тивĕçтерекен центрта уйăха яхăн учетра тăракансем валли кашни эрнере «Ĕçсĕррисен шкулĕ» информаци курсĕ иртет. Мероприятин тĕп тĕллевĕ – ĕç шыракансене информаципе тивĕçтересси, вĕсен ĕçе вырнаçнă чухнехи право енчен пĕлĕвне ӳстересси.
 
: 982, Хаçат: 26 (912), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: