Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хăш-пĕр чăвашсем тăрăшсах тăван чĕлхене манма хăтланнă хушăра, ют çĕршыв çыннисем пикенсех чăвашла вĕренеççĕ. Калаçма кăна мар, юрлама та. Юлашки вăхăтра чăваш эстрадинче çуралнă çĕнĕ çăлтăр Дипендра Мани шăпах çавсенчен пĕри, вăл Инди юррисене чăвашла куçарса питĕ хитре юрлать. Кунсăр пуçне чăвашла калаçса кирек кама та сутса яма пултарать. Непал каччи апрель уйăхĕнче Хусан чăвашĕсене те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Çавăн чух тĕл пултăмăр та эпир хӳхĕм яшпа.
– Дипендра, хальхи вăхăтра тĕнчере çынсем ытларах акăлчанла, китайла вĕренме тăрăшаççĕ, эсĕ вара чăваш чĕлхине суйланă, мĕншĕн? Сăмах май, япăх мар калаçатăн.
– Тавах, тăрăшатăп. Чăвашла вĕренме тĕллев лартманччĕ, ку хăйпе хăех пулса тухрĕ, интерес çуралчĕ. Акăлчанла Раççее киличченех пĕлнĕ. Вырăсла вара пикенсех вĕренме тиврĕ. Эпĕ Шупашкарти И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ. Медицина наукипе паллашиччен эпир, ют çĕршывран килнисем, хатĕрленӳ курсĕнче çулталăк вырăсла вĕренетпĕр.
– Чĕлхене çăмăллăнах парăнтартăн-и вара?
– Малтан çав тери йывăрччĕ. Хула тăрăх утатăн, нимĕн те ăнланмастăн, ăнлантараймастăн та. Медицина хăй те çăмăл наука мар та, кунта тата ют чĕлхе. Пĕр курсра вĕренекенсем нумай пулăшрĕç, тав вĕсене. Халĕ те пит çăмăлах тесе каламăттăм, çавах та малтанхи пекех мар ĕнтĕ.
– Чĕлхесĕр пуçне тата мĕн йывăрччĕ?
– Чăвашсемпе хамăн халăхăн йăли-йĕркине танлаштарсан, пирĕн пĕр пеклĕхсем нумай. Çавăнпа кунти пурнăçа хăнăхма йывăр пулмарĕ. Сивве вара... Раççее эпĕ пĕрремĕш хут хĕлле килтĕм, ун чух вокзалтах шăнса хытрăм. Кун пек сивве хам ĕмĕрте тӳссе курман-çке. Чи малтанах ăшă тумтир туянма лавккана чупрăм. Чĕлхене пĕлместĕп – нимĕн те ăнлантараймастăп. Ман пеккисене нумай курнă пулас сутуçи, алăпа кăтарткаласан ăнланчĕ, шăнса вилме памарĕ.
– Çапах та мĕншĕн-ха Раççей, çитменнине тата Шупашкар, калăпăр, Америка, Мускав мар?
– Çĕршывсем пирĕн пĕр-пĕринчен питĕ хытă уйрăлса тăраççĕ. Кунти халăх ырă кăмăллă, манăн çĕршыв питĕ чухăн. Çапах та атте пире, виçĕ ывăлне, пĕлӳ пама тăрăшрĕ. Вăл банкра ĕçлет. Хальхи вăхăтра пĕр тете Америкăра пурăнать, тепри хамăр патрах. Сăмах май, иккĕмĕш тете Шупашкарти çак университетрах медицина факультетне пĕтерчĕ. Ун хыççăн эпĕ те кунтах килтĕм. Ак халĕ юлашки курсра вĕренетĕп, пулас педиатр. Шупашкар питĕ килĕшет мана. Çак 8 çулта хăнăхрăм ĕнтĕ, вăл маншăн иккĕмĕш кил. Хамăр пата çулталăкне пĕрре, хĕллехи каникулта кăна каятăп. Ытти чухне тăвансемпе телефонпа, Интернетпа çыхăну тытатăп.
– Çулла каникул вăхăтĕнче Шупашкартах пурăнатăн-и?
– Çулла эпĕ канатăп, тинĕс хĕррине кайма пултаратăп. Çапах та вăхăта ытларах Шупашкарта ирттеретĕп. Тĕрĕссипе каласан, манăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Вĕренмелли нумай.
– Шупашкар илемне Непал хĕрне кăтартас шухăш çук-и?
– Эп чăваш хĕрнех качча илесшĕн-ха. Савни те пурччĕ, çулталăк каялла уйрăлтăмăр... Юлташсем манăн кунта питĕ нумай.
– Сирĕн йăла-йĕркесем çирĕп тенине илтнĕ. Ют çĕршыв кинне аçу-аннӳ йышăнĕ-и?
– Ăçта кайса кĕрĕç вĕсем? Мăшăра хам суйлатăп вĕт, вĕсен çакăнпа килĕшмелли кăна юлать. Çитменнине тата эпĕ диплом илсен те кунтах юлма ĕмĕтленетĕп. Килĕшет мана Шупашкар. Хамăр пата кайсан та Шупашкаршăн тунсăхлатăп.
– Çапах та халăх сана хальлĕхе юрăç пек пĕлет. Сцена çине тухас шухăш мĕнле çуралчĕ?
– Эпĕ яланах юрланă, гитарăпа каланă. Кунта вĕренме килсен пĕрремĕш хут «Студентсен çуркуннинче» юрлама ыйтрĕç. Ун чух инди юрри хыççăн «Кукаçипе куками» юрра чăвашла юрласа патăм. Куракансем лайăх йышăнчĕç. Халăха килĕшни тата юрлама хавхалантарчĕ. Çапла майпен юрăсен аранжировкисене те хамах тума пуçларăм. Репертуара çĕнĕ юрăсем кĕртетĕп. Артистсем хăйсемпе пĕрле концертра юрлама сĕнсен килĕшетĕп. Вĕсемпе пĕрле Аксу, Нурлат районĕсенче, Ульяновск, Мускав хулисенче гастрольсенче пултăм. Халĕ акă Хусана килтĕм. Манăн юрăсем пурне те килĕшме пултараймаççĕ-çке. Çавăнпа чĕннĕ чух çӳретĕп, хам йăлăнмастăп. Чĕнмеççĕ, эппин, манăн юрăсем килĕшмеççĕ тесе шутлатăп.
– Вĕренсе пĕтерсе ĕçлеме тытăнсан та юрлас шухăш пур-и?
– Халăха килĕшнĕ чух юрласшăн-ха. Кăнтăрла хам профессипе ĕçлĕп, каçхине юрлăп.
– Сана, сцена çине час-часах тухаканскере, урамра та паллакан пулчĕç-тĕр, ку кансĕрлемест-и? Фанатсем йăлăхтармаççĕ-и?
– Каларăм-çке – юлташсем нумай, урамра та паллакалаççĕ, фанатсем те пур. Анчах вĕсене фанатсем тесе каламастăп, маншăн вĕсем пурте юлташсем.
– Хусанта пĕрремĕш хут терĕн, пирĕн хула килĕшрĕ-и?
– Пысăк хула, анчах ăна курса çӳреме вăхăт пулмарĕ. Çавăнпа хальлĕхе унăн илемне автобус чӳречинчен кăна куртăм. Тен, хăçан та пулсан ятарласах курма та килĕп.
– Эппин, санăн юррусене малашне тата итлес шанчăк пур-ха пирĕн?
– Пушă вăхăт пулсан, артистсем хăйсемпе чĕнсен хаваспах килĕп.
Чăваш эстрадин çĕнĕ çăлтăрне
 
: 1864, Хаçат: 25 (911), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: