Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри Кама юхан шывĕн леш енче чăвашсем пурăнакан кашни район тенĕ пек Уяв ирттерет. Кăçал та тĕрлĕ çĕрте праçниксем ирттереççĕ.
Элмет районĕнчи Клемтел ялĕнче иртекен Уява хутшăнмашкăн «Сувар» хаçат ĕçченĕсене те йыхăрчĕç.
Элмет çĕрĕ туллă-сăртлă тата вăрманлă пулнипе халапри пек хитре. Клемтел ялĕ шăп çавăн пек çăтмахлă вырăнта вырнаçнă та. Уяв та тăвайккинче пулчĕ. Эрнипех çумăр çунипе пĕтĕм çĕрте пылчăк темелле, яла кĕрес умĕн те шăпăртаттарса кайрĕ. Тăвайккинче вара çумăр турри çынсене типĕ çĕрпе кĕтсе илчĕ. Пĕр тумлам та çуман.
Уява ялти çитмĕл тата сакăр вуннăпа пыракан çынсем пуçларĕç. Уяв хапхи урлă юрласа кĕрсе шурă хурăн йĕри-тавра вĕсем вăйă карти çавăрчĕç. Ĕлĕкхи йăлапа темиçе тĕрлĕ уяв юрри юрласа хăйне тĕрлĕ утăмсем туса çаврăнчĕ ял халăхĕ. Юрă сасси вара ту çинчен пĕтĕм тавралăха саланчĕ.
Çакăнта иртекен йăла-йĕркесене тытса пырасси тата манăçа кăлармасси те куçкĕрет. Мĕншĕн тесен кинемисемпе пĕрле çамрăксем те, ачасем те хутшăнса юрлаççĕ. Уйрăмах фольклор ушкăнĕсем вĕсенчен юлмаççĕ.
Çак ĕлĕкрен пыракан праçнике ирттерме, паллах, клуб ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Уйрăмах Культура çурчĕн директорĕ Екатерина Туктамышева мероприятие хитре ирттерес тесе пăшăрханать. Мĕншĕн тесен уявра ялти юрăçсемпе ташăçсем те хăйсен пултарулăхĕсене кăтартрĕç. «Асамат» халăх ансамблĕ те питĕ хитре юрăсем юрласа халăха савăнтарчĕ.
Праçник, паллах, хăçан та кӳршĕ-аршăпа, тăван-хурăнташпа иртет. Кунта та клемтелсем патне Чăваш Сиреньелтен, Патраклăран хăнасем тата артистсем килнĕ. Питĕ туслă пурăнаççĕ вĕсем.
Кирек мĕнле мероприятие те, уйрăмах юлашки çулсенче, укçасăр ирттерме çук. Мăн асатте-асанне, кукамай-кукаçейсен йăлине тытса пымашкăн вара хĕрĕх çул ытла ял хуçалăх председателĕ пулса ĕçленĕ, халĕ «Клементейкино» тулли мар яваплăхлă общество ертӳçи Игорь Демьянов нимĕн чухлĕ те хĕрхенсе тăмасть. Укçа-тенкĕпе пулăшнисĕр пуçне, уява пынă кинемисене, хуçалăх ĕçченĕсене, хăнасене хăналамашкăн хăйĕн килти сурăхне пусса шӳрпе пĕçерттернĕ.
Игорь Михайлович каланă тăрăх, унăн хуçалăхĕнче аллă виçĕ çын ĕçлет. Питĕ тăрăшуллă та туслă вĕсем. Хуçа та вĕсене кӳрентермест, ĕç укçине вăхăтлă панисĕр пуçне парнесĕр те хăвармасть.
Хальхинче те уяв сцени çине механизаторсене, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекенсене тата специалистсене чĕнсе кăларса конверт тыттарчĕ. Питĕ кăмăллă.
Юлашкинчен уява купăс каласа чăваш ташши ташласа вĕçлерĕç. Пурне те килĕшрĕ.
 
: 957, Хаçат: 25 (911)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: