Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Март уйăхĕнче Йошкар-Олара архитектор пулма вĕренекенсен Раççей шайĕнчи конкурсĕ иртрĕ. Унта Хусанти патшалăх архитектурăпа строительство университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен Михаил Капитонов çĕнтерӳçĕ пулса таврăнчĕ. Çак хыпар пире, «Сувар» редакцийĕнче ĕçлекенсене, уйрăмах савăнтарчĕ. Ара, Миша пирĕн ĕçтешĕн Юрий Капитоновăн ывăлĕ-çке. Талантлă ӳнерçĕн ывăлĕ те хăй пекех пултаруллă пулни мĕнле савăнтармĕ? Вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ май эпир Мишăпа хăйĕнпе курса калаçрăмăр.
– Миша, асăннă конкурс çинчен тĕплĕнрех каласа парсам, Хусантан пĕр эсĕ кăна хутшăнтăн-и е тата пулчĕç?
– Çак конкурс виçĕ тапхăртан тăчĕ. Малтанах хула шайĕнче иртрĕ, иккĕмĕш тапхăрĕ регионсен шайĕнче, юлашкинчен Раççей шайĕнче. Тапхăрта çĕнтерекенсем малалла та хутшăнма пултарчĕç. Хамăр университетран эпир виççĕн хутшăнтăмăр: Тимур Степанов, вăл 2-мĕш туртан иртеймерĕ, Гульнара Бадрунова регионсен хушшинче иртнĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Манăн Раççей шайне тухса 17 хуларан килнисемпе тупăшма тиврĕ.
– 3-мĕш тура кашни хуларан пĕрер çын хутшăнчĕ-и?
– Кашни хуларан 2 е 3 çын. Конкурсантсен хушшинче Мускавран, Питĕртен килнисем те пулчĕç.
– Енчен те ХПАСУ студенчĕсем çакăн пек пысăк конкурсра çĕнтереççĕ-тĕк, Хусанăн аслă шкулне чăннипех вăйлă теме пулать?
– Çапла, пирĕн университет Раççейре чăнах та вăйлисенчен пĕри.
– Эсĕ кăçал 4-мĕш курс пĕтертĕн, тепрер çултан архитектор дипломне алла илетĕн, пĕтĕмпе пилĕк çул вĕренмелле-тĕр е улттах-и?
– Тата çулталăк çурă вĕренмелле, манăн специальность архитектор кăна мар, инженер-архитектор.
– Тĕплĕнрех каласа парсам?
– Малтанах пирĕн патра архитекторсене уйрăм, инженерсене уйрăм (ПГС текен факультет та пур) хатĕрленĕ, вĕсем халь те сыхланса юлнă, анчах пĕр 8-10 çул каялла икĕ специальноçа пĕрлештерсе инженер-архитекторс ен уйрăмне туса хунă. Пире архитекторсене вĕрентнĕ пекех вĕрентеççĕ, анчах строительствăра усă куракан материалсем çинчен те дисциплинăсем пур.
– Эпĕ асăрханă тăрăх, ӳнерçĕсем те, архитекторсем те музыкăна питĕ çывăх (пĕр шутласан музыкăна пачах килĕштермен çын çук та пулĕ). Архитекторсем, каллех калатăп – эпĕ асăрханă тăрăх – рок-музыкăна кăмăлларах параççĕ. Çавăн валли тĕслĕхсем те çук мар: А.Макаревич, В.Бутусов, Юрий Шевчук, В.Шахрин. Эсĕ музыка çине мĕнле пăхатăн? Мĕнле юхăмсене кăмăлларах паратăн?
– Мана ытларах Британи музыки килĕшет, индипендент стиль. Юратнă ушкăнсем Kooks, Arktik, Monnkexs. Ача чух гитара калама вĕренес килетчĕ, анчах вăхăчĕ тупăнмарĕ пуль-и, атте-анне ӳнер шкулĕнче вĕренме чăрмантарĕ терĕç-ши?
– Санăн аçу та, аннӳ те ӳнерçĕсем. Хăйсен çулĕпе уттарас тенĕ пулĕ çав, алла кашăк тытма вĕрентичченех киçтĕкпе палитра тытма вĕрентнĕ-тĕр.
– Ăнах астумастăп, анчах хăйăр купи çине тухсанах «строительство» пуçлаттăнччĕ тесе аса илеççĕ аслисем. Ача чух тата конструкцисем пухма юрататтăм.
– Калас пулать, эсĕ çуралнăранпах çак профессие алла илме ăнтăлнă?
– Тен, ку сăмахсем тĕрĕс те. Мĕншĕн тесен ӳнер шкулне кĕриччен (эпĕ Хусанти 4-мĕш номерлĕ ӳнер шкулĕнче вĕреннĕ) ДАШкăна (ача-пăча архитектура шкулĕ) çӳренĕ.
– Халь эсĕ вĕренекен университет çумĕнче уçăлнă ачасен архитектура шкулне?
– Çапла. Кайран, ӳнер шкулĕнчен вĕренсе тухсан, каллех ДАШкăна таврăннă.
– ДАШка пирки халăхра тĕрлĕ калаçаççĕ: пĕрисем ырлаççĕ, теприсем вĕренме хаклă, усси çукрах теççĕ. Эсĕ мĕн каланă пулăттăн?
– ДАШкăра пĕлӳ илни ХПАСУра вĕренме чăнах та пулăшать. Мĕншĕн тесен унта схемăсемпе проектсене хăнăхтараççĕ, архитекторсене кирлĕ пулакан ятарлă программăсем параççĕ. Çав вăхăтрах ДАШкăра вĕренни университета кĕнĕ чух мĕнле-тĕр балл, бонус хушса памасть. Пĕтĕм шанăç хăвăн çинче кăна.
– Юрий Семенович каланă тăрăх, эсĕ шкул хыççăн икĕ çĕре документсем панă.
– Ун чух Педагогика университетĕнче шăпах дизайн уйрăмĕ уçăлнăччĕ. Эпĕ вара халь хам вĕренекен факультета тата çав дизайн уйрăмне патăм.
– Экзаменсене эсĕ икĕ çĕрте те ăнăçлă панă. Анчах Педагогика университетне – бюджетлă вĕренме йышăнаççĕ, ХПАСУна – тӳлевлĕ вырăнсене…
– Çапла, ун чух чăнах та иккĕленмелли, шутламалли пулчĕ. Çитменнине ХПАСУра вĕренме çăмăл мар, математикăпа уйрăмах йывăр текенсем те тупăнчĕç. Апла пулин те эпĕ ăнах суйласа илтĕм, халĕ кăшт та ӳкĕнместĕп. Педуниверситетра вĕренес дизайна кунта та вĕрентеççĕ. Шкулĕ вара кунта самай вăйлăрах. Малтанхи çулсенче вĕренме чăнах та йывăртарахчĕ, нумай япалана хăнăхмаллаччĕ, проектсене алă вĕççĕн хатĕрлемеллеччĕ, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан предметсем те чылайччĕ. Халĕ, 3-мĕш курсран пуçласа, ытларах хамăрăн специальноçпа çыхăннă предметсем. Çавăнпа программăсăр пуçне творчество валли те вăхăт юлать.
– Миша, Зодиак паллипе кам эсĕ?
– Така.
– Авă мĕншĕн санра çине тăраслăх çавăн пек вăйлă. Астрологсем Така шутланине пурнăçламасăр çулран пăрăнмасть тесе ахаль каламаççĕ иккен.
– Темĕн, пĕлместĕп. (Кулать).
– Творчество çынни ирĕклĕхе юратни вăрттăнлăх мар, апла пулин те вĕренӳ вăхăтĕнче программăна çирĕп пăхăнма тивет пулĕ. Хушсан чун выртман проектсене те пурнăçламаллах пуль?
– Вăл енчен аван пирĕн. Нихăçан та чарса хăйсем ыйтнă пек, курнă пек хушса пурнăçлаттарни пулман, хамăра аталанма май параççĕ. Анчах ку пирĕнтен çирĕп ыйтмаççĕ тенине пĕлтермест, паллах.
– Апла санăн планлама юратакан объектсем те пур-тăр? Таврана пăхсан юлашки вăхăтра мĕн чухлĕ илемлĕ керменсем, коттеджсем ӳссе ларчĕç те.
– Мана коттеджсем мар, суту-илӳпе кану комплексĕсем, офис çурчĕсем проектлама интереслĕрех.
– Кашни ӳнерçĕн хăйĕн юратнă стилĕ пулĕ, эсĕ мĕнле стильпе ĕçлеме кăмăлларах паратăн? Юлашки 10-20 çул модăра пыракан хай-тэк юхăм çине мĕнле пăхатăн?
– Мана килĕшет вăл, проектсене хатĕрленĕ чух унпа тăтăшах усă курма тăрăшатăп. Анчах Хусанта çак стильпе хăпартнă çуртсем паянхи кун сахал, пӳрне вĕççĕн шутласа тухма пулать.
– Сан пек пултаруллă, çитĕнӳсем тăвакан çамрăкăн пурнăç çулĕ анлă пулма кирлĕ. Университетран вĕренсе тухсан аспирантурăна кайма шутлатăн-и е архитектор ĕçне кӳлĕнетĕн?
– Паллах, манăн хамăн пĕлĕве ĕçре тĕрĕслесе пăхас килет, идейăсене пурнăçа кĕртесси те илĕртет. Аспирантурăна кĕресси пирки хальлĕхе тĕплĕнех шутламан вара.
– Пирĕн калаçу шкулсенчен вĕренсе тухакансем вăтам пĕлӳ илни çинчен аттестат илнĕ вăхăтра пичетленсе тухать. 4 çул каялла хăв та шкул пĕтернĕскер, мĕн суннă пулăттăн вĕсене?
– Яланах ума лартнă тĕллев патне çитмелле. Енчен те мĕн-тĕр тума шутларăр-тăк, нимĕнле чăрмава пăхмасăр ăна пурнăçламаллах. Çыншăн чи кирли – хăйне хăй ĕненни, шанни. Пурне те сунатăп çакна.
 
: 1023, Хаçат: 25 (911), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: