Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра виççĕмĕш хут мăсăльмансен кинофильмĕсен Тĕнче шайĕнчи «Ылтăн Минбар» кинофестивалĕ сентябрĕн 6-мĕшĕнчех ĕçе пуçăнчĕ, 7-мĕшĕнче «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче чаплă церемонипе уçăлчĕ. Унăн президенчĕ Раççей Муфтисен канашĕн Председателĕ Равиль Гайнутдин шейх. Фестивалĕн учредителĕсем: Раççей Муфтисен канашĕ, ТР Культура министерстви, Хусан хула администрацийĕ, «Ислам тĕнчи» телерадиокомпани, Ислам культурин центрĕ. Кăçалхи «Ылтăн Минбарăн» девизĕ – «Культурăсен диалогĕ урлă диалог культури патне». Паян, тухăçпа анăç çĕршывĕсем пĕр-пĕрин хушшинче ăнланулăх шыранă вăхăтра, çакă питĕ те вырăнлă.
Хусанта иртекен кинофестивалĕн сумĕ çулран çул ӳссех пырать, çакна çулсеренех «Ылтăн Минбара» малтанхинчен ытларах кинокартина конкурса тăратнипех çирĕплетме пулать. Тĕслĕхрен, 2005 çулта I кинофестивале 12 çĕршыв кăна 40 кинокартинăпа хутшăннă, кăçал вара 46 çĕршыв 200 картинăна яхăн конкурса тăратнă. Вĕсенчен чи лайăххисене кинофестивале суйласа илнĕ, хăшĕсене ăмăртăва хутшăнтармасăр фестиваль «тулашĕнче» кăтартма йышăннă.
Фестиваль пĕр эрне ĕçлерĕ, сентябрĕн 6-12-мĕшĕсенче. Çак вăхăтра жюри членĕсем 49 лента пăхса хаклама ĕлкĕрчĕç. Вĕсенчен 16-шĕ тулли метражлă, 15-шĕ кĕске метражлă, 10 документлă картина. Конкурса лекменнисене пăхма та интереслĕ пулмалла. Кунта Раççейри, ют çĕршывсенчи кинофестивальсенче призсем илнĕ П.Лунгин картини «Остров», Франципе Палестинăн пĕрлехи ĕçĕ «Божественное вмешательство» (режиссерĕ Элия Сулейман), Иран режиссерĕн Надер Талебзаден «Мессия» фильмĕ тата ытти те, тата ытти те.
Конкурса лекнĕ Раççей кинофильмĕсем тăваттă: Аким Салбиевăн «Одиннадцать писем к богу» (Çурçĕр Осети), «Две жены» (Пушкăртстан, режиссерĕ Флюза Фархшатова), Рамиль Тухватуллинăн «Дилемма» вырăсла ӳкернĕ картини тата Салават Юзеевăн «121» (Тутарстан) кĕске метражлă фильмĕ.
Тĕнче шайĕнчи кинофестивальте жюри членĕсем те тĕрлĕ çĕршывсенчен – Раççейрен, Болгарирен, Египетран, Эстонирен. Жюри членĕ Болгарири паллă режиссер, оператор тата сценарист Родослав Спассов фестиваль кунĕсем пынă вăхăтра çамрăк ĕçтешĕсене мастер-класс кăтартма та ĕлкĕрчĕ.
Фестивале килекен тĕнче шайĕнчи киноçăлтăрсем пурри те «Ылтăн Минбар» кино ӳкерекенсемшĕн интереслĕ проект пулни çинчен калать. Сентябрĕн 7-мĕшĕнче «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче кавир çулпа Францире кăна мар, тĕнчипе паллă киноактриса Катрин Денев,Сири актерĕ Гассан Массуд, Совет Союзĕ вăхăтĕнчех чапа тухнă паллă режиссерсем Вадим Абдрашитов, Станислав Говорухин утрĕç. Раççей киноçăлтăрĕсене Ольга Будинăна, Аристарх Ливанова кинофестиваль уçăлнине курма килнисем савăнсах кĕтсе илчĕç.
Фестиваль уçăлнă ятпа ТР культура министрĕ З.Р. Валеева сăмах тухса каларĕ, Хусан хăйĕн «минбарĕпе» пурăна-киле Тухăçри Канныне çаврăнмалла пултăр тесе ăнăçу сунчĕ. ТР Президенчĕ М.Ш.Шаймиев саламланă май «Ылтăн Минбар» Хусан фестивалĕ кăна пултăр, ытти фестивальсенчен уйрăлса тăтăр тесе палăртрĕ. Фестиваль кунĕсенче пресс-конференцисем йĕркелерĕç. Пĕринче Станислав Говорухин, Вадим Абдрашитов тата Родослав Спассов пулчĕç. Журналистсене вĕсемпе калаçма интереслĕ пулчĕ. Сăмах ытларах хальхи, паянхи кино çинчен пычĕ. С.Говорухин паян кинофильмсен ăс-хакăл пуянлăхĕ чакса пынине куракан ăс-тăнĕ йăшнипе тесе ăнлантарать. Кино кăларакансем ăслăрах картинăсем ӳкерме тытăнсан куракан кинотеатра çӳреме пăрахать имĕш.
Юнкун «Ылтăн Минбар» хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ, каçхине «Пирамидăра» çĕнтерӳçĕсене саламларĕç. Çапла «Чи лайăх илемлĕ фильм» номинацире Насер Хемир режиссерăн «Баба Азиз» (Швейцари-Германи-Тунис-Франци-Венгри-Иран-Великобритани) картини çĕнтерчĕ. «Илемлĕ фильмăн чи лайăх режиссури» (Австри-Босни тата Герцоговина – Германи-Хорвати) приза «Грабовица» фильмшăн Ясмила Жбанич илчĕ. Инди картини «Нить» (режиссерĕ Нагеш Кукунур) «Илемлĕ фильмăн чи лайăх сценарийĕпе» çĕнтерӳçĕ пулчĕ. Питер Краузе «Гражданский долг» (США-Канада) кинори Терри Ален сăнарĕшĕн «Чи лайăх арçын ролĕ» приза илчĕ. «Грабовицăри» Эсма сăнарĕ Мирана Карановичăн «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» пулса тăнă. Тутарстан кинематографисчĕсенчен Рамиль Тухватуллина («Дилемма») «Куракан кăмăлланă» приза тивĕçнĕ. «Чи лайăх кĕске метражлă фильм» приз, Пушкăртстана кайнă – Флюза Фархшатова «Две жены» картинипе илнĕ ăна.
Кинофестиваль вĕçленнине халалланă церемоние Евгений Миронов, Маргарита Терехова, Юрий Назаров паллă киноартистсем хутшăнчĕç.
 
: 1181, Хаçат: 37 (715)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: