Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки çулсенче, уйрăмах ялсенче, вăйпитти çынсем ĕç çуккипе тарăхаççĕ. Хăшĕ çемйине хăварса укçа тумашкăн пысăк хуласене тухса каять, хăшĕ тата … Урăхла каласан, кам мĕнлерех пултараять.
Тăван килĕнчен тухса каймасăр хăйсемшĕн ĕçлекенсем те сахал мар пирĕн çĕршывра. Сăмахран, Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ялĕнче пурăнакан Петр Игнатьева кăна илер. Вăл ял çыннине кирлĕ япаласем тăвать. Ĕç пырать. Пырать тени кăна та тĕрĕс мар пуль, унăн калаçма та вăхăт çук. Ак хальхинче те тиев машининчен анчĕ те, çăмăлли çине ларчĕ. Юрать-ха ултă минут та виçĕ çеккунт манпа калаçмашкăн вăхăт тупрĕ.
– Петр Алексеевич, ăçтан çак ĕç пуçăнса кайрĕ-ха сирĕн? Мĕнрен тытăнчĕ? – кăсăклантăм эпĕ унпа юнашар утса пынă вăхăтра.
– Хамăн çурт-йĕре, пахчана йĕри-тавра тытмашкăн решетке кирлĕччĕ. Мĕнрен тумаллине темĕнччен шутларăм. Вара Çырчаллинче пурăнакан пичче мана питĕ лайăх сĕнӳ пачĕ. Тимĕр япаласем касса кăларакан заводпа çыхăнса вĕсен усă курнă тĕрлĕ фигурăллă тимĕр листисемпе хитре кăна решетке тума пулать иккен. Çапла пичче пулăшнипе эпĕ решетке лартса хутăм. Çавăн хыççăн ял çыннисем пĕри кăсăкланчĕ, тепри ун валли те туянма пулмасть-ши тесе пычĕ. Вара ма пулăшас мар хамăр ялсене? Çапла ĕç пуçăнса кайрĕ те, – тесе хурав пачĕ мана усламçă.
Мастерскойне те уçса кăтартрĕ вăл. Унта тимĕрпе ĕçлемешкĕн пĕтĕм станокĕсем пур. Ĕçлеме, паллах, вăл пĕччен мар, тата виçĕ çын тăрмăшать. Ку питĕ лайăх, ял çыннисене те ĕç вырăнĕ кирлĕ. Кунта вара инçе те каймалла мар. Укçи те пырать. Опыт та пухăнать.
Игнатьевсен пахчине те кĕрсе курма май пулчĕ. Унта тем пысăкăш парниксем тăраççĕ. Кусене те арçынсем хăйсемех тăваççĕ.
Петр Алексеевич сăмахĕпе, заказсем питĕ нумай. Чаплă парниклă пулас текенсем те пайтах.
Тата чи интересли – беседка туса хăтлăх кӳни. Нумай пулмасть Чăваш Сиреньелте килти ача сачĕ уçăлчĕ. Çав пепкесем валли Петр Игнатьев парне тунă. Ачасене савăнмалăх беседка пуçтарса çурт умне лартсах панă.
Петр Алексеевич – нефтяник. Нефть кăларнă çĕрте вăй хурать. Тĕрĕссипе каласан, унта та кунта ĕлкĕрет. Питĕ интереслĕ, вăл тата ялта ÇКХ директорĕ те пулса ĕçлет. Çавăнпа та мĕнпур пăрăхсемпе çыхăннă ĕçсем ун урлă пурнăçланаççĕ. Çак асăннă ача сачĕн пăрăхĕсене те вăлах çыхăнтарнă, ванна, туалет та тунă.
Шел, унпа нумайрах калаçма вăхăт пулмарĕ. Юрать-ха ял хутлăхĕн пуçлăхĕнчен Галина Кузьминаран ыйткалама май пулчĕ. Вăл каланă тăрăх, ялта Петр Алексеевич питĕ сумлă çын. Çитменнине тата вăл депутат та.
Çапла, ĕçлес текен çынна ĕç яланах пур. Хуçалăхра укçа памаççĕ тесе халăх ӳпкелешет, паллах. Ман шутпа Петр Игнатьев пек хастар та пултаруллă çынсем ĕçсĕр лармаççĕ.
 
: 1439, Хаçат: 24 (910), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Комментарисем:

Андрей (2011-06-19 13:36:33):
Пултаруллă чăвашсемпе мухтанатăп!!!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: