Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паянхи кун чылай чухне çынсем чирленин тĕп сăлтавĕ тĕрĕс мар апатланни пулса тăрать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансенчен нумайăшĕ вара хăйĕн рационне рис кĕртет.
Рис хими тытăмĕпе чĕрĕ чуна тутă кĕртекен япаласемпе пуянлатма та, сиплеме те пултарать. Рисра пирĕн организмшăн кирлĕ 8 аминокислота: триптофан, метионин, холин, лецитин, лизин, гистидин, цистин, аргинин, чĕрепе нерв системине тĕрĕс-тĕкел ĕçлеме пулăшакан кали пур. Çитменнине çак элемент организмра шыв шайне йĕркелесе тăрать, пуç мимине кăлтăксăр ĕçлеме май парать.
Шăмăпа шăлсемшĕн питĕ кирлĕ кальци, çынна энерги паракан крахмал, организмшăн усăллă фосфор, гемоглобинпа моглобин тăвакан тимĕр, иммунитета йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшакан цинк, щит евĕрлĕ парсене ĕçлеттерекен йод, В ушкăнри витаминсем (ватăлма памаççĕ, вăй хушаççĕ), белоксен ылмашăвĕшĕн яваплă РР витамин та пур рисра.
Ытти кĕрпесемпе танлаштарсан рисăн тепĕр ырă енĕ – унра глютен текен ӳсен-тăран белокĕ çук, паллă ĕнтĕ, ăна пула аллергипе аптрама пултараççĕ. Рисра тăвар çукпа пĕрех. Ку вара çӳхелес текенсемшĕн ырă хыпар.
Организмра клетчатка çителĕксĕр пулсан та рис çини усăллă. Шăпах клетчатка пыршăсене йĕркеллĕ ĕçлеттерет-çке, наркăмăшлă веществосен сиенлĕхне пĕтерет тата холестеринпа çусен шайне сăнаса тăрать. Калори сахаллипе рисран пĕçернĕ апат мăнтăрлатмасть, çав вăхăтрах вар-хырăмра хăвăрт ирĕлет.
Авалтанпах çынсем тĕрлĕ чирсене риспа сипленĕ. Чи малтанах кунта вар-хырăмпа çыхăннисене асăнмалла: колит, варвитти, гастрит тата ыттисем. Çавăн пекех пĕвер, ват хăмпин, апат хуранĕ айĕнчи парсен чирĕсенчен сипленнĕ чух та усă кураççĕ. Çаплах рис инфаркт хыççăн, ыйхă çухалсан, нерв чирĕсенчен, ăс-тăн, вăй-хал тамалнинчен пулăшать. Вăтам ĕмĕрсенче унпа пӳресемпе шăк хăмпине сипленĕ чух, наркăмăшлансан усă курнă. Паян кăна илтме кулăшларах пулсан та, арлăх вăйĕ чаксан, мăшăрсен ача пулаймасан та риспах сипленнĕ. Пулăшнă-ши, халь калама йывăр. Анчах остеохондрозран, полиартритран рис чăнах та пулăшать, кăна нумайăшĕ хăйсем тĕрĕслесе пăхнă (веществосен ылмашăвĕ пăсăлнине пула пухăнакан тăвара организмран кăларать).
Ăсчахсем асăрханă тăрăх, уйрăмах тасатман хăмăр рис усăллă (ахальтен мар вăл лавккасенче хаклăрах тăрать), çавăн пекех пăс çинче тытни (пропаренный) те эпир хăнăхнă шурă рисран темĕн чухлĕ усăллăрах.
Рисра крахмал нумаййи пит аванах мар, паллах, анчах çакă хăратмалла мар. Кĕрпене лĕп шывра шӳтернĕ хыççăн темиçе хут сивĕ шывпа çусан крахмал сахалланать. Çакăн пек рис уйрăмах йывăр металсемпе наркăмăшлансан лайăх пулăшать. Çут çанталăкра пĕтĕмпех, пур енчен те усăллă продукт çук-тăр, çавăн пекех рис та çитменлĕхсĕрех мар: хăшĕсем рис çисен тула каяйманнипе аптраççĕ, сахăр диабечĕпе чирлисен те унпа асăрхануллă пулмалла. Сăмах май каласан, апатра риспа анлăн усă куракан японецсенчен чылайăшĕ тула каяйманнипе, геморройпа аптраççĕ иккен. Çакăн пек ан пултăр тесе риса час-часах хура сливăпа пĕрле хатĕрлесе çиеççĕ.
Историрен çакна пĕлме интереслĕ пулĕ. Раççейре те, Украинăра та XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсемчченех риса сарацин кĕрпи тенĕ, кайран сорочински вир кĕрпи теме тытăннă.
Пĕтĕмĕшле илсен риса тăрăхли тата чăмăрри тесе уйăраççĕ. Тăрăхлине Индирен (индика), çавракине – Японирен (японика) теççĕ. Тĕрĕссипе вара рис сорчĕсем нумай – ботаникăра рисăн 20 тĕрлĕ тĕсĕ, темиçе пин агросорчĕ паллă. Вĕсем пĕр-пĕринчен формипе, калăпăшĕпе, тĕсĕпе, крахмал шайĕпе уйрăлса тăраççĕ.
Тăрăхла рисăн вăрăмăшĕ 6-8 миллиметра çитет, хулăнăшĕ вăрăмăшĕн 1/3 пайĕнчен иртмест, вăтам пысăкăш – тăршшĕ 5-6 миллиметр, сарлакăшĕ – тăршшĕн 1/2 пайĕнчен иртмест. Чăмăр пĕрчĕллин вăрăмăшĕ 4-5 миллиметр, сарлакăшĕ – тăршшĕн 1/2-3/4 пайĕ. Вăтам тата чăмăр пĕрчĕллисем, тăрăхлипе танлаштарсан, пĕçернĕ чух ирĕлсе, саланса каяççĕ, пĕр-пĕрин çумне çыпăçса лараççĕ. Çавăнпа вĕсемпе ытларах чух пăтă пĕçереççĕ, запеканкăсем, сушисем, пудингсем хатĕрлеççĕ.
Рис кĕрпине хывăхран тасатнă хыççăн тирпейлеççĕ. Тирпей меслечĕсем темиçе: шлифламанни е хăмăрри; шлифлани е шурри; пăс çинче тытни.
Тăрăхла тата вăтам пĕрчĕллĕ риссем шурă тата хăмăр пулаççĕ, çавраки вара яланах шурă темелле.
Шлифланă риспа анлăн усă кураççĕ, апла пулин те шлифламанни (тасатсах çитерменни) сывлăхшăн усăллăрах теççĕ тухтăрсем. Мĕншĕн тесен унра микроэлементсем нумайрах сыхланса юлаççĕ. Çакăн пек рис тĕсĕпе хăмăр пулать, унран апат хатĕрлеме нумайрах вăхăт кирлĕ, хытăрах пулнипе хăвăрт пиçмест.
Тата тепĕр меслечĕ, каларăмăр ĕнтĕ, пăс çинче тытни. Риса тасатмасăрах пăс çинче тытаççĕ, типĕтсе шлифлаççĕ. Пăслантарнă вăхăтра хупăри усăллă микроэлементсен 80 проценчĕ рис пĕрчи çине куçать, тĕсĕпе кун пек рис сарăрах, янтарь тĕслĕрех, пулать. Пăслантарса типĕтнĕ риса шлифласан та вăл шурринчен чылай усăллăрах. Апат пĕçернĕ чух çакăн пек рис шуралать, анчах саланса каймасть.
 
: 1187, Хаçат: 24 (910), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: