Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче иртенпе тăракан ăмăр çанталăк Хусанти аслă çар команда танк училищин уявне тĕксĕмлетеймерĕ. Кунĕ вара, чăн та, асра юлмаллискерччĕ. Çуллен Танкистсен кунĕ умĕн училищĕн пĕрремĕш курс курсанчĕсем кунта присяга йышăнаççĕ. Çарти çак йăла ĕнер-паян кăна çуралман, унăн историйĕ чылай тарăн: Александр Невский, Александр Суворов, Михаил Кутузовпа Георгий Жуков полководецсен салтакĕсем Çĕршыва чунтан парăнса вăрçă вутне кĕнĕ.
Паллах, Хусанти танк училищин курсанчĕсем присяга йышăнасси те тахçанхи йăла. Унăн та историйĕ пуян, вăл çĕршыври чи ватă çар училищисенчен пĕри, 1866 çултах йĕркеленнĕ. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен вара танк взвочĕн командирĕсене хатĕрлекен Раççейри пĕртен- пĕр çарпа вĕренӳ заведенийĕ шутланать.
Училищĕн пĕрремĕш курсне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, çав шутра Чăваш Енрен те, килнĕ 328 курсантпа вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн яваплă та пурнăçри чи хумхануллă уяв ирхине 10 сехетре пуçланчĕ. Салтак тумне тăхăннă, йĕркерен тăрса тухнă курсантсен хушшинче ывăлĕсене курсан амăшĕсен куçĕнче савăнăç куççулĕ йăлтăртатрĕ. Чăн-чăн арçын профессине суйланă ывăлĕсем текех ача-пăча маррине вĕсен шанас та килмерĕ ахăр.
Паллă ĕнтĕ, училищĕри пурнăç та, йĕрке те йăлтах çарти пек. Тĕслĕхрен, аслă шкулсенчи студентсемпе танлаштарсан, вĕсен вĕренӳ çулĕ уйăх каяллах пуçланнă. Тин çеç курсант пулса тăнăскерсем, хальлĕхе танк çине ларса курман пулин те, стройпа утма вара аслăрах курссенчи юлташĕсенчен кая мар вĕренсе çитме ĕлкĕрнĕ.
Присяга çар çыннишĕн пуш сăмах мар, çавăнпа çак куна училищĕн пĕрремĕш курс курсанчĕсем питĕ хумханса кĕтеççĕ. Кăçал та вăл çаплах пулчĕ. Ачисен уявне килнĕ ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен пăшăрханăвне пытараймарĕç, Чăваш Енри Вăрмар районĕнчи Антонина Ванюковăпа Елена Афанасьева та акă ывăлĕсем пирки: «Мĕнле ирттерсе ярĕç-ши, хатĕрленсе çитрĕç-ши?» – тени çине-çинех илтĕнчĕ. Анчах пăшăрханни кăлăхах пулчĕ. Курсантсем кĕске вăхăтрах хăйсене чăн-чăн çар çынни пек тытма вĕренсе çитнĕ иккен. Çар Ялавне (сăмах май, вĕсен вăл Хĕрлĕ Ялав орденлă, çак наградăна вăрçă вăхăтĕнче училищĕре танк экипажĕсене питĕ лайăх хатĕрленĕшĕн 1944 çулта ялав çине çирĕплетнĕ) илсе тухнă самантран пуçласа уяв вĕçленичченех пĕр сывламасăр тенĕ пек тăчĕç, кашни командăна тĕрĕс те хитре пурнăçларĕç.
Юлташсен умне тухса присяга йышăнни, училище начальникĕ, генерал-майор В.Миронченко кашнине алă тытса саламлани, мирлĕ вăхăтра çарсемпе управлени кафедрин начальникĕ В.Пашанин, ашшĕ-амăшĕсен ятĕнчен Ю.Данилец, аслă курссен ятĕнчен В.Поляков курсант тухса калаçни, вĕсен ячĕпе взрывпакетсем кĕрĕслетни ĕмĕрлĕхех асра юлĕ вĕсен.
Уявăн иккĕмĕш пайĕнче училищĕн вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ (етрӳçи ТР халăх артисчĕ, подполковник Н.Липатов) «Шарм» ташă ушкăнĕпе кăтартнă «Али-Баба» композици те, вокал коллективĕн пултарулăхĕ те тепĕр самантпа танлашаймарĕ, паллах, ара, тепĕр сехетрен курсантсене пĕр талăк тăсăлакан пĕрремĕш увольнени кĕтрĕ-çке. Çар тумне тăхăнса пĕрремĕш хут килĕсене саланчĕç вĕсем. Пулас танкист-офицерсене çав самантра шăпăртатса çăвакан кĕрхи çумăр та кансĕрлеймерĕ. Ырă çул, вĕренӳре ăнăçу сире, Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисем!
 
: 1336, Хаçат: 37 (715)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: