Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эпир мăшăрпа 7 ача çуратса 6-шне тĕрĕс-тĕкел çитĕнтертĕмĕр. Пĕр ывăл пĕчĕклех çĕре кĕчĕ. 4 ывăл та 2 хĕр ӳсрĕç. Арçын ачасем пурте салтака юрăхлă пулчĕç. Асли, Гена, Минскра салтак тивĕçне пурнăçларĕ. 1989 çулта Чернобыле илсе кайрĕç ăна. 1996 çулта 40 тултарсанах вилчĕ. Мĕн чухлĕ куççуль тăкмарăм пуль. Иккĕмĕш ывăл Алма-Атара, виççĕмĕш Хусанта салтак тивĕçне ирттерчĕç. Тăваттăмĕш ывăл, Виктор, чи кĕçĕнни, Чита облаçĕнче Аредăра хĕсметре тăчĕ. Вăл Тольяттинче вĕренетчĕ, ăна эпир унтан 1986 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче ăсатрăмăр. Кашни ачана ташла-ташла ăсатрăмăр, халь вăрçă вăхăчĕ мар, ним хăрамалли те çук тесе. 1987 çулта сентябрьте тĕлĕк куртăм. Манăн Виктор вилнĕ пек те эпĕ татăлса макăратăп пек. Тĕлĕк кĕнеки çине пăхрăм та савăнасса тенĕ. Ыррине кĕтетпĕр. Çĕр улми кăларнă чухне тĕлĕкĕме кӳршĕ хĕрарăмне каласа патăм. Вăл: «Ачусем килетпĕр тенĕ, вĕсем килĕç те савăнăн-ха», – терĕ. Ачасем те килмерĕç.
Октябрь уйăхĕ çитрĕ. Çанталăк уяр. Упăшка ĕçе кайрĕ. Эпĕ мунча хутма хатĕрленсе юлтăм. Пирĕн патра упăшкипе арăмĕ мунча кĕрсе тăратчĕç. Эпĕ вĕсем патне мунча хутатпăр тесе калама кайрăм. Вăл: «Манăн кĕресех килмест-ха», – терĕ. Мана мунчана шыв йăтнă чух калаçса ларма çын кирлĕччĕ, çавăнпа ун патне кайрăм. Эпĕ Маруся патĕнчен килнĕ çĕре ман арçын килнĕ те кил картине шăлать. Тĕлĕнтĕм, ĕмĕрне шăлманнине шăлать. «Ĕçлеместĕр-им паян?» – тетĕп. Чĕнмест. Кăшт тăрсан: «Валя, эсĕ ним те илтмен-и?» – тет. «Çук», – тетĕп. «Виктор вилнĕ вĕт», – тет. «Камсен?» – тесе ыйтатăп. «Хамăрăн», – тет. Хамăр ача вилет тесе шутламан та. Сывă ачана салтака ăсатнă. Союзра. Тытăнтăм макăрма. Телеграмма çитмен-ха, телефонпа пĕлтернĕ. Кăшт тăрсан Алексей Куропаткин килчĕ. «Иртĕр, мĕн çăмăлпаччĕ?» – тетĕп. Вăл телеграмма илсе килнĕ иккен. «Пĕлетĕн ĕнтĕ мĕншĕнне», – терĕ. Телеграммăна пачĕ те сĕтел çине выртса макăртăм. Телеграмма çинче çапла çырнă: «Выезжайте, ваш сын погиб трагически», – тенĕ. Халь çырнă чух та куçран куççульсем юхаççĕ. Хусана самолетпа вĕçрĕмĕр. Хусантан – Новосибирска, унтан – Читана. Кунĕпе ларатпăр, çĕрле вĕçетпĕр. Читаран 10 сехет поездпа кайрăмăр Чернышевскине çити, малалла 15 километр – машинăпа. 9-мĕш кун ирхине тин киле çаврăнса çитрĕмĕр. Çав кунах пытартăмăр. Пытарма кайиччен кил картишĕнче цинк тупăка шăратса çыпăçтармалли лампăпа уçрĕç. Мунчаран тухнă пек выртать ывăлăмăр. Ялти çамрăксем пухăннăччĕ, курма килнисем те питĕ нумайччĕ. Ноябрĕн 4-мĕшĕнче пытартăмăр. Октябрĕн 24-мĕшĕнче пуху пулнă, 27-мĕшĕнче вĕлернĕ. Çынна куçран калама юрататчĕ. Тухса сăмах каларĕ тет. Тем каланă. Ленински пӳлĕме те ун аллинчеччĕ тет. Ленински комнатăна та, кантура та формăласа тăратчĕ тет… Çак хуйха чăтаймасăр ашшĕ икĕ çул та пурăнаймарĕ, çĕре кĕчĕ.
Çак тĕлĕкрен тĕлĕнетĕп. Кам мана уйăх малтан Виктор вилессе систернĕ?
 
: 747, Хаçат: 23 (909)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: