Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ИЛЕМЛĔХ
Юратнăран-ши çут çанталăка,
Пур кайăк-кĕшĕк, йывăç-курăка
Хуратăп эп тăван пек çывăха?
Вĕсемсĕр çук çак çĕр çинче илем,
Вĕсемсĕр эп паян выртса вилем,
Вĕсемсĕр эп çухатăп çынлăха.
 
СĔМ ВĂРМАНТА
Тăван кил-çурт пек пулчĕ сĕм вăрман,
Килсе çӳретĕп чунăм хурлансан.
Вăрман мана вăрçман, питрен сурман,
Кайăкĕсем юрлаççĕ ырласа.
 
Хурăнлăха кĕреп – чун уçăлать,
Сип-симĕс пурçăн тутăр, шур кĕпе.
Тăхăннă та… тухас пекех çула,
Лараççĕ хурăнсем, ав, картипе.
 
Юманлăхра чĕрем çирĕпленет,
Кĕреш юман пек кĕрешес килет…
Чун тăвăлне вара эп çĕнтереп,
Хивре вута кăштах çеç сӳнтереп.
 
Çак хырлăха чăн ырлăх темелле…
Ыталаса илеп яш хунава!
Çултан çулах хĕвел патне çӳле,
Каймашкăн ăнтăлаççĕ хăнана.
 
Çемçе çăкалăх çурнă çеçкине,
Тавралăхра кумать симпыл шăрши.
Хурт-хăмăрсем пуçларĕç хăй ĕçне,
Кунтан сăваплă ĕç татах пур-ши?
 
Тăван атте-анне те эс, вăрман,
Сана пуç тайăп ăшăм вăркасан.
Сан сулхăну пуртан çӳреп, ырман,
Çил-тăманра çултан та аташман.
 
Сăхă çынна ан ту кунта хуçа,
Ан иртĕхтер çăткăн, нӳхреп куçа,
Сыхласчĕ те çав ĕмĕтсĕр çынран,
Пур умăмра ишĕлекен çыран…
 
ТИПЕКЕН ÇĂЛ
Типекен çăл, типекен çăл –
Тесе ят панă çак çăла.
Типмест-ха вăл, типмест-ха вăл,
Пире те шăрăхра çăлать.
 
Пĕтекен çын, пĕтет этем –
Тесе калаччăрах мана.
Пĕтмеп-ха, пур-ха ман хевтем,
Сутман чуралăха чуна!
 
ЧĔННИ
Кĕтĕм ӳкрĕм тарăн шухăша,
Ыйхăм вĕçрĕ çӳл тӳпенелле…
Çĕрĕпе вут çирĕ ман ăша,
Пушара мĕнпе сӳнтермелле?
 
Эс килсемччĕ ырă сăмахпа,
Хуллен çеç ларсамччĕ çумăма.
Чунăм тулĕччĕ ман сăваппа,
Сӳнтерсессĕн аскăн çулăма.
 
Ӳхĕрет те ахăрать кăрлач,
Пурăнтарчĕ ĕмĕт çиппине…
Вăтанмасăр сивĕ çил вăрлать,
Шанчăкăн пĕртен-пĕр ăшшине.
 
Эс ăçта-ши манăн ĕмĕтри,
Хуйхăра çӳрен эс хăш çĕртре?
Сирĕлсессĕн сив шупка тĕтре,
Çуркунне пĕрлештерет пире.
 
ÇИМĔК – ÇĂВĂН ÇĂРАÇÇИ
Çу та çитрĕ, çитрĕ çимĕк
Пур тавра çап-çутă симĕс…
Пархатарлă чĕрере
Паян юн та вĕрирех.
 
Кайăксем… Кайăкăмсем!
Юррăрсем – ăшă хумсем,
Ăшăтаççĕ чунăма…
Савни, кил-ха çумăма.
 
Янратса юрă юрлар,
Ыррине ялан ырлар.
Усалли! Çухал куçран!
Йывăр шухăш, тух пуçран.
 
Çимĕк мунчи çемçетет
Ĕçре хытнă шăм-шака,
Çепĕç чĕлхĕр илĕртет
Сирсе арпаш шухăша.
 
Çимĕк – çăвăн çăраççи
Çут çанталăк çураçни,
Илемпе ырра савса
Пурнар Турра тав туса.
 
: 797, Хаçат: 23 (909), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: