Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ИРХИНЕ ТЕЛЕВИЗОР ЯРАС УМĔНХИ ШУХĂШ-ТУЙĂМ
Мĕн пулса иртет-ши тĕнчере?
Ыр хыпар паян илтсе пулать-ши?
Тĕлĕнетĕп эп этемлĕхрен –
Ма вăл лăпкă, канлĕ пурăнмасть-ши?
 
Африка кĕрлет те пăлханать…
Те ăна юри пăлхантараççĕ?
Эп шеллетĕп, Африка, сана!
Лăплансам, мăнтарăн, лăплансамччĕ!
 
Ав – Япони суранне сиплет:
Çĕр кĕтмен-туман чухне чĕтрерĕ.
Çĕр ялан кĕтмен чухне чĕтрет.
Тав Турра – хуть Атом иртĕхмерĕ!..
 
Кавказра та йĕрке çук, паллах.
Хурахсем нимле те лăпланмаççĕ.
Çук вĕсемшĕн Турă, çук Аллах.
Ĕненсен Турра – юн юхтармаççĕ.
 
Ав – Европа пĕтĕм тĕнчене
«Тĕрĕс пурăнма» хăнăхтарасшăн.
Ай ытла савать çавскер хăйне!
Ай хăйне пурне те савтарасшăн!
 
Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем тата?..
Мĕн тери мăнкăмăллă та вĕçкĕн!
Пулăр-ха сăпайлăрах кăштах!
Пĕлĕр: пур вăл, пур – «вĕренĕн вĕçĕ»!..
 
Мĕн кĕтет-ши ман çĕршывăма?
Эс, Раççейĕм, ăçталла утатăн?
Вăхăту сан çитнĕ вăйланма.
Саншăн эп, Раççейĕм, кĕл тăватăп!
 
ЙЫТĂ-ÇЫН
Хуралта тăрать вăл.
Вăл – хуралçă.
Усалрах вăл урнă йытăран.
Çынсене курсассăн – тулхăрать вăл.
Ман… сехрем хăпать ăна курсан.
 
Ахăртне ăна лартмаççĕ выçă.
Выçă пек вăл пĕртте курăнмасть.
Пурпĕрех, тем пек тăрантарсан та,
Ман шутпа, вăл тăранса курмасть.
 
Кунĕн-çĕрĕн хуралта тăрать вăл,
Çынсене курсассăнах – урать.
Ма сехре хăпать ăна курсассăн?
Ма тесен унра ШУЙТТАН ларать!
 
* * *
Пур ман савнă, лăпкă Чăваш Ен.
Пур ман чун юратнă ырă халăх.
Чăваш Енĕм, эс чечекленсен,
Пулĕ ман тивлет – хавхаланмалăх!
 
…Мĕн пулса иртет-ши тĕнчере?
Эс чăнах та, Çут Тĕнче, пурах-ши?
 
: 828, Хаçат: 23 (909), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: