Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 20-22 №№.)
Йĕлтĕрсене шутарать, шутарать Яков Иванович. Çывăхри вăрман еннелле çул тытать вăл. Тӳртен кайсан чăрăшлăха çитме ик çухрăмран мала мар, паллах, çула йывăр кăмăлпа тухсан йĕлтĕре те йывăр, çулĕ те вăрăм: икĕ çухрăм та çирĕм çухрăм евĕр туйăнать. Аран-аран çитрĕ вăл чăрăшлăхри кӳлĕ патне. «Эй, мăнтарăн тĕнчи! – тарланă çамкине шăлса илчĕ Яков Васильевич. – Ăçта пур тата кунтан илемлĕ кĕтес? Пăхса тăнăçемĕн пуç çаврăнса каять…»
Кӳлĕ йĕри-тавра çăра хăмăшлăх. Улах вырăн. Çаран хĕрнех çитсе тăчĕ Якку. Шăнман кунти шыв, пĕр енчен юхан шыв пулса çырмана юхса тухать. Ура пуçĕнчех шăнкăртатса выртать, хăюсăррăн, вăтанчăклăн шăнкăртатса юхса тухать те тарăн мар çырма пулса каять. Килĕштерет ял халăхĕ çак улах вырăна, чăрăшлăха килсен кашниех кунта кĕрсе тухма васкать.
Кĕртех çук-ха кӳлĕ хĕрринче. Хăрăк турат пухрĕ, вут чĕртрĕ, шăтăртатса-çăтăртат са çĕкленекен çулăм умне урисене тăсса ларчĕ Якку. Чăрăшлăх леш енче, ял масарĕ çинче, йăмра тăррисем курăнаççĕ. Ватăлнă йывăçсем. Кăшт сылтăмарах, сăртлă вырăнта, выльăх масарĕ. Кӳлĕ ку енчи çĕр – çăкалăхсен, леш енĕ – енĕшкассисен. Унти çĕрсене те аван пĕлет-ха: ял хуçалăх управленийĕнче инженерта ĕçленĕ чухне те, район пуçлăхне суйласан та пĕрре мар çитсе çаврăннă.
Яков Васильевич хăй хыçĕнче темле мĕлкесем мĕлтлетсе илнине сиссе ун-кун пăхкаласа çаврăнчĕ. Такамсем унран малтан çитнĕ иккен кӳлĕ хĕррине. Мĕн тăваççĕ вĕсем унта, мĕн шыраççĕ? Кашни çыннăн пурнăçĕнче хăйĕн утăмне тишкерсе пăхас вăхăт пулать теççĕ. Çитрĕ-мĕн Яков Васильевичăн пурнăçĕнче те çав кун.
«Кĕске этем кун-çулĕ, çав тери кĕске. Мĕн туса ĕлкĕрмелĕх пур вăл çак аслă çĕр çинче? Паянхи намăса, халăх умĕнчи мăшкăла курса тӳсмеллине пĕлнĕ пулсан çуралма та кирлĕ пулман. Вĕренсе тухрăм, инженер ятне илтĕм. Тăрăшсах ĕçлерĕм. Выльăх комплексне тунă чух проектне улăштарма Мускава икĕ хут çитсе килтĕм. Вентиляци пăрăхĕсене те улăштартăмăр. Мĕн чухлĕ хутларăмăр-ши Шупашкара? Пурăнмалли çуртсем тăвасшăн тата мĕн чухлĕ чупрăм? Çамрăк чух çĕр чăмăрне çавăрса лартма вăй çитессĕн туйăнатчĕ те, вăхăчĕ иртрĕ пулас. Ӳрĕк-сӳрĕк, ячĕшĕн çеç ĕçлес теменччĕ. Йывăç-курăк ватăлса çитсен те усса каять, çĕрсе тислĕк пулать. Этем вилсен мĕн юлать: ырă ят-и, алăпа тунă ĕç-и? Текех мĕнех тăвайăп ĕнтĕ эп çын куçĕнчен вăтанса çӳрес енне кайсан?.. Ав çав йăмрасен айĕнче мĕн чухлĕ маннă ят», – ирĕксĕрех масар еннелле çаврăнчĕ арçын. Пĕрне аса илчĕ, теприне… Аса илчĕ те аванмарланса, хĕрелсе кайрĕ. Амăшне те, хăйне чун панă амăшне те, питĕ сайра аса илет-çке-ха, тахçанах маннă. Мĕн тери хăвăрт асран кăларать этем çĕр çинчен уйрăлса кайнă çывăх тăванĕсене: арăмĕ упăшкине, упăшки арăмне, аппăшĕ шăллĕне, шăллĕ аппăшне. Тупăк хуппине хупнă чух хуйхă этеме ураранах ӳкерет, этем пуçне çапса çурма хатĕр. Çур çул, пĕрер çул, иккĕ иртет – аса илми те пулать. Çаплах пулмалла пуль. Вилнĕ çын хыççăн шăтăка сикмелле туман. Чĕррин пурăнмаллах. Хăв çуратса ӳстернĕ ача-пăчана пытарма çеç ытла та йывăр. Чун панă вĕсене, ӳстерес тенĕ, ыйхă çывăрмасăр пăхнă, этем тăвас тенĕ.
Аса илчĕ ĕнтĕ Яков Васильевич амăшне, часах маннă пек те пулчĕ. Хытнă чĕре, пĕр Венерăшăн çеç ыратать. Якку – унăн ашшĕ-çке. Епле чăтĕ чун ыратмасăр? Шăпа çапла тухнă пулсан чăтмалла. Шăпа… Шăпа тетпĕр. Палланин-палламанни н куçĕнчен пытанса çӳремелле-и ĕнтĕ Яков Васильевич шăпа тесе? Кама кирлĕ ун пек пурнăç?
Пĕрре хăй сăнĕ, тепре Елян сăнĕ туха-туха тăрать Якку куçĕ умне: «Елян куç айĕ кăвакчĕ паян, ыррăн çывăрни пулман ĕнтĕ Венерăшăн пăшăрханса…» Аван мар пулса кайрĕ ăна. Хуйхăпа тулнă чĕрене лăплантарма икĕ ăшă сăмах тупаймарĕ вăл паян ирхине арăмĕ валли, ним чĕнмесĕрех тухса утрĕ чăрăшлăх енне. «Сăн улталамасть, юн пусăмĕ каллех хăпарса ан кайтăр, – шеллесе шухăшларĕ арăмĕ çинчен. – Чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнсан та тăванланаймарăмăр, çынсем пек куçран пăхса пĕрне-пĕри ăнланма вĕренеймерĕмĕр. Юрату, пĕр-пĕрин хушшинчи килĕшӳ ăшăтайман йăвана вут хурса ăшăтни хăçан пулнă этемре? Халь тин мĕн тăвăн? Кампа шуралнă, çавăнпах хуралма каланă… Кам айăплă пулчĕ пуль? Хам. Пĕтĕмпех хам. Чавса çывăх та çыртма çук теççĕ… – хашлатса сывларĕ Якку. – Ватă çын сăмахĕ тĕрĕс марри пулман пуль тĕнчере. Çыртма хăтланса пăхкаланă пуль мансăр та, пĕлмесĕр каламан пуль».
Хăйне хăй пушшех те çилленсе кайрĕ арçын. «Çемçешке пултăм, айван, çав кирлĕ мара! Кама айăплас тетĕп! Ура-алла тăлланăччĕ-им? Айăплине шыратăп-ха, хам çине илес теместĕп… Çĕнĕрен пурăнмалла пулсанчĕ те çав, çук, иккĕ çуралса иккĕ пурăнмалла туман этеме», – явăнать, явăнать шухăш пуç тавра, каялла, иртнĕ кунсем еннелле, вĕçет. Пулни-иртни тухса тăрать куç умне.
 
3
…Пурăнатчĕç Яккусем, çынсем майлах сыпăнтаркаласа пыратчĕç. Ашшĕ тимĕрçĕ лаççинче ĕçлетчĕ, аппăшĕ, Уляç, шкула çӳретчĕ. Вăрçă тухса яла пушатса хăварман пулсан пурнăç тĕлĕк пек çеç пулмаллаччĕ, туслă та тату пурăнатчĕç. Пĕтрĕ. Пĕр уйăхранах тимĕрçĕ лаççинче тимĕре шаккани илтĕнми пулчĕ. Вăйпитти арçынсене пĕрин хыççăн теприне ăсатрĕ ял вăрçă хирне.
Пĕчĕкле юлчĕ Якку ашшĕнчен, шкула та каймастчĕ тин улттă тултарнăскер, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине ăнланса та пĕтерейместчĕ. Ура çине ĕне пырса пуссан ăс кĕрет тенĕ ватă çынсем. Хĕрĕх иккĕмĕш çула тин кĕнĕччĕ, хĕллехи пĕр сивĕ кун ашшĕн вилнĕ хучĕ килнĕ тесе калаçрĕç. Ку мĕн тери хăрушă хыпар пулнине урайне тĕшĕрĕлсе аннă амăшне курсан çийĕнчех ăнланчĕ çичче кайнă ача, туххăм ăнланчĕ. Астумасть халь Яков Васильевич, мĕн тĕслĕччĕ-ши çав хăрушă хут: кăвак-и, хура-и? Хура пуль. Пахчара сухан йăранĕ чавнă чух ăнсăртран кĕреçе айне пулса касăлнă ăман пекех авăнса пĕтĕрĕнчĕ амăшĕ, иккĕмĕш кунне чирлĕ чĕри чăтайманнипе сасартăк лăпланнăскере урисене ярт тăсса шурă тупăка вырнаçтарса вырттарчĕç.
(Малалли пулать.)
 
: 820, Хаçат: 23 (909), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: