Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 25-мĕшĕнче Анат Кăтрата шкулĕнче те юлашки шăнкăрав уявне паллă турĕç. Ку вăл ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те, учительсемшĕн те питĕ пысăк уяв пулчĕ. Ачасем çак куна тăрăшса хатĕрленнĕ. Вĕсен тата класс ертӳçин Елена Ивановна Финогентован сăмахĕсем нумайăшĕн кăмăлĕсене çемçетрĕç. Çăмăл мар çке-ха тăван шкулпа уйрăлма. 11-мĕш классем парнесем пирки те манман. Шкул библиотеки валли ача-пăча кĕнекисем парнелерĕç, тавах вĕсене уншăн.
Кунсăр пуçне шкула хамăр тăван ялта çуралса ӳснĕ, нумай çул хушши учитель, каярах директор пулса ĕçленĕ хисеплĕ çын Николай Николаевич Сторожев килчĕ. Вăл Анат Кăтрата шкулĕ 125 çул тултарнă ятпа питĕ пысăк парне турĕ: тĕслĕ принтер, ноутбук, ламинатор, хуплашка тумалли машина парнелерĕ. Чăнах та савăнмалла-çке, хальхи саманара питĕ кирлĕ япаласем. Çак чыса тивĕçлĕ пулнă шкул, унăн директорĕ Петр Валентинович Плотников тата учительсен коллективĕ Николай Николаевича пуç тайса тав тăвать, сывлăх сунать.
Çак уяв кунĕпе пурте кăмăллă юлчĕç. Кăçал шкул пĕтерекен ачасен умĕнче халь пĕр тĕллев – ППЭ парса малалла пурнăç çулĕ çине тĕрĕс утса тухасси. Ытти ачасемшĕн вара çуллахи каникулта лайăх канса, малалла вĕренӳре пысăк çитĕнӳсем тăвас тĕллев тăрать.
 
: 841, Хаçат: 23 (909), Категори: Вулакансем çыраççĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: