Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ялĕнче иртнĕ ĕмĕр варринчех Культура çуртĕнче халăха спектакль лартса савăнтарасси йăлана кĕнĕ. Клуб ертӳçисем улшăнса тăрсан та çак ырă йăлана пăрахăçламан.
Нумай çул хушши Культура çуртĕнче тăрăшакан ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.П.Никифорова (вăл «Шурăмпуç» илемлĕ пултарулăх ушкăнĕн ертӳçи те) тăрăшнипе йĕркеленнĕ драма кружокне çӳрекенсем хатĕрленĕ спектакльсене курма халăх хаваспах çӳрет. Кашнинчех залра пушă вырăн та çук. Ура çинче куракансем те чылай, спектакль вĕçленичченех тăрса пăхаççĕ.
2008 çултанпа драмкружокăн ячĕ те пур – «Тарават». Унтанпа ялти артистсем К.Ивановăн «Нарспи», П.Осиповăн «Айдар», А.Никитинăн «Çĕнĕ ĕмĕрти хуняçа», Л.Агаковăн «Салтак ачисем» пьесăсене лартрĕç. «Таравата» Чăваш Майни вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Н.Федорова тата вулавăш ертӳçи Н.А.Карпова ертсе пыраççĕ.
Нумай пулмасть чăваш чĕлхи кунне тата çывхарса килекен Çемье кунне халалласа Н.Айзманăн «Ăçта-ши ман атте?» драмине лартрĕç. Çак пьесăна çырнăранпа çур ĕмĕр иртнĕ, анчах унти ĕç-хĕл паянхи куншăн та çивĕч ыйту пулса тăрать.
Чăваш Майни сцени çинче пьесăри сăнарсене çаксем çутатрĕç: Илюш – А.Федоров, Мелани – Н.Карпова, Феня – И.Игнатьева, Олимпия – Л.Никифорова, Жоржик – А.Пеньков, А.Коновалов – Г.Егоров, Саша – Н.Игнатьев, Петя – Н.Лучанкин, Серафима – М.Кузнецова.
Паянхи кун «Тарават» сцена çине илсе тухма тепĕр чăваш классикĕн хайлавне Л.Агаковăн «Ылтăн вăчăрине» хатĕрлет.
Хăйĕн пултарулăхĕпе малашне те куракансене савăнтарма «Таравата» ăнăçу, çитĕнӳсем сунатпăр.
 
: 1031, Хаçат: 23 (909), Категори: Вулакансем çыраççĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: